Яндекс

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Координатсем: 55°44′03.4″ с. ш. 37°35′17.26″ в. д. / 55.734278° с. ш. 37.588128° в. д. (G)

Яндекс
Сайт логотипĕ
Сайтăн тĕп страници
URL: http://www.yandex.ru/ (акăлчан чĕлхиллĕ версийĕ: http://www.yandex.com/)
Коммерци: Пур
Сайт тĕсĕ: шырав системи, тетел-портал
Регистраци: 1997 çулхи авăн, 23 [1]
Чĕлхе(сем): Акăлчан, Беларус, Вырăс, Тутар, Украин
Харпăрçă: ООО «Яндекс»
Ӗçе пуçланă вăхăт: 1997 (акăлчан чĕлхиллĕ версийĕ - 2010)
Çаврăнăш: Шаблон:Тупăш8,7 млрд тен. (2009 çул)[2]

Я́ндексраççей ИТ-компанийĕ, Эрешри шырав системипе тетел-порталăн харпăрçи. «Яндекс» шырав системи тĕнчери чи пысăк шырав сайчĕсем хушшинче тупса панипе çиччĕмĕш вырăнта (1,892 млрд, 2009 ç. раштав статистики)[3] тата акăлчан мар чĕлхесем хушшинче чи пысăкки шутланать. Yandex.ru шырав системи пирки официаллă 1997 çулхи авăн, 23 пĕлтернĕ, малтанхи утăмĕсене CompTek International компанинче тунă. Уйрăм компани евĕр «Яндекс» 2000 çулта ура çине тăрать.

Тупмалли

[тӳрлет] Харпăрçисем тата ертӳлĕхĕ

Компанин 61 % ытла акцийĕ инвестфондсем (ru-Net Holdings, Baring Vostok Capital Partners тата Tiger Technologies) харпăрлăхĕнче, 24 % — менеджерсемпе ĕçтешĕсенче, 10 % — пайăр инвесторсемпе компанин малтанхи ĕçтешĕсенче, 5 % — опционсем тытакансен алинче.[4]

2009 çулхи авăн уйăхĕнче «Яндексăн» кăк компанийĕ— голланд компанийĕ Yandex N. V. приоритетлă акци кăларать те 1 евро хакпа Сбербанка туянтарать. Çак акцин пĕртен-пĕр прави — вăл компанин 25 % ытла акцине сутнă чухне вето хума пултарать.[5]

[тӳрлет] Ертӳлĕхĕ

Аркадий Волож - пĕрлĕ-пуçаруçă тата тĕп директор
  • Аркадий Волож — тĕп директор.
  • Илья Сегалович — технологисен директорĕ.
  • Елена Колмановская — тĕп редактор.
  • Алексей Третьяков — коммерци директорĕ.
  • Светлана Кондрашова — янрав директорĕ.
  • Дмитрий Иванов — проектсен директорĕ.
  • Андрей Себрант — сервис маркетингĕн директорĕ.
  • Екатерина Фадеева — право ыйтăвĕсен директорĕ.
  • Аркадий Борковский — CTO of Yandex Labs.

[тӳрлет] Ĕçлĕх кăтартăвĕсем

Ĕçтешсен йышĕ 2000 çын ытла.[6]

Выручка компании по US GAAP в 2007 году составила 167 млн долл.[7] 2008 çулта çаврăнăшĕ, 2007 çулхипе танлаштарсан, 80 % ытла пулса 300 млн долл. иртсе кайнă. 85 % тупăшĕ контекст янравĕнчен пуçтарăннă.[2] 2009 çулта пайта чакнă — 278 млн долл. танлашнă.[8].


[тӳрлет] Alexa Internet статистики

Тĕрлĕ çĕршывсенчи сайтăн паллăлăхĕн рейтингĕ[9]
Патшалăх Вырăн
Flag of Russia.svg Раççей 1
Flag of Uzbekistan.svg Ӳспекстан 1
Flag of Ukraine.svg Украина 6
Flag of Kazakhstan.svg Казахстан 6
Flag of Belarus.svg Беларуç 7
Flag of Azerbaijan.svg Азербайджан 10
Flag of Germany.svg Германи 433
Flag of the United States.svg АПШ 1390

2010 çулхи çурла, 29 yandex.ru сайчĕ тĕнчере паллăлăхĕпе 25 вырăнта, Alexa.com рейтингĕпе килĕшӳллĕ[10]

[тӳрлет] Асăрхавсем

  1. ^ По данным Whois сервиса http://www.ripn.net:8080/nic/whois/
  2. ^ 1 тата 2 Яндекс подводит итоги 2009 года
  3. ^ comScore Reports Global Search Market Growth of 46 Percent in 2009
  4. ^ Структура акционерного капитала компании Yandex N.V. Официальные данные компании
  5. ^ Анастасия Голицына, Максим Гликин. Жесть доброй воли // Ведомости, 24.09.2009, 180 (2450)
  6. ^ Вакансии Яндекс. О компании
  7. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок ved_06_08 не указан текст
  8. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок .D0.AF.D0.BD.D0.B4.D0.B5.D0.BA.D1.81_.D0.BF.D0.BE.D0.B4.D0.B2.D0.BE.D0.B4.D0.B8.D1.82_.D0.B8.D1.82.D0.BE.D0.B3.D0.B8_2009_.D0.B3.D0.BE.D0.B4.D0.B0 не указан текст
  9. ^ Рейтинг популярности сайта по статистики Alexa.com на 26 августа 2010 года
  10. ^ Yandex.ru. Alexa (2010). Тĕрĕсленĕ 29 çурла уйăхĕн 2010.

[тӳрлет] Вуламалли

  • Гусев Владимир Сергеевич. Яндекс: эффективный поиск информации в Интернет. Краткое руководство. — М.: Диалектика, 2007. — ISBN 978-5-8459-1230-5

[тӳрлет] Каçăсем

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем