Контент патне куҫ

Çăкату

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çăкату, — авалхи пăлхарсен чи паллă хулисенчен пĕри.

Вырăс чăнлавĕсенче ăна Жукотин е Шукотин тесе çырни тĕл пулать. Арапсем тата ытти тухăçри çыравсенче ăна Джукетау тени те тĕл пулать. Кури Вантер çырса кăтартнă тăрăх, вăл хальхи Чистай хули патĕнче, Токауровка ялĕ çывăхĕнче пулнă. Тутарсен паллă историкĕ А. Х. Халиков та çак шухăшпа килĕшет. Çăкату Чулман Атăл хĕрринче, Чистайран инçе мар тесе çырать. Çăкату хулине Атăлçи пăлхар-чăвашсен чи малтанхи хулисемпе пĕрлех никĕсленĕ тесе шутлама пулать. Унта тĕрлĕ çулçӳревçĕсем те пырса çӳренĕ.

1236 çулта Çăкату тутуар-монголсене хирĕç чылай кĕрешнĕ. Юлашкинчен Батый эшкерĕсем ăна туртса илсе çунтарса янă. Пурпĕрех Çăкату çĕнĕрен чĕрĕлнĕ. Çакату хулине вырăс кунçул хучĕсенче XIV ĕмĕрте те асăннă. Анчах та унта тем сăлтавпа çак XIV ĕмĕрĕн чи вĕçĕнче пурăнма пăрахнă. 1396 çулта Суздальпе Чулхула вырăсĕсем Çăкату хулине çĕмĕрсе тăкнă хыççăн, кун пирки Никон кунçул çыравçи кăтартнă, вăл çĕнĕрен кирлĕ пек чĕрĕлсе тăрайман. А. Х. Халиков хăйĕн тĕпчев ĕçĕсенче Çăкату хулине XV ĕмĕрте ниçта та асăнман тесе çирĕплетет. Анчах ку тĕрĕс мар. Никон 1411 çулта Мускавпа Суздале хирĕç Пăлхарпа Çăкату кнеçĕсем кĕрешнине çырса кăтартнă. Çав çулхине вĕсем Чулхуларан инçе мар хальхи Лысково патĕнче, хăйсен ĕмĕртен пыракан тăшманĕсемпе питĕ хаяррăн çапăçнă. Çав çапăçура вара Çăкату кнеçĕ паттăрăн пуçне хурать. Тен, çакăн хыççăн Çăкату текех çĕкленсе каяйман пулĕ?..

Çăкату, Çăкату, Çăкату,

Хулана Чулман Атăл упра!

Çĕнĕ пурнăçшăн эсĕ кĕлту:

Пăлхарстан Туррине Танкăра.

Çăкату, Çăкату, Çăкату,

Хулана çӳллĕ ту эс, упра!

Улăп паттăр, атя тупа ту

Чăваша хăвармастăп тесе асапра.

1912 çулта пичетленсе тухнă Н. Спасский çырса пуçтарнă "Очерки по родиноведению" кĕнекере Çăкату хули 1431 çулта авалхи Атăлçи Пăлхар çĕрне вырăссем кĕрсе кайса ишсе çĕмĕрнĕ хыççăн йăлтах пĕтсе ларнă тесе çырнине вулама пулать.

Çапла вара, аслă та чаплă Çăкату тутар-монголсем килсе çунтарнă хыççăн тата икĕ ĕмĕре яхăнах пурăннă.

  • Пачкалов А.В. Материалы по истории денежного обращения Золотой Орды. М., 2019.