Пачман

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пачман — чăваш-пăлхарсен XIII ĕмĕрти чаплă çарпуçĕ.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Упранса юлнă «Ылттăнпик» эпосра ăна «шурă парс ачи» тесе чыслани паллă. Эпосра каланă тăрăх, Ылттăнпик Шуратăл хĕррине, Иремел тăвĕ çумне сунара кайсан, шурă парса йĕрлесе ту шăтăкĕ патне пырса тухать те унта арçын ачана тупать. Ăна шурă парс ĕмĕртсе ӳстернĕ пулнă. «Еткере тытаканĕ пулăн эсĕ манăн» тесе Ылттăнпик ăна кермене илсе каять те чăнласах ывăлĕ пекех пăхса çитĕнтерет. Пачман Челпир патша вăхăтĕнчех чапа тухнă теççĕ. Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, 1223 çулта Кĕрнек хули патĕнчи пулса иртнĕ çапăçура чăваш-пăлхарсен экеметленсе ларнă çарсене ертсе пыраканĕ Пачман пулнă теççĕ. Ун хыççăн паттăрăн ячĕ пĕтĕм Тухăçĕпех саралнă, ун патне таçтан та монголсем пăхăнтарнă халăхсен элчисем тата çар çыннисем килме тытăннă. Вĕсем пурте тискер монголсемпе çапăçассишĕн, хăйсен çĕршывĕсене ирĕке кăларасссишĕн чĕрипе çуннă. Челпир вилнĕ хыççăн Ылттăнпик Пачмана ĕмпӳ туса хурать, ăна хăйĕн хĕрне, Ылттăнчече качча парать. 1236 çулта моноголсем Атăлçи Пăлхарăн Пӳлер хулине çĕмĕрсе тăксассăн Пачманпа Ылттăнчеч ертсе пыракан çарсем Шукăль хулинче çирĕпленсе лараççĕ. 1237 çулта урса кайнă тăшмансем Шукаль хулине çунтарса яраççĕ. Фаргат Булгари çырнă тăрăх, Пачман хăйĕн ушкăнĕпе тăшмансемпе çапăçса Пушкăрт çĕрне çитнĕ. Унтах пуçне хунă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ăста Наçтук, «Ылттăнпик», эпос.
  • Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
  • Николаев В.В., «История * предков чувашей. XXX в. до н.э. – XV в.н. э.»
  • Джувейни, «Тарих-и Джаханкушай»
  • Тизенгаузен В.Г., «Сборник материалов, относящихся к истории Золотой Орды», 1941.
  • Рашид-Эд-дин, «Сборник летописей», 1960.
  • Фатых Урманчеев, «Героический эпос татарского народа».
  • Фаргат Булгари,
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», 1996, Шупашкар.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.