Венгр чĕлхи

Википедири материал

(Венгр чěлхи çинчен куçарнă)

Венгр чĕлхи (мадьяр чěлхи) - финн-угр чĕлхисен ушкăнне кěрекен чěлхе. ханты тата манси чěлхипе пěрле угор сыпăкне йĕркелет. Венгрла калаçакан хисепě 15 млн çывхарать. Венгрсем тěпрен илсен Венгрире, Австрире, Румынире, Украинăра пурăнаççě.

Венгр чĕлхи 8 диалекта пĕрлештерет. Хальхи тăван çĕр-шыв хутлăхне тупичченхи тапхăрта (X ěмěрччен) пăлхар-чăваш чěлхипе тачă çыхăнура тăнă. Тĕпчевçĕсем венгр чĕлхинче 500 яхăн чăваш сăмахĕ тупса палăртнă.

Çырăвě латиница алфавичě çинче никĕсленнě. Чĕлхе кочĕ - hu е hun (ISO 639 тăрăх)

[тӳрлет] Чăваш чĕлхипе çыхăнăвĕ

Венгр чĕлхине ĕлĕк-авалах çур пине яхăн чăваш-пăлхар сăмахĕ кĕрсе юлнă (пĕр чĕлхе тупмалăх çителĕклĕ). Венгрсем вĕт Европăна Çĕпĕртен куçса кайнă, çулĕ вĕсен чăваш урлă выртнă. «Улма» – «Олма», «Пурçăн» – «Баршонь». – «Сысна» – «Дисно». – «Çурла» – «Шарло». – «Кивçен» – «Кёльчён». – «Çурта» – «Дертя».[1]

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

Финн-угр чĕлхисем
Угр венгр | ханты | манси
пермь коми | коми-пермь | удмурт
атăлçи финн çармăс | ирçĕ | мăкшă | меря† | мещер† | муром†
саами аккала саами† | инари саами | кеми саами† | килдин саами | луле саами | çурçĕр саами | пите саами | скольт саами | кăнтăр саами | тер саами | уме саами
балтика-финн эстони | финн | ингр | карели | квен | лив | люд | меянкиели | кăнтăр эстони | вепс | водь | выро
† — çухалнă чĕлхесем

[тӳрлет] Çăлкуç

    1. Фомин Э. Чи хитре чĕлхе [1]