Финн чĕлхи
Финн чĕлхи (финла - suomen kieli [суомен киели]) — финн-угор ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Финн сыпăкне тытăмлать. Финляндире швед чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи шутланать. Калаçакан хисепĕ - 5 млн яхăн. Финн чĕлхи нумай вырăнти калаçуран тăрать. Диалект хисепĕ вунна яхăн. Вĕсем икĕ тĕп пая пайланаççĕ: анăç тата тухăç калаçăвĕсем.
Хальхи литература чĕлхи XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленнĕ. Фонетика тĕлĕшĕнчен уçă сасă тĕрлĕлĕхĕпе тата тăтăшлăхĕпе палăрса тăрать: 8 монофтонг, 8 вăрăм монофтонг тата 16 дифтонг. Янравлă хупă сасăсем тĕпрен илсен ют чĕлхерен йышăннă лексикăра тĕл пулаççĕ. Сибилянтран [с] фонема кăна тĕл пулать. Пусăм пуçламăш сыпăка туртăнать. Грамматика енчен несĕл категорийĕ çуккине палăртмалла. Пĕтĕмпе 15 падеж. Подлежащипе определени килĕшĕвĕ аталаннă. Камăнлăх категорийĕ уйăраççĕ. Синтаксисĕ нимĕç-акăлчан чĕлхинни евĕр. Çав вăхăтрах хабио-глагол çуккипе палăрса тăрать.
ISO 639 стандартĕнче ку чĕлхен кочĕсем: fi, fin.
Тупмалли |
Чăваш чĕлхипе çыхăнăвĕ [тӳрлет]
Чăваш чĕлхипе çыхăнура пулман. Çавах вăл е ку пĕр пеклĕх пуррине асăнмалла. Тĕслĕхрен,
- ыйту парасси ятарлă татăк пулăшнипе пулса пырать.
- Кам ыйтупа çын кăна ыйтăнать, чĕр чун таврашĕн ыйтăвĕ - мĕн.
- Сайра-хутра пĕр пек сăмах тĕл пулать: humala [хумала] хăмла, jumala [йумала] юмăç (финла: турă), voima [войма] вăй, "pirtti" [пиртти] пӳрт т. ыт. те. Ахăртнех, ку чăвашпа юнашар пурăнакан ирçе-çармăс витĕмĕпе пулăннă пĕр пеклĕх.
- Сăмахăн пĕрремĕш сасă хупă пулсан, янравлă пулаймасть: panki банк (чăвашсем те "панк" теççĕ).
- Иккĕшĕн ф сасси çукччĕ. ун вырăнне халăх в каланă.
Тĕпчекенсем [тӳрлет]
Чăваш чĕлхине тĕпченĕ тата хальхи вăхăтра тĕпчекен финн чĕлхеçисем: М. А. Кастрен, А. Альквист, Х. Паасонен, Ӳ. Вихманн, М. Рясянен, Г. И. Рамстедт, Й. Луутонен, А. Мойсио тата ыттисем
Финла-чăвашла сăмахсар [тӳрлет]
2007 çулта Турку хулинче финла-чăвашла сăмахсар (Tshuvassilais-suomalainen sanakirja, ISBN 951-29-3349-7)тухрĕ. [1] [2]Авторĕсем: Арто Мойсио (Финлянди чĕлхисене тĕпчекен центрĕн пуçлăхĕ), Йорма Луутонен (Атăлçи чĕлхисене тĕпчевçи), Эдуард Фомин (ЧПУн чăваш чĕлхин кафедринчи вĕрентекенĕ). Сăмахсарта 8 пин чи кирлĕ сăмах. Хатĕрленĕ май, Г.А. Дегтярев, М.И. Скворцов, А.А. Алексеев, И.П. Павлов ĕçĕсене усă курнă.
Каçăсем [тӳрлет]
- Финляндире çапла пулнă — Эдуард Фомин çырнă кĕнеке, чăвашла. Финн чĕлхипе культури çинчен.
|
|
|
|---|---|
| Пермь | коми (коми-ирçĕ • коми-пермь • коми-язьва) • удмурт |
| Укăр | венгр • манси • хантă |
| Финн-атăл | |
| Мари | улăх-тухăç мари • туçи мари |
| Мордва | мăкшă • ирçĕ |
| Балтиçум-финн | вепс • водь • ижор • карел (тĕвер карел • ливвиково диалекчĕ • людиково диалекчĕ) • лив • финн (квен • меянкиели) • эстон (кăнтăр эстон • вырус) |
| Саами | баби † • инари • йоканьга • кемь † • кильди • колтта • луле • пите • çурçĕр саами • уме • кăнтăр саами |
| Классифицилеменнисем | меря † • мещер † • мурăм † |
|
|
|