Утланса çӳрени

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Утланса çӳрени, е Юланутпа çӳрени — çын (юланутçă) чĕрчун (тăтăшрах лаша, сайрарах — ашак, тĕве, слон тата урăх.) çурăмĕ çинче ларса куçнин мелĕ.

Пĕр тĕлĕшĕпе вăл профессионалсен тата кăмăллакансен спорчĕн тĕсĕ е вăхăта усăллă ирттерни шутланать. Профессионалсен ут спортĕнче утланса çӳренине уйрăм дисциплинăсене пайлаççĕ: сиккипе чупни, выездка, конкур, виççĕлле кĕрешни, джигитовка, вольтижировка. Сипленес тĕллевпе утланса çӳренине иппотерапи теççĕ. Утланса çӳремелли лаша утлану лаши пулать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Буслаеври псалтирь» çинчи юланутçă (1485—1490 çç.)
«Буслаеври псалтирь» çинчи юланутçă (1485—1490 çç.)

Лаша çине çын йĕнер хуни пĕрремĕш Азире пулнă; çакна скифсен пĕр йăхĕпе çыхăнтараççĕ. Китайăн çурçĕр-анăçĕнче, Синьцзяньри Шижэньцзыгоу тата Сигоу некрополĕсенче лашасен скелечĕсенче (п.эрч. 350 çул) юланутçă ларса çӳренĕ çурăм шăммин уйрăмĕсенче шăмăри улшăнусене, пуç шăммин сăмса тĕлĕнче шăмă тарăннăн хăйрăннине асăрханă[1][2].

Европейсем çак куçăм мелне перссенчен илнĕ, ытларах вăрçă ĕçĕ валли, çапла тӳрех çак тĕлĕшре ăсталăха вĕсем питĕ ӳстернĕ; фессалисен тата фракисен кавалерийĕ вăйлă пулнă; Грецире, кайран Римре утланса çӳреме вĕрентекен академисене йĕркелени питĕ пулăшнă.


Авалхи грексемпе римлянсем йĕнерсĕр тата ĕсенкĕсĕр çӳренĕ, çавăнпа ут çинче çӳресси урăхларах пулнă.

Тĕрлĕ халăхсен утланса çӳрессин уйрăмлăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Утланса çӳрени пирĕн цивилизацире тĕрлĕ халăхсен икĕ майлă аталанса пынă: пĕрремĕшĕ — лашапа малтан вĕрентмесĕр тата хăнăхтармасăр, ута пăхăнтаракан хăшпĕр ахаль мелсемпе ускурни, иккĕмĕшĕ — паллă шкулта палăртнă йĕркелĕмсемпе хатĕрленĕ лашасем çинче утланса çӳрени. Тухăç халăхĕсемшĕн ытларах пĕрремĕш вариант майлă пулнă — вĕсен утсемпе пĕрле ӳснĕ яшĕсем çутçанталăкрах юланутçă шутланнă. Çакнашкал халичченех Азири халăхсем, Кăнтăр Америкăри (ковбойсем), кăштах Раççей тата Украина касакĕсем тата Кавказри вырăнти халăхсем, çаплах хăйтĕллĕ вĕреннĕскерсем, тĕслĕхрен, фермерсем, хресченсем т. ыт. те, пурăнаççĕ.

Халĕ Европăра утланса çӳреме вĕрентекен тăватă шкул пур: пĕрремĕшĕ, Испан, Венăра вырнаçнă, иккĕмĕшĕ — Францири Самюрте, Le Cadre noir, виççĕмĕшĕ — Испанири Андалузири утланса çӳрев шкулĕ, тăваттăмĕшĕ — Лиссабонри утланса çӳрев ăсталăхĕн наци шкулĕ (Португали).

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Верховая езда в Китае древнее, чем считалось раньше 2021 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ., 9 декабря 2020
  2. ^ Yue Li et al. Early evidence for mounted horseback riding in northwest China 2021 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. // PNAS, November 24, 2020