Иванова Лидия Михайловна
Лидия Сарине | |
Çуралнă чухнехи ят: | Иванова Лидия Михайловна |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1950, чӳк, 14 |
Çуралнă вырăн: | Аслăял ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР |
Гражданлăх: | ССРП РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | проза |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Лидия Сарине (Иванова Лидия Михайловна, (Аслăял ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР, 1950, чӳк, 14 çур.) — чăваш çыравçи[1].
Раççей ÇП пайташĕ (1994).
Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Иванова Лидия Канаш районне кĕрекен Аслăял ятлă ялта 1950 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă.
Çĕрпӳри культура училищинчен вĕренсе тухнă. 1990 çулта унăн "Кукамайăн сар чăххи" ятлă пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухнă.
Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Кĕнекесем: "Таврăн, савниçĕм" (1992), "Шурă пăрахут" (1994), "Чĕрĕп инке" (2002); калавĕсем: "Тарăн çырмари тайлăк пӳрт", "Кăмакари кăвар","Çĕнĕ анне", "Тавах сана, Оля", "Турă парни", "Ача çуралсан", "Пробиркăри ача".
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Сарине Лидия Михайловна(ĕçлемен каçă)