Çеçенхир

Википедири материал

Çеçенхир ир çуркунне. Анăç Казахстан.
Çеçенхир тулă уйĕсем. Украина

Çеçенхир — çурçĕр тата кăнтăр çур чăмăрĕсенчи вăтам тата тропик çум зонăсенчи курăк ӳсен-тăранлă тӳрем.

[тӳрлет] Пĕтĕмĕшле кăтартни

Çеçенхирсен уйрăмлăхĕ — йывăçсем çукки (шывлă çĕр хĕррисенчи искусствăллă лартнисемсĕр тата вăрман ярăмĕсĕр пуçсăр).

Çеçенхирсем ытларах Тĕп Евразире, Раççей Федерацийĕнче, Казахстанра, Украинăра, çаплах Монголире саралнă.

Çеçенхирлĕ çĕрĕсен климачĕ яланхиллĕ вăтам континентлинчен континентличчен пулать, çу кунĕсем питĕ шăрăх, хĕлсем сивĕ.

[тӳрлет] Çаплах пăхăр