Ирĕк кăмăл çарĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ӳкерчĕк:Pic11.jpg
1919 çулта тамăрсем Ирĕк кăмăл çарне панă танкпа Мk.А.

Ирĕк кăмăл çарĕРаççей кăнтăрĕнчи 1917—1920 çулсенчи граждан вăрçи тапхăрĕнчи шурă гвардисен çар оперативлă-стратегиллĕ пĕрлешĕвĕ.

Ирĕк кăмăл çарĕн çарпуçĕсем[тӳрлет]

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Юнташĕсем аса илнипе çапăçу ĕçĕсем çапла пулса иртнĕ:

Ирхи 4 сехет тĕлне Марков чаçĕсем чукун çулĕ урла каçма тытăнаççĕ. Марков, каçă патĕнчи чукун çул хурал пӳртне ярса илет, пехота пайĕсене вырнаçтарать, тăшмана тапăнас тĕллевпе станицăна шыравçăсене ярать, васкасах аманнисене, обоза тата артиллерие куçарма тытăнать. Сасартăк станцирен хĕрлисен броньăпуйăсĕ тапранать те каçă çинелле куçать. Кунтах Алексеевпа Деникин генералсемпе пĕрле штаб тăнă. Пуйăс каçă патне çитесси темиçе метр юлать — Марков вара, броньăпуйăс çинелле харсăррăн: „Чарăн! Анкă-минкĕ! Йĕксĕк! Хамăррăннисене таптан!“ сăмахсем кăшкарса, хирĕç çул çине сĕкĕнчĕ. Лешĕ чарăнсан, Марков аяккалла сиксе юлчĕ (тепĕр хыпарсемпе, тӳрех гранатăна ывăтрĕ), хыççăнах икĕ виçĕ дюйм туппи гранатăсемпе пăравусăн цилиндрĕсене, кустăрмисене переççĕ. Броньăпуйăс командипе хаяр çапăçу пуçланать, ăна пĕтĕмпех пĕтереççĕ, броньăпуйăсне — çунтарса яараççĕ.

1918 ç. çĕртме уйăхĕнче Ирĕк кăмăл çарĕ çумне Тĕп штаб полковникĕ М. Г. Дроздовскин 3-пинлĕ тĕкĕрчĕ хушăнать. Çĕртмен 23-мĕшĕнче 8—9 пин çынлă çар П. Н. Краснов атаманăн çарĕ пулăшнипе Тан çарĕ Иккĕмĕш Кубань харçине тухать. Ирĕк кăмăл çарĕнче «тĕрлĕ тĕслĕ» пайсем — Корниловский Марковский Дроздовский тата Алексеевскийĕн полкĕсем кĕнĕ, вĕсене каярах 1919 çулхи çуллахи-кĕрхи Мускав харçи тапхăрĕнче дивизие пĕрлештереççĕ.

1918 çулхи çурлан 15 (2)-мĕшĕнче Ирĕк кăмăл çарĕн пайĕсене пĕрремĕш мобилизаци тапратнă, çакăнтан пуçласа вăл йĕркеллĕ çара куçать. Корнилов офицерĕ Александр Трушнович хыпарланипе пĕрремĕш çара илнисене — ставрополь çĕр ĕçченĕсене 1918 çулхи çĕртме уйăхĕнчи Медвежий яле патĕнчи çапăçура [Корнилов тапăну полкĕ]] шутне кĕртнĕ.

1918 ç. авăнĕ тĕлне Ирĕк кăмăл çарĕн йышĕ Кубань касакĕсемпе Çурçĕр Кавказа большевизмран тарса пынă çынсене йышăнса 30—35 пине çити ӳсет.

Солдаты Дроздовского полка и сёстры милосердия в харьковском госпитале. 1919 год

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçивĕçленсен 1918 ç. чӳк уйăхĕнче Аслă Британипе Франци правительствисем Ирĕк кăмăл çарне материал-техника нумайрах пулăшма тытăнаççĕ. Çак улшăну Раççей интересĕ енлĕ тесе шутласа, 1919 çулхи çу, 30 Раççей Кăнтăр хĕçпăшаллă вăйĕсен тĕп çарпуçĕ А. И. Деникин генерал «Вырăс Патшалăхĕн Аслă тăрăмĕ тата Вырăс çарĕсен Аслă тĕп çарпуçи» А. В. Колчак адмиралăн пăханăвне кĕнине пĕлтерет [1].

1919 ç. кăрлач, 8 Ирĕк кăмăл çарĕ Раççейĕн Кăнтăр хĕçпăшаллă вăйĕсем (РКХВ) шутне кĕрсе, унăн тĕп тапăну вăйĕ, унăн çарпуçĕ Деникин генерал РКХВ ертӳçи пулса тăрать.

1918 ç. вĕçĕнче — 1919 ç. пуçламăшĕнче Деникинăн чаçĕсем 11-мĕш совет çарне çĕнтерсе Çурçĕр Кавказа ярса илеççĕ. 1919 кăрлачăн 23-мĕшĕнче çара Кавказ Ирĕк кăмăл çарĕ ята куçараççĕ. 1919 ç сăвăн 22-меïенче Кавказ Ирĕк кăмăл çарне 2 çара пайланă: Царицын-Сарăту çине тапăнса пыракан Кавказ çарĕ тата Курск-Орёл çине каякан Ирĕк кăмăл çарĕ.

1919 ç. çу-кĕр вăхăтĕнче В. З. Май-Маевский генерал ертсе пынă Ирĕк кăмăл çарĕ (40 пин çын) Деникинăн Мускав харçинчи тĕп вăйĕ пулса тăрать (тĕплĕнрех Раççейри граждан вăрçи статьяра вулăр).

Çапăçас енĕпе Ирĕк кăмăл çарĕн чаçĕсемпе пĕрлешĕвĕсем питĕ хастар шутланнă, мĕншĕн тесен çар йышĕнче вăрçă опычĕллĕ тата Шурă юхăм ĕмĕтне чунтан парăннă чылай офицер пулнă, анчах та 1919 ç. çулларан пуçласа çапăçу хастарлăхĕ нумай çухату тӳснине, çĕр ĕçченĕсемпе тыткăна лекнĕ хĕрлĕ çар çыннисене хăйсен ĕретне илнине пула самаях ӳкет.

1919 çулхи çу-кĕр Мускав харçи пăчлансан Ирĕк кăмăл çарĕ Хĕрлĕ Çаа хирĕç тăраймасăр Кубане чакать, унта ăна 1920 çулăн пуçламăшĕнче А. П. Кутеповăн Уйрăм Ирĕк кăмăл корпус не туса хураççĕ.

1920 çулхи пушăн 26—27-мĕшĕнче Ирĕк кăмăл çарĕн юлашки пайĕсене Новороссийскран Крым эвакуациленĕ, унта вĕсем барон П. Н. Врангель баронăн Вырăс Çарне кĕреççĕ.

Вуламалли[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Граждан вăрçинчи шурă çарсем