Кельвин
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кельвин ( K тесе паллă тăваççĕ) — 1848-мĕш çулта сĕннĕ СИ системăри темпертура виçи. Пĕр Кельвин шывăн виççĕллĕ пăнчи термодинамика температурин 1/273,16 пайĕ. Кельвин шкалин пуçламăшĕ температурăн абсолютлă нулĕпе пĕр тан. Цельси градусĕне çапла шутлаççĕ:
°С = K - 273,15 (шывăн виççĕллĕ пăнчи температури — 0,01 °C).
2005-мĕш çулта Кельвин палăртăвне тĕрĕслетнĕ. Шыври изотопсен хутăшне шута илмеллине хушнă.
0,00015576 моль 2Н пĕр моль 1Нçине
0,0003799 моль 17О пĕр моль 16О çине
0,0020052 моль 18О моль 16О çине[1].
Виçене англи физикĕ Томсон Уильям (лорд Кельвин) ячĕпе панă.
1968-мĕш çулччен Кельвина официаллă Кельвин градусĕ тенĕ.
Хутлă тата пай виçисем [тӳрлет]
10-ллă хутлă тата пайлă виçесене СИ системăри стандартлă приставкăсем хушса тăваççĕ.
Асăрхавсем [тӳрлет]
- ^ Уточнение определения кельвина — [Temperatures.ru]
Каçăсем [тӳрлет]
- Определение Кельвина в BIPM (акăлч.)
- Кельвина он-лайн ытти виçесене куçарасси (выр.)
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |
|
||||||||||