Рокоссовский Константин Константинович
Рокоссо́вский Константи́н Константи́нович (Рокоссо́вский Константи́н Ксаве́рьевич) (пол. Konstanty Rokossowski, Конста́нты Рокоссо́вски, раштав, 21 1896 — çурла, 3 1968) — Совет Союзĕн Маршалĕ (1944), Польша маршалĕ (1949), икĕ хут Совет Союзĕн Паттарĕ (1944, 1945).
Тупмалли |
Кун-çулĕ [тӳрлет]
Çамрăклăхĕ [тӳрлет]
Великие Луки хулире (урăх хыпарсемпе, Варшавăра) çуралнă. Унăн ашшĕ, поляк, — Ксаверий Юзефович Рокоссовский, Варшава чукун çӳлĕн тĕрĕслевçи, амăшĕ — вырăс вĕрентӳçи Антонина Овсянникова, пулнă. Константин çуралнă хыççăн çемье Варшавăна куçса каять. 1905 ç. ашшĕ вилет, вара çемье укçа-тенкĕсĕр тăрса юлать. Тăватă класлă училищăран вĕренсе тухса Константин чăлха фабрикине ĕçе кĕрет. 1911 ç. амăшĕ çĕре кĕрет. 14-çулхи Константин йамăкĕпе иккĕшĕ кăна тăрса юлаççĕ.
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи тата Граждан вăрçи [тӳрлет]
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вĕçленсен, 18-çулхи Константин хăй ирĕкĕпе Каргополь драгунсен полкне хĕсмете кĕрет. Полкăн çыраканĕ, ăна ашшĕ ячĕпе «Константинович» тесе çырать. Тепĕр темиçе кунтан ăнкартуллă та хастар пулнăшăн 4-мĕш степĕньлĕ Георги хĕресне тивĕç пулать. Виçĕ çултан Константин унтер-офицер хисепне ӳссе çитет, виçĕ Георгий медалĕсене тивĕç пулать. 1917 юпа уйăхĕнче Хĕрлĕ Гварди ĕретĕнче, кайран Хĕрлĕ Çарта. 1919 çулта большевиксен партине кĕрет. Граждан вăрçинче эскадрон, уйрăм дивизион, уйрăм кавалери полк командирĕ. Çамрăк командир хăйне хастар, хăюллă, чыслă тата сапайлă тытать. Çав хушăрах, поляк ăратĕнчен тухнипе, хĕсметри ӳсĕмĕ чăрмавлă пырать.
Вăрçăсем хушшинчи тапхăр [тӳрлет]
1923 çулта авланать, Бармина Юлия Петровнăна качча илет. 1925 çулта Ариадна хĕрĕ çуралать.
1926 — 1928 çулсенче Монголире монгол çарĕн инструкторĕ пулса ĕçлет.
=Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи [тӳрлет]
Чысĕсем [тӳрлет]
- «Çĕнтерӳ» орденĕ (1945)
- 7 Ленин орденĕ (1936, 1942, 1944, 1945, 1946, 1956, 1966)
- Октябрь революци орденĕ (1968)
- 6 Хĕрлĕ Ялав орденĕ (1920, 1922, 1930, 1941, 1944, 1947)
- I-мĕш степеньлĕ Суворов орденĕ (1943)
- I-мĕш степеньлĕ Кутузов орденĕ (1943)
- СССР Патшалăх гербĕн ӳкерчĕклĕ чыслă хĕçпăшал (1968)
- «Халăх Польшин тăваканĕсем» поляк орденĕ
- I-мĕш класлă çăлтăрлă «Виртути Милитари»" поляк орденĕ
- I-мĕш класлă «Грюнвальд хĕресĕ» поляк орденĕ
- франци Чыслă легион орденĕ
- франци Вăрçă Хĕресĕ
- британи II-мĕш класлă Бани орденĕ (Рыцарь-Командор)
- Сухэ Батор монгол орденĕ
- Çапăçу Хĕрлĕ Ялав монгол орденĕ
- Тĕп çарпуçĕн (АПШ) степеньлĕ Чыс Легионĕн орденĕ
- медальсем
Каçăсем [тӳрлет]
| «Çĕнтерӳ» орденĕн кавалерĕсем | ||
|---|---|---|
| Иккĕ хутчен | ||
| Пĕр хутчен |
А. И. Антонов · |
|
| Ют çынсем | ||
- Совет Союзĕн Маршалĕсем
- «Çĕнтерӳ» орден кавалерĕсем
- Польша Маршалĕсем
- Польша Хӳтĕлев министрĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем
- Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине хутшăннисем
- Раççейри граждан вăрçине хутшăннисем
- Икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Репрессине лекнĕ çарпуçĕсем
- Суворов орден кавалерĕсем
- Кутузов орден кавалерĕсем
- Ленин орден кавалерĕсем
- Октябрь Революци орден кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орден кавалерĕсем
- Virtuti Militari орде кавалерĕсем
- Хисеплĕ легион орден кавалерĕсем
- Таса Георгий орден паллин кавалерĕсем
- Польша коммунисчĕсем
- Бани орденĕн рыцарь-командорĕсем
- Грюнвальд Хĕресĕ орден кавалерĕсем
- Раштавăн 21-мĕшĕнче çуралнисем
- 1896 çулта çуралнисем
- Çурлан 3-мĕшĕнче вилнисем
- 1968 çулта вилнисем
- ССКП пайташĕсем
- Великие Лукинче çуралнисем