Крит

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Крит (грек. Κρήτη) — грексен чи пысăк утравĕ.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăтаçĕр тинĕсĕнче 5-мĕш вырăнта, Европăран 110 çухрăмра, Азирен 175 çухрăмра, Африкăран 300 çухрăмра вырнаçнă. Крит утравне виçĕ тинĕс хумĕсем — Ионик, Ливи тата Эгей — çапăнаççĕ. Крит — Грецин 13 çĕрĕсенчен пĕри. Патшалăхăн чи пысăк, Тухăç Вăтаçĕртинĕсĕнче иккĕмĕш (Кипр утравĕ хыççăн) утравĕ. Эгей тинĕсĕн кăнтăр енче пулать. Тĕп хули — Ираклион. Çĕр лаптăкĕ — 8336 çм². Çыранĕсен вăрăммăшĕ — 1046 çухрăм. Крит çĕрĕсем туллă-сăртлă. Ту тăрăхĕсем утрава анăçран тухăçалла тухаççĕ, вĕсем виçĕ пайран тăраççĕ:

  • Шурă Тусем е Лефка Ори, анăç енче (çӳллĕшĕ 2452 м. çитет)
  • Ида е Псилорит, утрав варинче (çӳллĕшĕ 2456 м. таран)
  • Диктей е Ласифи тăвĕсем (2148 м. çӳллĕш).

Крит утравĕн тăвĕсем çинче çĕр ĕçĕсене тытмалли нумай тухăçлă çĕрлĕ тата çителĕклĕ нӳрĕклĕ платтăсем пур. Пысăкраххисем: Ласифи якатăвĕ, Омалос якатăвĕ тата Ниды якатăвĕ. Çапла та тусенче чылай чул хăвăлĕсем, нумайăшне авал чӳк вырăнĕ туса усă курнă, çакăн пирки чылай археологи тупăнăвĕсем пĕлтереççĕ. Вĕсенчен паллăраххисем: Диктей, Идей, Мелидон (Апокорон çĕрĕнче), Омалоса чул хăвăлĕ (Ханьи çĕрĕнче) тата Сентони чул хăвăлĕ (Рефимно çĕрĕнче). Крит çинче шывсем-кӳлĕсем сахал, вĕсем пĕчĕк çеç, пĕр кӳлĕ çеç — Курна, вăл Апокорон çĕрĕнче.

Климачĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Крит иккĕ климат тăрăхĕнче — Вăтаçĕр тинĕс тата Çурçĕр-Африка. Климачĕ вăтам шутланать. Тинĕс çывăххине пула чылай нӳрĕк ӳкет. Хĕлле çемçе, анчах та çиллĕ çанталăк. Айлăмсенче юр пачах çумасть, çапах та туллă çĕртре тăтăшах ӳкет. Çу тăршшипех вăтам температура утрав çинче +20 — +30 °C. Критăн кăнтăр çыранĕнче урăхларах, вăл вара Çурçĕр-Африка климачĕн тăрăхĕнче шутланать, çавăнпа кунта шарăх çу кунĕсем, хĕлле ăшă.

Утрав çĕрĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Крит утравĕ — Грецин аяк çĕрĕ шутланать. Вăл тăватă çĕрснчен (облаçсенчен, провицисенчен, номсенчен (греч. νομοί)тăрать:

Хулисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пысăкраххисем çаксем пулаççĕ:

Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Критра 2005 çулта халăх йышĕ 650000 çын пулнă.

Паллă вырăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Крит утравĕ çинче археологсем чакаласа тупнă авалхи вырăнĕсем: Кноссе, Малье, Фесте, Гортине тата ыттисем те; Ретимно хулинчи Фортецца ятлă Венеци карманĕ, Самари ту хушăкĕ. Крит Миной цивилизацин (пирĕн эрăччен 2600 - пирĕн эрăччен 1400) тĕп вырăнĕ пулнă, вăл ĕнтĕ Европăра чи ватти шутĕнче пулать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Costas N. Hadjipateras, Maria S. Fafalios Crete 1941: Eyewitnessed. — Efstathiadis Group. — 328 p.
  • Jonnie Godfrey, Elizabeth Karslake Landscapes of Western Crete. — 4th Revised edition. — Sunflower Books, 2003. — 136 p.
  • Antony Beevor Crete: The Battle and the Resistance. — Westview Press. — 384 p.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Крит темăсенче Шаблон:Атлантика океанĕ Шаблон:Тĕнче океанĕн геостратеги вырăнĕсем