Геральдика

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Геральдика — (лат. heraldus — глашатай), гербсене тĕпчекен, историн пулăшлă уйрăмĕ.

Геральдика патшалăх гербĕ, ăру гербĕ тата урăх гербсем çине мĕнле паллăсене ӳкермеллине тĕплĕн палăртать, тĕрлĕтĕслĕ символсем мĕне пĕлтернине ăнлантарса парать. Геральдика ĕçĕсем вăтам ĕмĕрсенче, ун чухне çын пирки пĕлмелли техника меслечĕсем çуккипе пуçланса кайнă. Çапла ĕнтĕ геральдика символĕсем ансат вулавлă, ансат ӳкерчĕксемлĕ, пысăк та тĕрлĕтĕслĕ сăрлă пулнă. Çак гербсене анлăн блазон тенĕ (фр. блазон - щит).

Истори[тӳрлет]

Раççее геральдика Анăçран XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче çитнĕ. Пĕрремĕш ун çинчен çырни гербсен пуххи («Титулярник», 1672). Император Петр I хушнипе 1722 çулта Герольди туса хунă, 1726 çулта Петербург Тĕпчевсен Академинче геральдика кафедрине уçнă. 1797 çулта 20 томлă «Общий гербовник дворянских родов Всероссийской империи» пухса пичетленĕ. Пĕтĕмпе унта 5 пине яхăн герб. Геральдика йăлисене, паллисене XIX ĕмĕрĕн варриинчен пуçласа йĕркелесе пынă.

Вуламалли[тӳрлет]