Шапошников Борис Михайлович
Википедири материал
Бори́с Миха́йлович Ша́пошников (авăн, 20 1882, Златоуст — пуш, 26 1945, Мускав) — Совет Союзĕн Паттăрĕ, паллă совет вăрçă тата патшалăх ĕçтĕшĕ, вăрçă теоретикĕ.
Арăмĕ — Мария Александровна, ывăлĕ — Игорь (генерал-лейтенант инженер çарĕсен).
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Патшалăх хĕсметĕнчи çемйере çуралнă. Ашшĕ, Михаил Петрович, служил по частному найму; амăшĕ, Пелагея Кузьминична, вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ. Б. М. Шапошников Хĕрлĕ Ĕпхӳ промăç тата Пермь ĕç училищисенче пĕлӳ пухнă.
[тӳрлет] 1917 çулхи революцичен хĕсметĕнче
1901—1903 çулсенче Б. М. Шапошников Мускав Алексеев çар училищинче вĕреннĕ, ăна вăл 1-мĕш разрядпа вĕçленĕ те подпоручик хисепе илнĕ. Хĕсмете 1-мĕш Туркестан стрелок батальонĕнче Ташкентра кĕнĕ.
1907—1910 çулсенче Тĕп штаб Академинче (Император Николай çар академийĕ) пĕлӳ ӳстерет. Штабс-капитан хисепе тухать. Академи хыççăн Ташкентра 1912 çулчен хĕсметре тăрать.
1914 çурла уйăхĕнче Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине 14-мĕш кавалери дивизин штаб адъютанчĕ хĕсметĕнче хутшăнать, тактикăна лайăх пĕлнине кăтартать, харпăр хăюлăхĕпе палăрать. 1917 çулхи авăн уйăхĕнче Б. М. Шапошников полковник хисепне тивĕçет, ăна Мингрел гренадёр полк командирĕ вырăнне йышăнать.
[тӳрлет] Хĕрлĕ Çарăн хĕсметĕнче
1918 пуш уйăхĕнче Б. М. Шапошникова çартан хăтараççĕ, тепĕр 2 уйăхран, çу уйăхĕнче, хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара хĕсмете каять. Çăвăн 22-мĕшĕнче пуçласа Аслă вăрçă канаш штабĕн Оперативлă тытăмлăх пуçлăхĕн пулăшаканĕ пулать.
Çу, 1942 — çĕртме, 1943 — СССР хӳтĕлев нарком çумĕ. Çĕртме, 1943 — Тĕп штаб вăрçă академин пуçлăхĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
- Шапошников Б. М. На Висле.
- Шапошников Б. М. Мозг армии (в 3 кн.).
- Шапошников Б. М. Воспоминания — военно-научные труды. — М., 1982.
[тӳрлет] Чысĕсемпе парнисем
- 3 Ленин орденĕ
- 2 Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Суворов орденĕ I-мĕш степеньлĕ
- 2 Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- СССР урăх медалĕсем
- патша çар хĕсметĕнчи орденпа медальсем
[тӳрлет] Вуламалли
- Горелик Я. М. Маршал Советского Союза Борис Михайлович Шапошников. Краткий очерк жизни и деятельности. — М., 1961.
- Круглов А. И. Выдающийся военный деятель: К 110-летию Б. М. Шапошникова // «Военная мысль». — 1993. — № 1.
[тӳрлет] Каçăсем
- Справочник по истории Коммунистической партии и Советского Союза, 1898—1991.
- Министерство обороны РФ. Начальники Общевойсковой Академии ВС РФ.
| Совет Союзĕн Маршалĕсем |
|---|
| Ворошилов | Тухачевский | Будённый | Егоров | Блюхер | Тимошенко| Кулик| Шапошников | Жуков | Василевский | Сталин | Конев | Говоров | Рокосовский | Малиновский | Толбухин | Мерецков | Берия | Соколовский | Булганин | Баграмян | Бирюзов | Гречко | Ерёменко | Москаленко | Чуйков | Захаров | Голиков | Крылов | Якубовский | Батицкий | Кошевой | Брежнев | Устинов | Куликов | Огарков | Соколов | Ахромеев | Куроткин | Петров| Язов |
Шаблон:Раççей Вăрçă ведомстви ертӳçисем[[Категори:Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕсем]