Контент патне куҫ

Мао Цзэдун

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Мао Цзедун ҫинчен куҫарнӑ)
Ячĕсем
Ячĕ Иккĕмĕш ячĕ
Йăлаллă 毛澤東 潤芝
Ансат. 毛泽东 润芝
Пиньин Máo Zédōng Rùnzhī
Уэйд-Джайлс Mao Tse-tung Jun-chih
Палл. Мао Цзедун Жуньджи
Мао Цзедун

Мао Цзедун (раштав, 26 1893авăн, 9 1976) — XX ĕмĕрти Китайăн патшалăх тата политика ĕçченĕ, китай коммунисăмĕн тĕп теоретикĕ.

Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çамрăклах Китай коммунисчĕсен партине (ККП) кĕрсе, Мао Цзедун 1930-мĕш çулсенче Цзянси провинцийĕн комунисчĕсен ертӳçи пулса тăрать. Китай коммунисчĕсен уйрăмлă, çĕр ĕçченĕсемшĕн тĕп вырăнлă идеологи пулмалла тесе ĕмĕтленнĕ. «Китай коммунисчĕсен Мăн харçин» ертӳçĕсенчен пĕри пулнă май Мао ККП çӳлти ертӳлĕхĕнче пысăк ĕç вырăнне йышăнать.

1949 çулта Мао Цзедун Китай Халăх Республик пулса тăни пирки пĕлтерет, хăйĕн ĕмĕрне вĕçличченех патшалăха тытса пырать. 1943 çултанпа çĕре кĕричченех китай компартийĕн ертӳçи, 1954—59 çç. çаплах КХР ертӳçи ĕç вырăнне йышăнса тăрать. Темиçе янравлă кампани йĕркелесе ирттерет, чи калăпли — «Культура революцийĕ» (1966—1976), чылай çĕр пин çыннăн ĕмĕрне кĕскетнĕскер[1].

Мао тăрăмĕнче нумай вăхăт сапаланчăклă пулнă çĕр-шыв пĕрлĕхе пуçтарăнать, Китайăн индустриализаци ӳсĕмĕ хăвăртланать тата халăхăн кулленхи пурнăçĕ ырланать, анчах та тепĕр енчен, политика енчен хĕстерӳллĕ, кăлăхлă кампанисемлĕ пулнă, этеплĕх сĕмĕ ӳкнĕ, Мао сăнĕн этепĕ хăпнă.[2].

Мао Цзедун 1893 çулхи раштав, 26 Хунань провинцин Чанша тĕп хулинчен инçех мар Шаошань ялĕнче çуралнă. Цзедун ашшĕ, Мао Женьшен, пĕчĕк çĕр лаптăкĕ çинче ĕçлесе тупăç тунă, çемйи лайăхах пурăннă. Конфуци сĕмĕнче пурăннă ашшĕпе унăн хирĕçӳсем пулнă, çав хушăрах çамрăк ача çемçе кăмăллă будда тĕнне тытса пыракан Вень Цимей ятлă амăшне ытларах юратнă.

Синьхай революцийĕ вăхăтĕнче 16 çулти çамрăк Чанша хулинче пурăннă. Мао салтаксен пăлхавне, тĕрлĕ ушкăнăн юнлă кĕрешĕвне хăйĕн куçĕпе курать, пĕр самантлăха хăй те провинци кĕпернетĕрĕн çарĕнче пулать. Кун хыççăн Мао вĕренме пикенет. 1917 ç. социаллă тĕллевлĕ пысăк журналсене («Çĕнĕ Яшлăх») статьясем çырать [3]. Тепĕр çулта вăл, хăй чыслакан Ян Чанцзи вĕрентӳçин сĕнĕвĕпе Пекин куçса каять: Ли Даджао ассистенчĕ пулса ĕçлет (Ли Джао каярах [[[Китай коммунисчĕсен партийĕ|Китай коммунисчĕсен партине]] (ККП) никĕслекенĕ).

Политикă ĕç-хĕлне пуçăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пекинран тухса кайса, яш Мао çĕршыв тăрăх çул çӳрет, анăç философĕсемпе революционерĕсен ĕçĕсене тарăннăн тĕпчет, Раççейри лару-тăрупа кăсăланать. 1920 çулхи çулла Наци Пухăвĕн Хунань провинцин делегацийĕ шутĕнче провинцин сутăнчăк тискерлĕ кĕпернетĕрне ĕçрен кăларас тĕллевпе Пекина килет. Тепĕр çултан Мао Цай Хесень юлташĕпе коммунистсен идеологине кĕрешӳ элемĕ вырăнне йышăнать. 1921 утă уйăхĕнче Мао Шанхайри [[[Китай коммунисчĕсен партийĕ|Китай коммунисчĕсен партине]] (ККП) никĕслекен съездăн ĕçне хутшăнать. Тепĕр икĕ уйăхран, Чанша хулине таврăнсан, ККП хунань уйрăмĕн секретарĕ пулса тăрать. Çав чухнех Мао авланать: Ян Чанцзи хĕрне — Ян Кайхуэйе — арăм тăвать. Пилĕк çул хушшинче çемйеревиçĕ ывăл — Аньин, Аньцин тата Аньлун çуралать.

Коминтерн хытарса сĕннипе ККП Гоминьданпа пĕрлĕ ĕçлĕхе кĕрет.

Граждан вăрçи тапхăрĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Цзянси Совет Республики

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Вэнь Цимей (文七妹, 1867—1919), амăшĕ.
  • Мао Женьшен,(毛顺生, 1870—1920) ашшĕ.
  • Мао Цземин (毛泽民, 1895—1943), шăллĕ.
  • Мао Цзетан (毛泽覃, 1905—1935), шăллĕ.
  • Мао Цзехун, йăмăкĕ.

Мао Цзедунăн виçĕ пиччĕшĕпе пĕр йамăкĕ ача чухнех вилнĕ. Мао Цземин тата Цзетан коммунистсем майлă кĕрешсе вилнĕ, Мао Цзехуна Гоминьдановсем вĕлернĕ.

Арăмĕсем

  • Ло Ши, юри арăмĕ 1907 çултанпа, ирĕксĕр авлантарнă, Мао йышăнман.
  • Ян Канхуэй (杨开慧, 1901—1930), 1921 — 1927 çулсенчи арăмĕ.
  • Хэ Цзыджень (贺子珍, 1910—1984), супруга с 1928 — 1939 çулсенчи арăмĕ.
  • Цзян Цин (江青, 1914—1991), 1938 — 1976 çулсенчи арăмĕ.

Ачисем

Ян Кайхуэй-ран

  • Аньин (毛岸英, 1922—1950)
  • Аньцин (毛岸青, 1923 çуралнă)
  • Аньлун (1927—1931)

Хэ Цзычжень-ран

  • Сяо Мао (род.1932, потерян в 1934)
  • Ли Минь (李敏, род. 1936)
  • ывăл (1939—1940)

Цзян Цин арăмĕнчен

  • Ли На (李讷, 1940 çур.)

Çаплах темиçе ача йеркĕнĕсенчен çуралнă.

Политикăллă прозăсăр пуçне, Мао Цзэдунăн литература кăнарĕнче икĕ теçетке сăвă, ытларах Тан ăрăвĕн вăхăтĕнчи китай классики стилĕпе çырнă лирика. Мао сăввисене халĕ те Китайра халăх кăмăлласа вулать. Чи паллисем: Чанша (1925), Мăн харçă (1935), Юр (1936), Ли Шу-и хуравĕ (1957) тата Слива чечек оди (1961).

Граждан вăрçи вăхăтĕнче 1929 и 1935 çулсенче икĕ урăх ачине ют çемйесенче хăварнă. Темиçе хут шырасан та тупайман.

Суйласа илнисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Кулленхи ĕç пирки» (实践论), 1937
  • «Относительно противоречия», 1937
  • «Либералисăма хирĕç», 1937
  • «Тăсăлăвлă вăрçă пирки» (论持久战), 1938
  • «Çĕнĕ демократи пирки» (新民主主义论), 1940
  • «Литературăпа ӳнерлĕх çинчен», 1942
  • «Служить народу», 1944
  • «Парти комитечĕсен ĕçлев меслечĕсем», 1949
  • «О правильном разрешении противоречий внутри народа» (正确处理人民内部矛盾问题), 1957
  • «Революцие тĕллевне çитересси», 1960
  • Мао, Цзе-Дун. Избранные произведения в четырех томах. Издательство иностранной литературы, Москва, 1952.
  • Мао, Цзе-Дун. Восемнадцать стихотворений. Издательство иностранной литературы, Москва, 1957.
  • Мао, Цзе-Дун. Выдержки из произведений. Издательство литературы на иностранных языках, Пекин, 1966.
  • Мао, Цзедун. Сборник высказываний "Мао Цзедун". Нева, Олма-Пресс, Санкт-Петербург, 2000.
  • Шорт, Филип. Мао Цзедун. АСТ, Москва, 2001г.
  • Бурлацкий, Ф.М. Мао Цзедун. 2003.
  • Галенович, Ю.М. Пэн Дэхуай и Мао Цзедун. Политические лидеры Китая XX века. Огни, 2005.
  • Snow, Edgar. Red Star over China. Hesperides Press, 2006. (последнее издание)
  • Spence, Jonathan D. Mao Zedong. New York, Viking, 1999.
  • Schram, Stuart R. Mao Tse-Tung. New York, Simon and Schuster, 1967.
  1. ^ Меликсетов, А.В., Писарев, А.А., ..., Китай историйĕ. Мускав университечĕн кăларăмĕ, Мускав, 2004, С.685
  2. ^ срав.: Филип Шорт, Мао Цзедун. АСТ, Мускав, 2001, С.595
  3. ^ Spence, Jonathan. Chinas Weg in die Moderne. DTV, München, 2001, C.370