Гаврилова Агафья Гавриловна
Агафья Гаврилова | |
Агафья Гавриловна Гаврилова | |
Чăваш халăхĕн наци ирĕклĕхĕн юхăмĕн хастар пайташĕ, журналист. | |
Çуралнă вăхăт: | 1878, кăрлач, 26 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Энĕш Кăршка ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕпĕрни Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1918, юпа, 7 |
Вилнĕ вырăн: | Хусан хули |
Ĕçлев тĕсĕ: | политик, редактор, журналист |
Гаврилова Агафья Гавриловна (1878-мĕш çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕ, Шупашкар уесĕнчи Энĕш Кăршка ялĕ – 1918-мĕш çулхи юпан 7-мĕшĕ, Хусан хули) – чăваш халăхĕн наци ирĕклĕхĕн юхăмĕн хастар пайташĕ, журналист. Шуррисем Хусана илсен, унта "Хыпар" хаçата редакциленĕ.
Пурнăç пуçламăшĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Агафья Гавриловна Гаврилова — паттăртан та паттăр чăваш хĕрарăмĕ. Вăл 1878-мĕш çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче ун чухнехи Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи Энĕш Кăршка ялĕнче (халĕ — Çĕрпӳ районĕ) çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн хĕрарăмсен вĕрентĕшĕнче ăс пухнă. Икĕ çул Кăнна Кушкинче вĕрентевçĕ пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. Ку ялти кунĕсем Агафья Гавриловашăн еплерех иртме пултарнине И.С.Максимов-Кошкинский асаилĕвĕсемпе паллашсан пĕлме пулать[1].
. Эп вĕренме пуçличчен пирĕн шкул пурнăçĕнче пĕр ырă мар ĕç пулса иртнĕ. Икĕ каласлă шкулта Самсон Филатович учитель[2] (хушаматне астумастăп) вĕрентетчĕ. Хĕрачасен шкулĕнче — Агафия Гавриловна Гаврилова. Çак учительницăна[2] пула Самсон Филатович пăшалпа перĕнсе вилнĕ. Агафия Гавриловнăна вăл питĕ хытă юратнă, тетчĕç, анчах лешĕ ăна юратман иккен. Самсон Филатовича пытарнă хыççăн Гаврилова пирĕн ялтан кайрĕ. Чипер хĕр, тетчĕ ăна ялйыш. Курасса Агафия Гавриловнăна хам та курнă, анчах чиперрипе чипер марри çинчен калама пултараймастăп: улттă-çиччĕри ача ун пеккинех пĕлме пултарайман пуль ĕнтĕ.
Кам пулнă тетĕр çав учительница[2]? Чăвашсен эсерки! 1918-мĕш çулта, чехсемпе учредиловецсем Хусана йышăнсан, вăл контрреволюциллĕ «Хыпар» хаçатăн редакторĕнче ĕсленĕ...
Хусанти ют йăхсен вĕрентевçисене хатĕрлекен семинарийĕнче экстерн меслечĕпе экзамен панă. 1896-мĕш çултан пуçласа 11 çул хушши Тури Чаткасри шкулта хĕрачасене вĕрентсе пурăннă. Унтан ăна Л.Н.Толстой идейисене пропагандăланăшăн кăларса янă[3]. Çапла вара унăн Хусана килсе лекмелле сиксе тухнă.
Хусанти пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шамов пульниццинче бухгалтер пулса ĕçленĕ. (Асăннă пульницца каярахпа 2-мĕш Совет пульницци ятпа паллă пулнă, 1920-мĕш çултанпа — Хусан университечĕн клиника пульницци[4]). Мĕнре-ха çакăн сăлтавĕ? Мĕншĕн тесен вĕрентевçĕ ĕçне малалла тăсма унăн ирĕк пулман-тăр. Хусанта мĕнле адреспа пурăнни те паллă[5]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Правая сторона Булака, д. № 61. кв. Кудрявцева[6]<Куçару: Булак шывĕн сылтăм енĕ, 61-мĕш çурт, Кудрявцев хваттерĕ.>
1917-мĕш çулхи çу уйăхĕнчен — "Хыпар" хаçатра. Тата тепĕр уйăхран эсерсен партине кĕрет. Çурла уйăхĕнче — Чăваш Наци Пĕрлĕхĕн (ЧНО) секретарĕ пулса тăрать. Çавăн пекех вăл Чăваш Çар Пĕрлĕхĕн хыснаçи те (укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçсене туса пыраканĕ). 1918-мĕш çулхи утă уйăхĕнче вăл тăрăшнипе Чăваш Хĕрарăмĕсен Пĕрлĕхĕ йĕркеленет. Шуррисем Хусан хулине йышăнсан Комуч ертÿçисенчен пĕри Алюнов Г.Ф. хушăвĕпе "Хыпар" хаçат редакторне лартаççĕ. Пурĕ виçĕ номер кăларма ĕлкĕрет. Хĕрлисем килсен ЧК органĕсем ăна айăпласа персе вĕлереççĕ. 2006-мĕш çулта реабилитациленĕ.
Еплерех вилни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хĕрлисем Хусана тытса илсен, Агафья Гаврилова хуларан, ыттисемпе пĕрле, тухса тарать. Анчах та кăшт вăхăт иртсен, тем сăлтавпа, хăй пурăннă хваттере таврăнать. Унта ăна ярса тытаççĕ.
Публицистикăри пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Гаврилова А.Г. Чăваш офицерĕсем // Хыпар. 1918. № 1. 1 сент. С. 3.
Агафья Гаврилова сăнарĕ чăваш литературинче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]И.С.Максимов-Кошкинский çырнă "Тĕрлемес таврашĕнче" пьесăра пур унăн сăнарĕ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Леонтьев А.П. "Хыпар": Минувшее и настоящее. Факты. События. Личности. Судьбы. Чебоксары, 2011.
- Прокопьева, Р. "Я всех вас люблю...". Так сказала редактор газеты "Хыпар" Агафья Гаврилова незадолго до расстрела : [О Агафии Гавриловой (Укахви) редакторе газеты "Хыпар"и секретаре правления Чувашского национального общества и Т. H. Hиколаеве (Тимофее Хури), журналисте, известном революционере] / Римма Прокопьева // Хыпар на русском- Дайджест. - 2003. - 22 февр. (№ 2). - С. 7.
- Станьял В.П. «Закатилось золотое солнце...» — "Республика" хаçатăн сайчĕ. Статьян 16.03.2016 хыççăнхи редакцийĕ.
- Элли Илле. Агафья Гавриловӑна асӑнса : ["Хыпар" хаҫат редакторӗ пулнӑ А. Гавриловӑна халалланӑ сӑвӑ] / Элли Илле // Хыпар. - 2006. - 10 пуш. - С. 12
- Элли Илле. Хĕрарăм тата эшафот. // Хыпар (хаçат), 164-65 №№, 2007, çурла, 25.
- Изоркин А.В. Пули революции безжалостны… // Их имена останутся в истории. Вып. 2. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1994. С. 90–96.
- Изоркин А.В. Революцин вĕри тăхланĕ // Хыпар. 1993. №173. 23 авг. С. 2.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Максимов-Кошкинский И.С. Манăн ачалăх кунĕсем. — Ялав, 1973, 9№. — С.16.
- ^ 1, 2 тата 3 Вĕрентевçĕ.
- ^ ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ
- ^ "Поволжье сто лет назад": Лечебное дело в новой Казани.
- ^ Леонтьев А.П. ПРОВОЗВЕСТНИК ЧУВАШСКОЙ ПЕЧАТИ К 100-летию первой национальной газеты 2018 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. // Лик, 2005, №3. — С.135.
- ^ Эппин, асăннă çурт çине асăну хăми çапма пулать.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- А.П. ЛЕОНТЬЕВ. О ТРАГИЧЕСКОЙ СУДЬБЕ ГАЗЕТЫ «ХЫПАР»-3 И ЕЕ РЕДАКТОРА АГАФЬИ ГАВРИЛОВНЫ ГАВРИЛОВОЙ 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
«Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕсем |
|
---|---|
«Хыпар» (1906—1907) | |
«Хыпар» (1917—1918) | |
«Канаш» (1918—1937) |
Ефимов Д. Е. (1918) • Элмен Д. С. • Лбов А. П. • Фадеев Е. М. (1920—1921) • А. Л. Лукин • Лукин Л. М. • Ют Н. Я. • Львов П. З. • Алендеев Г. Т. • Арис А. И. • Дмитриев В. Д. • Казаков Г. Н. • Ложников Ф. Т. • Титов Г. М. • Васильев А. В. • Павлов Н. П. • Иванов П. И. |
«Чӑваш коммуни» (1937—1952) | |
«Коммунизм ялавӗ» (1952—1991) |
Якимов М. Н. (1954—1974) • Семёнов Д. Ф. • Павлов Н. П. • Иванов П. И. • Семёнов Н. М. • Казанов А. П. |
«Хыпар» (1991-па) |