Социаллă Ĕç Паттăрĕ
Википедири материал
Социаллă Ĕç Паттăрĕ́ — 1938 — 1991 çулсенчи СССР гражданинĕн ĕçре палăрнăшăн чи çӳллĕ степенлĕ чыс хисеп ячĕ.
Социаллă Ĕç Паттăрĕсене Ленин орденĕпе, «Çурлапа Мăлатук» медалĕпе тата СССР АК Президиумĕн хучĕпе тивĕçтернĕ, вĕсене Социаллă Ĕç Паттăрĕ темиçе хут та тивĕç пулма пултарнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Социаллă Ĕç Паттăрĕн пĕрремĕш чыслă ятне 1939 çулта Иосиф Сталин тивĕç пулать.
ИсториреПаттăра тивĕçлĕ пулнă юлашки çын, Казахстан опера юрăçи Б. Тулегенова, ăна 1991 çулхи раштав, 21 СССР президенчĕн № УП-3122 хушăвĕпе чысланă.[1][2] Халĕ Раççей Ĕç Паттăрĕ тивĕçе пурнăçа кĕртес ыйтăва сӳтсе яваççĕ.[3]
[тӳрлет] Кăсăк хыпарсем
- СССР кун-çулĕнче Виçĕ хут Социаллă Ĕç Паттăрĕ чыс ятне 16 çын тивĕçнĕ: А. П. Александров, Я. Б. Зельдович, М. В. Келдыш, И. В. Курчатов, Ю. Б. Харитон, К. И. Щёлкин академиксем, А. Н. Туполев тата С. В. Ильюшин авиаконструкторсем, йывăр танксен конструкторĕ Н. Л. Духов, хӳтĕлев промăçлăха йĕркелекенсем Б. Л. Ванников тата Е. П. Славский, колхоз председателĕ Х. Турсункулов, Казахстан КП ТК пĕрремĕш секретарĕ Д. А. Кунаев тата ССКП ТК Тĕп секретарĕК. У. Черненко; унсăр пуçне ССКП ТК пĕрремĕш секретарĕ Н. С. Хрущёв виçĕ хут Социаллă Ĕç Паттăрĕсĕр пуçне Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă, виçĕ хут Социаллă Ĕç Паттăрĕ А. Д. Сахаров совет влаçне хирĕç ĕçлĕхĕшĕн СССР Аслă Канашĕн Хушăвĕпе çак чыс ятсене, виçĕ медалей «Серп и Молот» туртса илнĕ.
- Хăш Социаллă Ĕç Паттăрĕсем çаплах Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă. Вĕсенчен чи паллăраххисем: Совет Союзĕн Маршалĕ Д. Ф. Устинов (икĕ хут Социаллă Ĕç Паттăрĕ тата Совет Союзĕн Паттăрĕ); СССР Аслă Канаш Президиумĕн Ертӳçи Совет Союзĕн Маршалĕ К. Е. Ворошилов (Социаллă Ĕç Паттăрĕ тата икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă), ССКП ТК Тĕп секретарĕ Л. И. Брежнев Социаллă Ĕç Паттăрĕ тата тăватă хут Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă.
- СССР богема тата артист хутлăхĕнче Социаллă Ĕç Паттăрне «Гертруда» тенĕ.[4]
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Каçăсем
Цитатăланă чухнехи йăнăш Для существующего тега <ref> не найдено соответствующего тега <references/>