Пиратсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пиратсем

Пиратсем — тинĕс вăрă-хурахĕсем. «Пират» (лат. pirata) сăмах грек πειρατής, пĕр тымарлă сăмахран πειράω («тытăн, хăтлан») сăмахран пулса тухнă.

Тупмалли

[тӳрлет] Авалхи пиратсем

Римра пиратсене, вăрă-хурахсене пекех, хĕрес çине пăталанă.

Flag of Edward England.svg

[тӳрлет] Хавас Роджер

Тĕп статья: Хавас Роджер

[тӳрлет] Пират тĕсĕсем

Пират —тĕрлĕ халăхăн, кирек епле карапа та харпăр ирĕкĕпе тустаракан тинĕс вăрă-хурахĕ.

Вăрă хĕрарăм пират Мадам Цзинь 1800-мĕш çулсенче 2000 карап флотне ертсе пынă.

[тӳрлет] Çекĕрсем

Çекĕрсем — çывăхтухăçри XV—XI ĕмĕрсенчи пиратсем. Латтинла çапла та çыраççĕ: Tjeker, Thekel, Djakaray, Zakkar, Zalkkar, Zakkaray.

[тӳрлет] Долописем

Долописем (Dolopians) — авалхи грек пирачĕсем, çаплах вĕсене скирисем, пирĕн эрăччен VI ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Скирос утрав çинче пурăннă. Вĕсем Эгей тинĕсĕнче алхаснă.

Пирĕн эрăччен 478 çулта долописем çаратса чуралăха лекнĕ грек сутăçĕсем тараççĕ те Симонран — афин флотом тинĕс çарпуçлăхĕнчен — хута кĕме ыйтаççĕ. Пирĕн эрăччен 476 çулта Симон салтакĕсем Скирос çине тапăнаççĕ те утрава туртса илеççĕ, скирисене хăйсене чурана сутса яраççĕ.

[тӳрлет] Ушкуйниксем

Ушкуйниксемновгород юханшыв пирачĕсем, Атăлăн пур тăршшипе Аçтăрхана çитиех, XIV ĕмĕрте тустарнă. Костромана çаратнă хыççăн кунта пурăнакансем хулине урăх вырăна —хальхине— куçараççĕ.

[тӳрлет] Буканьерсем

Буканьер (фр.— boucanier) — профессиллĕ тинĕсçи (моряк) мар, вăл тискер ĕнесемпе хир сыснисене тытакан çынна пĕлтерет.

[тӳрлет] Буканирсем

Букaнир (акăлч.— buccaneer) — акăлчан флибустьeрĕ. Акăлчансем «флибустьeр» сăмаха çавăрса калама хĕн пулнипе, хăйсен «букaнир» — buccaneer — сăмахĕпе усă курнă, мĕне çак палăрту кăтартать, хăйсем те чухламан.

[тӳрлет] Флибустьерсем

Флибустьер — XVII ĕмĕрти тинĕс вăрă-хурахĕĕ, ытларах енĕпе, испан карапĕсене, вĕсен Америкăри колонисене çаратнă. Сăмахĕ голланди «vrijbuiter» — «пайтисене (трофейсене) туртса илекен», мĕншĕн тесен Сан-Доминго (испансем хыççăн) пурăнакансем Нидерландăран куçса килнĕ пулнă. Францилле çак сăмах «flibustier» пулать.

[тӳрлет] Корсарсем

[тӳрлет] Каперсем

[тӳрлет] Привaтирсем

Привaтир (акăлч.— privateer) — акăлччанла капер сăмаха пĕлтерет. Вăтам ĕмĕрсенче икĕ терминпа та усă курнă. «Привaтир» сăмаха хут çине пĕрремĕш 1664 çулта çырнă.

[тӳрлет] Печелинкĕсем (флекселинкĕсем)

Печелинк е флекселинк — çапла Европăра Çĕнĕ Тĕнчере голланди каперĕсем пирки каланă.

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет] Каçăсем

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем