Смолина Людмила Валериановна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Людмила Смолина
Çуралнă чухнехи ят: Смолина Людмила Валериановна
Çуралнă вăхăт: 1962, кăрлач, 21
Çуралнă вырăн: Ярхуньушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, тăлмач
Жанр: поэзи, куçару ĕçĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: Трубина Мархви ячӗллӗ литература парни (1993)

Смолина Людмила Валериановна, (1962 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Ярхуньушкăнь ялĕнче çуралнă) — чăваш сăвăçи.

РФ ÇП пайташĕ (1994[1][2].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1962 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Ярхуньушкăнь ялĕнче çуралнă.

Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Пичетре патшалăх вăрттăнлăхĕсене упрас енĕпе ĕçлекен управлени редакторĕ пулнă. «Çил çунат» журналăн тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ.

Мăшăрĕпе, Смолин Анатолий Семёновичпа пĕрле, икĕ ача çуратса ӳстернĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çыравçăн сăвăсем çине Филипп Лукин, Юрий Кудаков, Юрий Жуков, Зоя Петрова, Надежда Заводскова композиторсем те чылай юрă çырнă. Людмила Смолина вырăс поэчĕсен (А. Блок, А. Плещеев, Е. Трутнев, И. Елисеев тата ыт.) хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Людмила Валериановна пичетлесе кăларнă кĕнекесем: «Хĕр ĕмĕрĕ - хăналăх» (1993), «Асамлӑ çулталӑк» (1996), «Асамлӑ калтӑрмач» (1998) тата ыт. те.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3
  • Афанасьев, П. В. Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ., Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. –

С.383:

  • Петровский, Н. «Ҫилунат» мӗнпе сывлать? /Тăван Атăл, 1993. – 4 авӑн.
  • А. Артемьев //Тăван Атăо, 1996, № 6, С.52.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]