Калмăксем
| Калмăксем Хальмгуд |
|
|---|---|
|
Калмăк пуçĕ. Сăрăç: И. Репин (1871)
|
|
| Пур йышĕ: | 180 000 |
| Вырнаçăнни: | 173 996 (Пĕтĕм Раçсейри 2002 çулхи халăх çыравĕ)[1]
Шаблон:Киргизи ялавĕКиргизи: |
| Чĕлхе: | калмăк, вырăс |
| Тĕн: | будда тĕнĕ, православи |
| Раса тĕсĕ: | монгол евĕрлисем |
| Тăван халăхсем: | Алтай çемьи Монгол ушкăнĕ |
Калмăксем (калм. хальмгуд) — Анат Атăлçипе (Калмыки) Çурçĕр Кавказа XVII ĕмĕрте куçса килнĕ ойратсен несĕл халăх. Алтай чĕлхе çемьин монгол турачĕ йышĕнчи калмăк чĕлхипе (Хальмг келн; урăхла — ойрат-калмăк чĕлхи), çаплах вырăс чĕлхипе те пуплеççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Ячĕ
Калмăк тĕрĕк чĕлхисенче «юлнă» пĕлтерĕшлĕ сăмах. Çапла анăç тĕрĕксем Иртышран тухăçалла, Алтайра тата унăн таврашĕнче пурăнакан кӳршĕ йăхсене палăртнă. Вырăс çыру çăлкуçĕсенче калмăк этноним XVI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче тĕл пулать, XVIII ĕмĕрĕн вĕçенчен пуçласа унпа калмăксем хăйсем те усă курма тытăнаççĕ.
Калмăксене вырăсла ойратсем (вырăсла пăснă калмăксен тăван ячĕ - "Өөрд"; этноним ойратсем, унпа 1948 çулчен алтайсене палăртнă, вырăссем вĕсене шурă калмăксем тенĕ), джунгарсем тенĕ, анăç монголсем — калмăксем тесе чĕннĕ, урăх чĕлхесенче вĕсен Kalmouks, Calmoucs, Calmucks, Kalmyks ятсем пулнă.
[тӳрлет] Этногенез тата этнос кун-çулĕ
[тӳрлет] Çырулăх
Ойрат-калмăк алфавитне тодо-бичиг («тăрă çыру») 1648 çулта кивĕ монгол çырăвĕнчен илсе хатĕрленĕ. 1925 ç. вырăс графикин никĕсĕпе çĕнĕ алфавит тунă, 1930 ç. ăна латинланă, 1938 çултанпа халиччен каллех вырăс графин никĕсне куçнă. Китай калмăкĕсем кивĕ калмăк çырулăхĕпе пурăнаççĕ.
[тӳрлет] Калмăк фольклорĕ
Калмăксен чун-чĕм этеплĕхĕнче халăх пултарулăхĕ, уйрăмах джангарчи-юмахçăсем каласа кăтартакан темиçе вун пин сăвăллă «Джангар» кăссайĕ, пысăк вырăн йышăнать.
Халăх çаплах виçĕ йĕркерен тăракан гурвн кăмăллать.
Йорял — калмăк халăхĕн пултарулăхĕн тĕсĕ. Унпа ача çуралсан, парне панă чухне усă кураççĕ.
[тӳрлет] Вăрçă ĕç-хĕлĕ
Калмăк юланучĕсем нумай вăрçăсенче раççей çарĕ енче хутшăннă (Полтава çапăçăвĕ, Тăван Çĕршывăн 1812 çулхи вăрçă пăхăр).
[тӳрлет] Асăрхавсем
- ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Пĕтĕм Раçсейри 2002 çулхи халăх çыравĕ. Тĕрĕсленĕ 24 раштав уйăхĕн 2009.
- ^ http://www.demoscope.ru/weekly/2005/0197/analit04.php
- ^ 1989 ç. халăх çыравĕпе Казахстанра 1 127 калмăк ([1])
- ^ http://www.ethnologue.com/show_language.asp?code=xal