Белоруссем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Белоруссем
Тăван ячĕ: беларусы
Пур йышĕ: 9 - 10 млн. (2001)
Вырнаçăнни: Белоруси ялавĕ Белоруси:
  7 904 600

Белоруссем Раççей:
  890 000
Украина ялавĕ Украина:
  440 000
Казахстан ялавĕ Казахстан:
  182 600
Белоруссем Польша:
  ок. 160 000
Белоруссем Латви:
  79 668
Белоруссем Литва:
  63 200
Эстони ялавĕ Эстони:
  28 000
Flag of the United States.svg АПШ:
  ок. 20 000
Канада ялавĕ Канада:
  ок. 5000
Урăх патшалăхсенче:
   …

Чĕлхе: белорус
Тĕн: Православи — ~85 %, Католицизм — ~15 %.
Кĕрет: тухăç славянсем
Тăван халăхсем: вырăссем, украинсем

Белоруссем (хăйсене бел. беларусы теççĕ) — тухăç славян халăхĕ, пурĕпе 10 млн çынна яхăн, ытларах Белоруси Республикинче пурăнаççĕ. Çаплах Раççейре, Украинăра тата урăх çĕршывсенче пурăнаççĕ. "Белорус" ячĕ XIXXX ĕмĕрсенче çирĕпленсе юлать, унчен вĕсене "литьвинсем" (лiцьвiны) тенĕ. Белорус этносĕ славянсем вырăнти балти халахĕпе хутшăннипе пулса кайнă.

Тупмалли

[тӳрлет] Чĕлхе

Беаруç Республикинче пурăнакан 85% белорус белорус чĕлхине (индии-европа чĕлхе çемьин славян ушкăнĕн тухăç ушкăн пайĕ; кăнтăр-анăç, çурçĕр-тухăç тата вăта-белорус диалекчĕсене палăртаççĕ; çырулăхĕ — кириллица) йышăнать. Белоруси Республикинчи белоруссен хушшинче билингвизм (вырăс чĕлхине усă курни) сарăлнă, чикĕ çумĕнчи çĕрсенче трилингвизм (поляк, украина е урăх кӳршĕ чĕлхисем) тĕл пулать.

[тӳрлет] Тĕне тытса пыни

Тĕне кĕнĕ белоруссем — чылайăшпе православисем; 15% яхăн — католиксем (ытларах латтин йăлиллĕ, грек-католиксен ушкăнĕсем пур), çаплах протестантсем (баптистсем, пятидесятниксем тата урăх.).

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет] Каçăсем

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем