Контент патне куҫ

Чистай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чистай
Чистай

Хула гербĕ
Чистай гербĕ

Патшалăх: Раççей

Регион: Тутарстан

Никĕсленĕ: 1715

Хула, çултан: 1781

Халăх йышĕ, пин çын: 61,2 (2005)
Хула лаптăкĕ: 34,26 км2
Геогр. анлăхĕ: 54° 06′ ç.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 54° 08′ х.т.д.

Чистай (выр. Чистополь, тут. Чистай) — Тутарстан Республикин (РФ) хули. Чистай районĕн тата Чистай хула хутлăхĕн администраци центрĕ.[1]

Хула статусне 1781 çулта тивĕçнĕ.

Хула Чулман Атăлăн (Куйбышев шыв усравĕ) сулахай çыранĕнче, Нурлат чукун çул чарăнăвĕнчен (Чĕмпĕр-Ӗпхӳ йĕрĕ) 125 çм çурçĕрелле вырнаçнă. Автомобиль çулĕсен çыххи (Р239 — Нурлатпа Нижнекамск çинелле, Р239 çулпа — Хусанпа Пĕкĕлмене, Ăренпура), Чулман Атăл урлă кĕпер ПГТ Алексеевское. Хулан çĕр лаптăкĕ 16,8 çм².

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх йышĕ — 63,0 пин çын (2002)[2].

Наци йышĕ (1989):

Хула администраци пуçлăхĕ — Иванов Дмитрий Алексеевич[3].

Пĕрремĕш Пуш Уй çинчен çул çыравĕсенче XVII ĕмĕрĕн вĕçĕнче — XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çырнă.

Ял мĕнле тапранса кайнă пирки темиçе халап пур. Чи паллипе, кунта чи малтан таркăн крепоç хресченĕсем е раскольниксем хăйсен ирĕк вырăнне никĕс янă. Анчах та ХVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕсене кунтан кăларса янă, яла çунтарнă та вырăнта пуш уй çех юлнă. Çăлăнса юлнă çĕр ĕçченĕсем çĕнĕрен çурт-йĕр лартма тытăннă, часах çĕнĕ йыш килсе тĕпĕленнĕ, ятне вара çĕнĕ ял мăн пушара астуса йышăнать.

Пурăну вырăнĕ çав тери хăвăрт аталанма тытăннă, 1761 çулта кунта, халăх çыравĕпе, 1000 ытла çын пурăннă.

1781 çулта Екатерина II хушăвĕпе Чистое Поле салана Чистай ятлă уес хули статусне куçарнă, пайăр герба тивĕçтернĕ.

XIX ĕмĕр вĕçĕнче Чистай — тырă сутă-илӳн шĕкĕр вырăнĕ. 1917 çулчен — Хусан кĕпернин чаплăхĕпе иккĕмĕш (Хусан хыççăн) хули.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче Чистай Совет çыравçисен пĕрлĕхĕн кил йăви пулса тăрать. Борис Пастернак, Леонид Леонов, Клавдия Шульженко шăрантарнă «Синий платочек» юрă авторĕ Максимов кунта пурăннă.

Промăçлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Савутсем — сехет («Восток»), карап юсав, «Автоспецоборудование», автоюсав; радиокомпани «Вектор»; ПКП БИСТ, йывăç ĕçлĕх комбиначĕ, сĕтел-пукан фабрики.

Çăмăл промăçлăх предприятисем (çĕвĕç, трикотаж, пушмак фабрикисем) апат-çимĕç (ликер-водка завочĕ, кондитер фабрики, пулă завочĕ, аш-какай комбиначĕ, сĕт-çу комбиначĕ, çăкăр завочĕ).

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă вырăнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чистай хулан центрĕнчи лапам панорами
Чистай хулан центрĕнчи лапам панорами
Никольский собор
Мечеть Ихлас
Чистай стадионĕ
Ӳкерчĕк:Мемориал памяти (Чистополь).JPG
Мемориальный комплекс с вечным огнём
Аллея памяти
Скарятинский сад
Аллеи Скарятинского сада
ЧЧЗ «Восток»
  • Хула ĕçтăвкомĕн малтанхи çурчĕ.
  • Шыв паракан башня
  • Мăшăрлану керменĕ.
  • Мельников çурчĕ.
  • Перекет банкĕн тĕп çурчĕ.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]