Байкал

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Байкал
бур. Байгал далай
53°13′00″ с. ш. 107°45′00″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Ольхон утравĕнчи Шаман хысакĕ
Ольхон утравĕнчи Шаман хысакĕ
ПатшалăхРаççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
РегионсемБуряти, Иркутск облаçĕ
РПШРОшибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found.
Тинĕс шайĕнчи çӳллĕшĕ457 м
Калăпăш23 615,39 км
Калăпăш23 615,39 км³
Çыран хĕрри тăршшĕ2000 км
Чи пысăк тарăнăш1642 м
Вăтам тарăнăш744,4 м
Тăварлăх0,120 [1]
Тăрăлăх40 м
Шыв пухăмĕн лаптăкĕ570 000 км²
Тухакан юханшывАнгара
Байкал (Раççей)
Точка
Байкал
Раççей Буряти/Иркутск облаçĕ позици картти халлĕхе çук.
Байкал космосран.

Байка́лТухăç Çĕпĕрĕн кăнтăр çĕрĕнчи кӳлĕ, Çĕр чăмăрĕнчи чи тарăнни, çутçанталăкăн чи пысăк тăварсăр шывăн янтă пур управĕ (резервуарĕ). Кӳлĕпе юнашар çĕрсем хăй евĕр пĕртен-пĕр флорăпа фаунăллă, вĕсен чылай тĕсĕ эндемиклă. Вырăнти халăх тата Раççейре те нумай çын Байкала тинĕс теççĕ.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Байкал Азин варринче, Раççейре, Иркут облаçĕпе Буряти чиккинче вырнаçнă. Кӳлĕ çурçĕртен кăнтăр-анăçалла 636 çухрăма мăн çур уйăх евĕр тăсăлса выртать. Байкалăн анлăшĕ 25-рен 80 çм çити пулать.

Шыв çийĕн лаптăкĕ 31,5 пин çм², вăл Бельги, Нидерланд е Дани территории калăпăшлĕ. Шыв тĕкĕрĕн лаптăкĕпе Байкал тĕнчери чи пысăк кӳлĕсем хушшинче 6-мĕш вырăна йышăнать.

Çыран хĕрри йĕрĕн тăсăлăвĕ — 2 100 çм.

Кӳлĕн вăтам тарăнăшĕ пысăках мар — 730 метр. Вăл нумай тарăн кӳлĕн чи тарăнăшĕнчен те чылайрах. Çакă ĕнтĕ, пĕтĕмĕшлĕ каласан, Байкалăн çав тери нумай янтă шыв пурлăхне — 23 пин çм³ (тĕнчери тăварсăр шыв янтă пуррин 22 % — çутçанталăкри пур кӳлĕсенче 123 пин çм³ шыв). Янтă шыв пурлăхĕн калăпĕшпе Байкал тĕнчери кӳлĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăнта, умĕнче Каспи тинĕсĕ çех, анчах та Каçпире шыв тăварлă. Байкалра шыв Мăн кӳлĕсен калăпăшĕнчен нумайрах, Ладога кӳллинчен, сăмахран, 23 хут нумайрах.

Байкала 336 юханшывпа пĕчĕк юханшыв шывне турттарать. Чи пысăккисем — Селенга, Тури Ангара, Баргузин, Турка, Снежная, Сарма. Кӳлĕрен пĕр шыв çеç — Ангара — юхса тухать.

Байкал çинче 27 утрав, чи калăпли — Ольхон (730 çм²); пысăк çурутравĕ — Таса Сăмсах.

Кӳлĕ йĕри-тавра ту хырçисемпе, сопкăсемпе хупăрланнă котловинăра вырнаçнă. Анăç çыран хĕрри — чăнкă чул сăртлă, тухăçĕнчин рельефĕ вăшмакрах (вырăн-вырăнĕпе ту-сăрт темиçе вун çурăма та çитет).

Сейсмохастарлăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Байкал районĕ (Байкал рифчĕн ярăмĕ) çӳллĕ хастар сейсмăлăхлă территори шутланать, кунта кулленех çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртет, чылайăшĕ сисĕнмелле мар — Рихтер шкалипе икĕ балла çитиччен. Çапах та хăват кисренӳ те пулкалать, 1862 çултахи вунă баллă çĕр силеннĕ чух Селенга кӳлле юхса кĕнĕ тĕлĕнче çурçĕр пайĕнчи 200 км² 1 300 çын пурăннă 6 улус çĕрĕ шыв айне кайнă, халĕ унăн вырăнĕнче кӳлмек шывĕ.

Çанталăкĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Байкалăн шыв янтăхĕ çыран хĕрри климатне питĕ хытă улăштарать. Хĕл кунта çемçерех, çу — уçăрах. Çуркунне Байкал çине, юнашар çерсемпе танлаштарсан, 10−15 кун кая юлса ĕлкĕрет, кĕркунне пĕрмаях тăсăмлă килет.

Байкал районĕ хĕвел шевли çуттипе пуян. Тĕслĕхрен, Большое Голоустное посёлокĕнче çак кăтарту 2 524 сехете çитет — Раççейре чи нумаййи. Хĕвелсĕр кун çак пурăну вырăнĕнче — 37, Ольхон утравĕнче — 48.

Климата байкал çилĕсем хайлаççĕ, вĕсен кашнин харпăр ячĕ — баргузин, сарма, верховик, култук.

Кӳлĕ пулса тăни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кӳлĕн çул ӳсĕмне ăслăхçăсем 25−30 млн çул теççĕ. Çак факт çапла ĕнтĕ Байкала хăйне вĕр пĕртен-пĕр çутçанталăк объекчĕ туса палăртать, мĕншĕн тесен чылай кӳлĕ, уйрăмах пăрлăхран пулса тăнисем, вăтамран 10—15 пин çул çеç пурăнаççĕ, кайран туйăн (юшкăн) тулнипе шурлăхланаççĕ.

Байкала тĕпчени историйĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иркутскпа таврашĕн схеми, 1699−1701 çç. С. У. Ремизов хатĕрленĕ. Тӳрĕ масштабсăр: Байкала пĕчĕклетнĕ. Çурçĕрĕ — карттăн аял енче.

Ӳсентăран-чĕрчун тĕнчи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Этимологи»[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Байкал. Мăн кушаксем посёлокĕ патĕнче.

Кӳлĕ ячĕ мĕнле пулса кайнине тĕплĕн тĕпчесе çирĕплетмен. «Байкал» топонимăн анлă саралнă версисем:

  • Бай-Куль (тюрк.) — пуян кӳлĕ;
  • Байгаал-Далай (монг.) — пуян çулăм;
  • Бэй-Хай (кит.) — çурçĕр тинĕсĕ.

Пĕрремĕш вырăссен çĕпĕр çулçӳревçĕсем эвенксен «Ламу» (тинĕс) палăртăвĕпе усă курнă. XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен пуçласа вырăс чĕлхине бурятсен «Байгаал» («Бэйгхэл» илтĕнет)сăмахĕ куçнă. Лингвистика енĕпе чĕлхен çыхăнуллă йĕррине пăхăнса, бурят чĕлхинчи «г» сас паллине вырăсла «к» çине куçараççĕ.

Çулçӳревлĕхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çулçӳревçĕсем Байкал çинче.

Чаплă куравлăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Байкал тавра чукун çулĕн пĕр туннелĕ.

Байкал çинче те, таврашĕнче те çутçанталăк, этеплĕх палăкĕ чылай, çаплах историпе археологи чаплă куравлăхĕсем те пур. Хăшĕсене анатарах кăтартнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Галазий Г. И. Байкал. — Иркутск: Восточно-Сибирское книжное издательство, 1979.
  • Галазий Г. И. Байкал. Web версия: http://www.icc.ru/gal/index.html 2006 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
  • Атлас «Байкал»
  • Гусев О. К. Вокруг Байкала. Фотоальбом. — М.: Советская Россия, 1979 г. — 240 с.
  • Гусев О. К. Священный Байкал. Заповедные земли Байкала. — М.: Агропромиздат, 1986. — 184 с.
  • Тиваненко А. В. Вокруг Байкала. — Улан-Удэ: Бурятское книжное издательство. — 1979.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Галазий Г. И. Байкал в вопросах и ответах.


Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Раççейри Тĕнче еткерĕ
align="center" style="font-size: 90%" Европа пайĕ:  • Виçпĕрлев Сергий лаври  • Коломенскири Вознесени чиркĕвĕ  • Дербентăн авалхи çурт-йĕрĕ  • Соловец мăнастăрĕ  • Курша çивĕчĕ  • Ферапонт мăнастăрĕ  • Новодевичье мăнастăрĕ  • Хусан кремлĕ  • Санкт-Петербургăн историллĕ варри  • Ярославлĕн историллĕ варри  • Аслă Новгородăн историллĕ палăкĕсем  • Кижи  • Мускав Кремлĕ тата Хĕрлĕ лапам  • Струве пĕкĕвĕ  • Коми тĕкĕнмен вăрманĕсем  • Анăç Кавказ  • Владимирпа Суздалĕн шурă палăкĕсем

Ази пайĕ: Сихотэ-Алинь  • Алтай тăвĕсем  • Байкал  • Врангель утравĕ  • Убсу-Нур шыв-çĕрĕ  • Камчатка вулканĕсем