Тавăтри тăван ен тĕпчев музейĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тавăтри тăван ене
тĕпчекен музей
Никĕсленĕ 1979
Вырнаçнă Тавăт ялĕ
Чăваш Республики, 429240

Тавăтри тăван ен тĕпчекен музейЧăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Тавăт ялĕнчи музей. Ятарлă çуртра вырнаçнă. Çирĕплетӳ хучĕн (свидетельство) нумĕрĕ 5430.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Музее 1979 çулта Семен Тихонович Тихонов вĕрентӳçĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ. Уçнă чухне музей валли çурт пулман, экспонатсене пĕр пӳлĕмре çеç вырнаçтарма тивнĕ. 1990 çулта кăна музее уйрăм çурта куçарнă.

Уйрăмĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. истори,
  2. этнографи,
  3. археологи,
  4. ӳсентăрансемпе чĕрчунсем.

Истори уйрăмĕнче Тавăт ялĕн историйĕпе туллин паллашма май пур.

Çавăн пекех шкул историйĕпе çыхăннă экспонатсем, сăнӳкерчĕксем пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Пĕр кĕтесе Совет Çарĕн кун-çулне халалланă. Вăрçăра паттăррăн пуçĕсене хунă ентешсене тата ветерансене халалласа тунă стенда вырнаçтарнă, унăн айĕнче — вăрçă хатĕр-хĕтĕрĕ.

Этнографи уйрăмĕнче шурă пиртен çĕленĕ кĕпе-тумтир, савăт-сапа, ĕлĕххи ĕç хатĕрĕсем вырăн тупнă.

Археологи уйрăмĕнче авалхи чĕрчунсен шăммисем, унсăр пуçне чи хаклă экспонатсем: 1956 çулта Тавăт çывăхĕнче археологи ĕçĕсенче кивĕ масара алтса кăларнă савăт-сапа т.ыт. те.

Ӳсентăрансемпе чĕрчунсем пирĕн тăрăхри пулăсем, кайăксемпе, ӳсентăрансем çинчен пĕлӳлĕхе хăпартма ансат.

Хуçалăхра усă куракан япаласем уйрăм вырăн йышăнаççĕ.

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]