Крепков Пётр Егорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Крепков Пётр Егорович
Çуралнă вăхăт 1892
Çуралнă вырăн Чĕмпĕр кĕперни, Пăва уесĕ, Кивĕ Тăваньял ялĕ
Вилнĕ вăхăт 1918
Вилнĕ вырăн Йăлăм Патăрьел ялĕ
Гражданлăх Раççей империйĕ, Раççей Федерацийĕ

Крепков Пётр Егорович (1892-1918) — çар çынни, граждан вăрçин паттăрĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кивĕ Тăваньял ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1906-мĕш çулта Хурăнвар шкулĕнчен вĕренсе тухсан килĕнче пурăннă, учитель ятне илес тесе экзамена хатĕрленнĕ. 1909 çулхине вунтăххăрти каччă Чĕмпĕр гимназийĕнчен ялти учитель ятне илме экстерн майпа (васкавлă) экзамен тытать. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçланиччен Ишлĕ тата Татмăш шкулĕсенче вĕрентевçĕ ĕçлет.

1914-17-мĕш çулсенче — Кавказ фронтĕнче. Çавăн пекех вăл Тифлисри прапорщиксен шкулĕнчен вĕренсе тухать. 1918-мĕш çулта Пăва уесĕн çар комиссарĕн çумĕ пулса тăрать тата çар комиссарĕн ĕçĕсене туса пырать[1]. Хальхи Патăрьел районĕчи Йăлăм Патăрьел çывăхĕнче шурă çарçăсемпе пулса иртнĕ çапăçура пуçне хунă.

Кăсăклă фактсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Йăлăм Патăрьелĕнчи палăк тата асăну комплексĕ.
  • Йăлăм Патăрьел çывăхĕнче вилнĕ хĕрлĕ çарçăсене пытарнă вырăн — Ыхраçырми текен шывăн сылтăм çыранĕ (Патăрьел районĕн территорийĕ).
  • Крепков ячĕллĕ агройĕркелĕм-кооператив[2].

Ун ячĕпе хисепленкен урамсем:

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Евдокимов, Николай Евдокимович (1893-1964). Крепков : повеҫ : [Петр Егорович Крепков граждан вӑрҫи паттӑрӗ ҫинчен] / Н. Е. Евдокимов ; [ Ю. П. Петров ред. ; А. Т. Скворцов ӳнерҫи]. - Шупашкар : Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. - 106, [2] с. : ил. - Б. ц.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]