Орхан Памук

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ferit Orhan Pamuk

Орхан Памук (турккă Orhan Pamuk), - турккă çыравçи. 1952 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Стамбул хулинче çуралнă. Нобель парнин 2006 çулхи лауреачĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет]

Памук Стамбулри пуян çемьере çуралнă. Ашшĕ инженер пулнă. Стамбулран аякра мар вырнаçнă Robert College ятли американ шкулĕнче вĕреннĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕн хистевĕсем кура Стамбул Техника университетĕнче вĕренсе пуçланă. 3 çул хыççăн вĕренсе пăрахрĕ.

1977 çулта вăл Стамбул университечĕн журналистика институтне вĕренсе пĕтерне. 1982-1985 çулсем хушшинче АПШ-нче пурăннă та Нью-Йоркри Колумби университетĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн Турцие таврăннă. 1982-2001 çулсем хушшинче мăшăрланнă пулнă. Халь уйралнă. Пĕр хĕр пур. Стамбул хулинче пурăнать.

Ӗçĕсем[тӳрлет]

Кĕнекисем[тӳрлет]

  • Cevdet Bey ve Oğulları (1982, Чевтет Пей те ывăлĕсем)
  • Sessiz Ev (1983, Тихий дом)
  • Beyaz Kale (1985, Шура крепăç)
  • Kara Kitap (1990, Хура кĕнеке)
  • Yeni Hayat (1995, Çĕнĕ пурнăç)
  • Benim adım Kırmızı (1998 Мана хĕрли чĕнеççĕ)
  • Öteki Renkler (1999, урăх тĕссем)
  • Kar (2002, Юр)
  • İstanbul: Hatıralar ve Şehir (2003, Стамбул: асăилевсем те хула)

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

(выр.)

Шаблон:Нобель литература парни 2001—2025