Совет Союзĕн Маршалĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Совет Сою́зĕн Маршалĕ — Совет Хĕçпăшаллă Вăйĕсенчи çар хисепĕ.

1935 çулхи авăнăн 22-мĕшĕнче Ĕçтеш-çĕрĕçтеш Хĕрлĕ çарĕпе Тинĕс-çар флотĕнче пайăр йышĕ валли пайăр çар хисепĕсене палăртас тĕллевпе Тĕп Ĕçтăвакан Комитетпа ССРП Халăх Комиссарĕсен Канашĕн йышăнăвĕпе кĕртнĕ. 1945 çулхи çĕртмен 26-мĕшĕччен, Совет Союзĕн Генералиссимусĕ хисепĕнчен кĕçĕнни (И. В. Сталин пĕртен-пĕр Генералиссимус 1953 çулта çĕре кĕрсен — каллех аслă хисеп де-факто) пулнă.

Пĕрремĕш пиллĕк маршал: Тухачевский, Ворошилов, Егоров (лараççĕ), Будённый тата Блюхер (тăраççĕ)

Флотри пĕр тан хисеп — Совет Союзĕн Флот Адмиралĕ. Çарсен хăшпĕр ятарлă ăрачĕсенче Совет Союзĕн Маршалĕ хисепĕ умĕн (анчах та эквивалентлă пулман) Çарсен ăрачĕн тĕп маршалĕ шутланнă.

Раççей Федерацинче 1993 çулта Раççей Федерацин Маршалĕ хисепе çирĕплетнĕ.

Совет Союзĕн Маршалĕ хисепе пĕрремĕш тивĕçнисем: К. Е. Ворошилов, А. И. Егоров, М. Н. Тухачевский, В. К. Блюхер тата С. М. Будённый (1935 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕ).

Пурĕпе 1935—1991 çулсенче Совет Союзĕн Маршалĕ хисеппе 41 çынна тивĕçтернĕ, вĕсенчен 36 — профессиллĕ çар çынни, 4 — çар хĕсмечĕ вырăнĕнче ĕçленĕ политика ĕçченĕ (Сталин, Берия, Булганин тата Брежнев); «политика маршалĕсем» йышне çаплах Д. Ф. Устинова хушма юрать. Асăннă пайăр çынсенчен Л. П. Берия кăна маршал хисепне «политика» мотивĕпе мар, ĕçлев йĕркипе — ССРП [[ПХХК] аттестациленĕ мĕнпур йышне çар çыннисен хисепĕ çине куçарнă.

Хисеп паллисем[тӳрлет]

1935 çулти тĕслĕх çинче: Шинель петлицисем çинче пысăк ылтăн çăлтăр — диаметрĕ 6 см, френч тата гимнастерка на петлицисем çинче — диаметрĕ 5 см. Талкăшĕпе тĕрленĕ, çийĕнчи хĕррисене çинçе çипĕпе перпендикулярлă тĕрленĕ, варрине хулăм çипĕпе тĕрленĕ. Петлица сăрĕ — хĕрлĕ. Çанăсем çинче — пысăк ылтăн çăлтăр: шинелĕ çинче —6 см диаметр, френчпе гимнастеркă çинче — 5 см диаметр, пĕр кĕтеслĕхĕ сарлака ылтăн галунран тата пĕр кĕтеслĕхĕ хĕрлĕ пусмаран.

Петлица хисеп паллисем (1935-1940)

1940 çулти тĕслĕх çинче:

Пысăк ылтăн çăлтăр хĕрлĕ петлицăсем çинче, петлицăн аялти кĕтесĕнче ылтăн çиппе тĕрленĕ лавăр çулçисем, варринче çурлапа мăлатук. Çанăсем вĕçĕнче — хĕрлĕ кантпа тытнă пысăк ылтăн çăлтăр, хĕрлĕ пусмаран çĕленĕ кĕтеслăх, унăн варринче эреш, иккĕ енчен — хĕрлĕ кантлă ылтăнпа çĕленĕ.

1943 çулти Совет Союзĕн Маршалĕн погонĕ

1943 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче погонсем çинче уйрăмлăх паллисене кĕртнĕ: 50 мм диаметрлă пĕр пысăк çăлтăр. Çак погонсене йăтса çӳренĕ-и — паллă мар, мĕншĕн тесен 1943 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче Маршалсен уйрăмлăхĕсене каллех улăштарнă: пысăк çăлтăр çумне погонăн вертикаль тĕнĕлĕпе ССРП гербне вырнаçтарнă. Çавăнтанпа хисепе пăрахăçлачченех Маршал погонĕсене улăштарман.

Кунсăр пуçне, 1943 çул хыççăн Совет Союзĕн Маршалĕсен уйрăмла мундир тăхăннă, пĕрлехи генерал тумĕнчен уйрăлса тăрать; чи курăмлă та уйăру йĕрĕ — воротникăн мал енче юман çулçисен (лавăр çулçисен мар) тĕрри; çакăн пекех тĕрĕ çанăсен обшлагĕсем çинче те. Çак деталь 1943, 1945 тата 1955 çулсенче мундирсем çинче упранса юлнă. Çаплах маршал фуражки козырĕкĕсем тĕрлĕ сăрлă пулнă, генералсен хура е пусмаран.

1940 çултанпа Совет Союзĕн Маршалĕ хисепĕн уйрăм палли мăй çине çакса çӳремелли бриллиантсемпе илемлетнĕ платинăран тунă «Маршал Çалтăрĕ», çакнашкал тĕсĕ хисепе тивĕçтерме пăрахичченех пулнă. Статуспа çак паллă нумай енĕпе Анăç Европа çарĕсенчи маршал жезлĕпе пĕрех.

С. К. Тимошенко 1945 çулти маршал тумĕпе
Ӳкерчĕк:Marshal of the Soviet Union rank insignia.gif
Совет Союзĕн Маршалĕн погонĕ, 1955 çултанпа

Совет Союзĕн Маршалĕсем[тӳрлет]

  1. Ворошилов Климент Ефремович (чӳк, 20 1935)
  2. Тухачевский Михаил Николаевич (чӳк, 20 1935, çĕртме, 11 1937 хисепе туртса илнĕ те çĕртме, 12 1937 персе пăрахнă, хисепе тата таса ята кăрлач, 31 1957 тавăрнă)
  3. Будённый Семён Михайлович (чӳк, 20 1935)
  4. Егоров Александр Ильич (чӳк, 20 1935) - нарăс ,23 1939 персе пăрахнă. Пуш, 14 1956 таса ята тавăрнă.
  5. Блюхер Василий Константинович (чӳқ, 20 1935) - чӳк, 9 1938 ç. Лефорт тĕрминче асапласа вĕлернĕ
  6. Тимошенко Семён Константинович (çу, 7 1940)
  7. Кулик Григорий Иванович (çу, 7 1940, лишён звания 19 февраля 1942, посмертно восстановлен 28 сентября 1957)
  8. Шапошников Борис Михайлович (çу, 7 1940)
  9. Жуков, Георгий Константинович (чӳк, 18 1943)
  10. Василевский Александр Михайлович (нарăс, 16 1943)
  11. Сталин Иосиф Виссарионович (пуш, 6 1943), Совет Союзĕн Генералиссимусĕ (çĕртме, 27 1945)
  12. Конев Иван Степанович (нарăс, 20 1944)
  13. Говоров Леонид Александрович (çĕртме, 18 1944)
  14. Рокоссовский Константин Константинович (çĕртме, 29 1944; 1949—1956 польша çарĕнче)
  15. Малиновский Родион Яковлевич (авăн, 10 1944)
  16. Толбухин Фёдор Иванович (авăн, 12 1944)
  17. Мерецков Кирилл Афанасьевич (юпа, 26 1944)
  18. Берия Лаврентий Павлович (утă, 9 1945, унчен — патшалăх хăрушсăрлăх тĕп комиссарĕ нарăс, 1941, хисепне çĕртме, 26 1953 туртса илнĕ). Раштав, 26 1953 персе пăрахнă.
  19. Соколовский Василий Данилович (утă, 3 1946)
  20. Булганин Николай Александрович (чӳк, 3 1947, чӳк, 26 1958 хисепне туртса илнĕ)
  21. Баграмян Иван Христофорович (пуш, 11 1955)
  22. Бирюзов Сергей Семёнович (пуш, 11 1955)
  23. Гречко Андрей Антонович (пуш, 11 1955)
  24. Ерёменко Андрей Иванович (пуш, 11 1955)
  25. Москаленко Кирилл Семёнович (пуш, 11 1955)
  26. Чуйков Василий Иванович (пуш, 11 1955)
  27. Захаров Матвей Васильевич (çу, 8 1959)
  28. Голиков Филипп Иванович (çу, 6 1961)
  29. Крылов Николай Иванович (çу, 28 1962)
  30. Якубовский Иван Игнатьевич (ака, 12 1967)
  31. Батицкий Павел Фёдорович (ака, 15 1968)
  32. Кошевой Пётр Кириллович (ака, 15 1968)
  33. Брежнев Леонид Ильич (çу, 7 1976)
  34. Устинов Дмитрий Фёдорович (утă, 30 1976)
  35. Куликов Виктор Георгиевич (кăрлач, 14 1977)
  36. Огарков Николай Васильевич (кăрлач, 14 1977)
  37. Соколов Сергей Леонидович (нарăс, 17 1978)
  38. Ахромеев Сергей Фёдорович (пуш, 25 1983)
  39. Куркоткин Семён Константинович (пуш, 25 1983)
  40. Петров Василий Иванович (пуш, 25 1983)
  41. Язов Дмитрий Тимофеевич (ака, 28 1990)

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Шаблон:СССР тата Раççей Федерацин çар хисепĕсем