Раççей Федерацин ТÇФ Каспи флотилийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Каспи ФлотилийĕРаççейĕн Каспи тинĕсĕнчи çар флотилийĕ, кану вырăнĕ (база) Аçтăрхан хулинче. Флотили шутĕнче темиçе бригадăсемпе дивизионсем, авиаци, çыранри çарсем. Артиллери катерĕсен бригадин базисем Махачкалапа Каспийск хулисенче.

  • Флот çарпуçĕ: вице-адмирал Юрий Владимирович Старцев
  • Флагман: сыхлав карапĕ «Тутарстан»
  • Флотилин ытти карапĕчĕсем: артиллериллĕ карап «Аçтăрхан», тральщик «Магомед Гаджиев», ракетăллă катер «Ступинец», пĕчĕк гидрографи карапĕ «ГС-301»

Функцийĕсем[тӳрлет]

  • Терроризмпа тĕн экстремисăмне хирĕçлĕ кĕрешӳ.
  • Браконьерсене чарак лартасси.
  • Сутă-илĕве сыхласси.
  • Раççей нефть управĕсене сыхласси.

Истори[тӳрлет]

  • 1722 çулхи чӳк, 4 уйăхĕнче Пётр I никĕсленĕ.
  • 1796 çулта вырăс çарĕсем Дербентпа Баку хулисене çĕнсе илнĕ çапăçусене хутшăннă.
  • 1813 çулта, Гюлистан килĕшӳ хучĕ çырнă хыççăн, Раççей Каспи тинĕсĕнче пĕртен-пĕр çар флочĕ тытма ирĕк илнĕ.
  • 18671992 çулсенче флотилин кану вырăнĕ Баку хулинче пулнă.
  • 1918 çулта, Баку хулине акăлчансем туртса илсен, флотилин пĕр пай карапне тыткăна илнĕ, ыттийĕ Петровск портне (Махачкала) куçнă.
  • 1920 флотили Бакуна таврăннă.
  • 1941 çулхи çурла, 24 — 26 флотили десант операцине хутшăннă, Ирана десант антарса хăварнă.
  • 1992 çулта флотилине СНГ каспи патшалăхĕсем пайланă.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]


Раççей Федерацин тинĕс-çар флочĕсем
Çурçĕр флочĕ | Лăпкă океан флочĕ | Хура тинĕс флочĕ | Балти флочĕ | Каспи флотилийĕ