Хайпула Такирĕ
Курӑнакан калӑплав
Хайпула Такирĕ | |
Пĕрлехи хыпар | |
---|---|
Тулли ят | Тагир Камалудинович Хайбулаев |
Гражданлăх | РФ |
Çуралнă вăхăт | 24.7.1984 |
Çуралнă вырăн | Кизилюрт, Дагестан АССР, РСФСР, СССР |
Пурăнать | Питĕрпур-Самар |
Йывăрăш категорийĕ | 100 кг çăмăлрах |
Професси карьери | |
Пĕрремĕш тытăçу | 23.1.2005 |
Тытăçу шучĕ | 110 |
Çĕнтерӳ шучĕ | 83 |
Парăну | 27 |
Хайпула Такирĕ (авар. ТӀагьир ХӀайбулаев) — авар несĕлĕнчи Раççей дзюдо спортсменĕ. Хальхи тренерĕ — Эцио Гамба итальян.
2012 çуллахи Олимп вăййисенче хутшăнса ылтăн медаль çĕнтерсе илнĕ[1].
Кун-çул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1984 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Дагестанри Кизилюрт хулинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ — Тлондода авар ялĕнчен. Кайран çемйи Самара куçса кайнă. Халĕ Такир Санкт-Петербургра пурăнать.
Самарти патшалăх экономика университетĕнче аслă пĕлĕве илнĕ.
Çитĕнӳсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Спорт парнисем | ||
---|---|---|
Дзюдо | ||
2012 çуллахи Олимп вăййисем | ||
Ылтăн | Лондон, 2012 | 100 кг çăмăлрах |
Тĕнче чемпионачĕ | ||
Ылтăн | Парис, 2011 | 100 кг çăмăлрах |
Европа чемпионачĕ | ||
Ылтăн | Тбилиси, 2009 | 100 кг çăмăлрах |
Тĕнче (2011) тата Европа (2009) чемпионĕ, тĕнчери класлă спорт ăсти.
Тĕнче кубокне тата Абу-Дабири 2009 çулхи Гран-Прине çĕнтерсе илнĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Лондон-2012. Дзюдо. Мужчины. До 100 кг. Хайбулаев - Олимпийский чемпион! 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Такир Хайпула Яндекс хыпарĕсенче(ĕçлемен каçă)