Контент патне куҫ

Игнатьев Михаил Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Игнатьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Игнатьев Михаил Васильевич
выр. Михаил Васильевич Игнатьев
Чӑн ят Михал Ваçлин ывăл Йăкăнатьев
выр. Михаил Васильевич Игнатьев
Çуралнă вăхăт 1962 çулхи кăрлач, 8-мĕшĕ(1962-01-08)[1]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2020 çулхи çĕртме, 18-мĕшĕ(2020-06-18)[1] (58 çул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Альма-матер
Чыславсемпе парнесем
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Игнатьев Михаил Васильевич Чăваш Енĕн иккĕмĕш президенчĕ. Чăн та, каярахпа «Чăваш республикин Президенчĕ» текен титула пăрахăçланă. Унăн вырăнне «Чăваш республикин Пуçлăхĕ» теме пуçланă. Анчах та Михаил Васильевич «Президент» ята йăтса çÿресе курнă çын.

М. В. Игнатьев 2020-мĕш çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕччен Чăваш республикин Пуçлăхĕ пулнă.

1961 çулхи кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче çуралнă. Шупашкарти энергетика техникумĕнче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче, Мускаври потребитель кооперацийĕн институчĕн Шупашкарти уйрăмĕнче, Атăлпа Вĕтке патшалăх хĕсмечĕн академинче ăс пухнă.

1999 çулхи утă уйăхĕнче Шупашкар районĕн пуçлăхне суйланнă. 2002 çултанпа Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ.

2010 çулхи çурлан 29-мĕшĕнче Чăваш Ен президенчĕ вырăнне йышăннă.

2020 çулхи çĕртме, 18 COVID-19 коронавирусла инфекцирен вилнĕ.

  • ЧАССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеплĕ грамоти (1992);
  • «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерес ĕçре палăрнишĕн» медаль (2002);
  • РФ ял хуçалăх Министерствин Хисеплĕ грамоти (2003);
  • РФ гражданла хӳтĕлев, инкеклĕ лару-тăру ĕçĕсен тата çутçанталăк инкекне сирессин Министерствин Хисеплĕ грамоти (2003);
  • РФ ИСӖМĕн «Тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» кăкăр çинчи паллă (2004);
  • РФ Ял хуçалăх Министерствин Хисеплĕ грамоти (2005);
  • «РФ агропромăçлăх комплексĕн аталану ĕçĕсемшĕн» ылтăн медаль (2005);
  • «Физкультурăпа спорт аталанăвĕнче палăрнишĕн» Хисеп палли (2006);
  • «2006 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерес ĕçре палăрнишĕн» медаль (2007);
  • «Ял хуçалăхри ĕçсемшĕн» медаль (2007).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]