Тĕнчери М. Д. Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тĕнчери опера фестивалĕ пăхăр.
Тĕнчери М. Д. Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ
Вăхăт кашни çул, кĕркунне вĕçĕнче
Иртекен вырăн(сем) Шупашкар, Чăваш Республики, РФ
Çулсем 1991 — х.в.
Жанр(сем) опера ӳнерĕ
Сайт Театр сайтĕнчи страницă

Тĕнчери М. Д. Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ (выр. Международный оперный фестиваль имени М. Д. Михайлова) — çулсерен чӳк-раштав уйăхĕсенче Чăваш патшалăхĕн оперăпа балет театрĕнче (Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) Максим Дормидонтович Михайлов паллă баса халалласа иртекен мусăк фестивалĕ[1].

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш хут фестивале 1991 çулта Максим Дормидонтовичăн мăнукĕ опера юрăçи Максим Михайлов инициативипе ирттернĕ[2]. Тĕнчери статусне 1993 çулта тивĕçтернĕ, ун чухне Ш. Гуно «Фауст» оперине кăтартмашкăн Францирен артистсем килнĕ[3].

Хăйĕн кунçулĕнче фестивале çĕршыври сылай опера театрĕсем, çаплах Раççей (çав шутра Большой тата Мария театрĕсенчен), Итали, Франци, АПШ артисчĕсем, режиссёрĕсем тата дирижёрĕсем хутшăннă[4].

Йала йĕркипе, фестиваль Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн опера премьерипе (тăтăшах чĕннĕ режиссёр лартнипе) уçăлать[5], раççей тата ютçĕр юрăçисем гала-концерт параççĕ[6].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]