Беларус чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Беларус чĕлхи
Тăван ят: Беларуская мова
Патшалăхсем: Беларуç
Регионсем: Тухăç Европа
Официаллă статус: Беларуç
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Инди-европа çемьи
Славян ушкăнĕ
Тухăç славян ушкăн пайĕ
Çырулăх: кириллица
Чĕлхе кодĕсем
ГОСТ 7.75–97: бел 090
ISO 639-1: be
ISO 639-2: bel
ISO 639-3: bel
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Белору́с чĕлхи (Белару́ская мо́ва) — тухăç славян чĕлхисенчен пĕри пулать, ытларах Белорусире сарăлнă. Белоруси Республикин (вырăс чĕлхипе пĕрле) патшалăх чĕлхи шутланать. Чĕлхене пĕлекен пур халăх йышĕ — 10 млн яхăн çын.

1920-мĕш çулсенче идиш, поляк тата вырăс чĕлхисемпе тан Белоруси Совет Социаллă Республикин официаллă чĕлхи (пĕр вăхăтра «Пролетарии всех стран, соединяйтесь!» лозунга БССР гербĕ çине тăватă чĕлхепе çырнă пулнă) шутланнă.

Пулса тухни[тӳрлет]

Ăсчахсен шухăшĕпе, чĕлхене авалхи радимичсен, дреговичсен, смулен тата полоц кривичĕсен тата, северянсен, пулмалла, пуплевĕсем кĕнĕ. Фонетикăпа, морфологипе, синтаксиспа тата сăмахсар уйрăмлăхĕсемпе вăл ытти çывăх, тăван тухăç славян (вырăспа украин) чĕлхисенчен уйрăм тăрать. Белорус чĕлхин вырăспа украин чĕлхисемпе пĕр пекрех. Лексикинче полякпа литва чĕлхисенчен илнисем те пур.

Çырулăхĕ[тӳрлет]

А а Б б В в Г г Д д Дж дж Дз дз Е е Ё ё
Ж ж З з І і Й й К к Л л М м Н н О о
П п Р р С с Т т У у Ў ў Ф ф Х х
Ц ц Ч ч Ш ш Ы ы Ь ь Э э Ю ю Я я

Белорус кириллицинче апострофпа (  ) (хытă паллă вырăнне) усă кураççĕ, "дж" тата "дз" сас паллисем пĕр пек сасăллă вуланаççĕ, çаплах "ё" сас паллине "е" çине çырура куçарма юрамасть.

Сарăлни[тӳрлет]

Белорусири 1999 çулхи халăх çыравĕпе (10045,2 пин çĕршывра пурăнакан çыншăн белорус чĕлхине 73,7%. тăван чĕлхе вырăнне йышăнать. Пур граждан йышĕнче: белоруссем 8159,1 пин (тăван чĕлхе —белорус 85,6%), вырăссем 1141,7 пин (тăван чĕлхе — белорус 9,1%), поляксем 395,7 пин (тăван чĕлхе — белорус 67,1%), украинсем 237 пин (тăван чĕлхе — белорус 14,3%), еврейсем 27,8 пин (тăван чĕлхе — белорус 17,1%), урăх халăхсем — 80 пин (тăван чĕлхе — белорус 12,9%). Килте калаçăкан чĕлхе — белорус чĕлхи тесе: белоруссем — 41,3%, вырăссем — 4,3%, поляксем — 57,6%, украинсем — 10,2%, еврейсем — 3,8%, урăх халăхсем — 9,5%; пур халăх — 36,7%.

Çырăвĕ[тӳрлет]

Белорус чĕлхин çырăвĕнче кириллицăпа (белорус алфавичĕ пăхăр) усă кураççĕ. Малтан хăш чух латиницăпа усă курнă. Белоруси тутарĕсем пĕр хушă белорусла белорус арап алфавичĕпе çырнă.

Орфографи[тӳрлет]

Фонетика[тӳрлет]

Вырăс чĕлхипе танлаштарсан хальхи белорус чĕлхин фонетика тĕп уйрăмлăхсем:

  • яканье (пусăм умĕнхи Е Я çине куçать): звязда, плячо;
  • «Ы» тата «І» вырăс литература чĕлхинчи «О» тата «Е» тивĕç:

Чĕлхен кун-çулĕ[тӳрлет]

Тапхăрласси:

  • авалхи вырăс, литература çырăвĕ (XI—XIV ĕмĕрсем.);
  • ватă белорус, литература çырăвĕ (XIV—XVIII ĕмĕрсем):
    • официаллă çыру чĕлхи Аслă Литва кнеçлĕхĕнче (XIV-XVII ĕмĕрсем);
    • майĕпен ватă белорус çыру чĕлхи поляк чĕлхипе улăштарни (XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕ — XVIII ĕмĕр);
  • белорус халăх диалект чĕлхи, ял çыннисен тата фольклорти ытларах пуплев чĕлхи (XIV-XXI ĕмĕрсем);
  • хальхи белорус литература чĕлхи:
    • литературăпа грамматикăн аталанăвĕ (XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕ -XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕ);
    • хальхи литература чĕлхин аталанăвĕ (XX ĕмĕрсем).
Пĕрремĕш Литва статучĕ (1529)

Диалекчĕсем[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]