Лена юписем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
«Лена юписем» çутçанталăк паркĕ*
Lena Pillars Nature Park**
Мĕнпур тĕнчери ЮНЕСКО кăнарлăхĕ

Lenapillarsriverview.JPG
Лена юписем, юханшыв енчен
Патшалăх Раççей
Тĕс Çутçанталăк
Критерисем viii
Каçă 1299
Регион*** Ази тата Океани
Кĕртни 2012  (36 сесси)

Координатсем: 61°12′55″ с. ш. 128°15′23″ в. д. / 61.215278° с. ш. 128.256389° в. д. (G)

* Официаллă вырăс ят-йышĕнчи ячĕ
** Официаллă акăлч. ят-йышĕнчи ячĕ
*** Регион ЮНЕСКО классификаципе

Ле́на юписемРаççейри Лена çинчи геологи вырăнĕ тата пĕр ятлă çутçанталăк паркĕ.

Якутири Хангалас улусĕнче Покровск хулинчен 104 çм вырнаçнă. Лена юписем — Ленаçум платтине тарăн айлăма касса юхакан Лена çыранĕсемпе чылай çухрăма çити тĕлĕнтермĕшле тăсăлнă чул шĕвĕр чул сăрчĕсен комплексĕ. Юпасем питĕ тачă ларнă вырăнĕ — Петровское тата Тит-Ары ялсем хушшинче.

100 метăра çити çӳллĕш чул сăрчĕсем кембрий акшарĕнчен тытăнса тăраççĕ.[1] Тектоника енчен Лена юписем Çĕпĕр платформин лаптăкĕнче вырнаçнă.

А. А. Бестужев-Марлинский декабрист Юпасем пирки питĕ хавхаланса асилнĕ:

«Темĕнле ырă шăплăх витет çак çутçанталăк тунă çĕрте, тискер те мăнаçлă çутçанталăкпа чун та пĕр пулать»[2].

Çутçанталăк паркĕ[тӳрлет]

«Лена юписем» çутçанталăк паркне Саха (Якути) Республикин президенчĕн 1994 çулхи çурлан 16-мĕшĕнчи № 837 хутайĕпе тата правительствăн 1995 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе йĕркеленĕ, вăл регионăн çутçанталăка сыхлас министерствăна пăхăнса тăрать. Парк лаптăкĕ — 485 пин га, иккĕ филиал — «Юпасем» тата «Синский». Паркăн тĕп ĕçĕ — экологи çулçӳревне аталантарасси.[3]

Лена çутçанталăк паркĕ районĕнче

Çутçанталăк критерисемпе Лена юписене Севильери Мĕнпур тĕнчери ЮНЕСКО кăнарлăхĕн 2012 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче — утăн 6-мĕшĕнче Санкт-Петербургра иртнĕ Мĕнпур тĕнчери ЮНЕСКО кăнарлăх комитечĕн 36-мĕш сессинче кĕртнĕ (унчен, 2009 çулта, çакăн пек хăтлану ăнăçу кӳмен)[4][5][6]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ А. Колесов. Ленские столбы // «Наука и жизнь», № 7, 2002 г. (2009 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  2. ^ ЛЕНСКИЕ СТОЛБЫ — ПРИРОДНЫЙ ПАМЯТНИК МИРОВОГО ЗНАЧЕНИЯ (по материалам доклада Н. Г. Соломонова) // Сайт Якутского государственного университета им. М. К. Аммосова (2009 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  3. ^ Национальный природный парк «Ленские столбы» // lenskiestolby.ru (2009 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  4. ^ 26 новых объектов включены в Список Всемирного наследия ЮНЕСКО в этом году. // unesco.org. çăлкуçран архивланă 7 çурла уйăхĕн 2012. Тĕрĕсленĕ 3 утă уйăхĕн 2012.
  5. ^ Номинация объекта Всемирного наследия ЮНЕСКО «Природный парк „Ленские столбы“» // nhpfund.ru (выр.) (2009 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  6. ^ UNESCO World Heritage Centre — World Heritage Committee to meet in Seville to review state of conservation of 178 sites and add new sites on List // whc.unesco.org (2009 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)

Каçăсем[тӳрлет]