Кури Вантер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кури Вантер
Çуралнă чухнехи ят: Комиссаров Гурий Иванович
Çуралнă вăхăт: Юпа, 3, 1883
Çуралнă вырăн: Патăрьел, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (Çĕрпӳ районĕ Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: Нарăс, 25, 1969
Вилнĕ вырăн: Санчурск х., Киров облаçĕ
Ĕçлев тĕсĕ: ăслăлăх чăваш фольклористикипе литература тишкерĕвĕн никĕслевçи, этнолог, историк тата тăван ен тĕпчевçи, çыравçă, журналист, тăлмач, чĕлхеçĕ, педагог, философ, çутлăхçă
Жанр: проза, публицистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Комиссаров Гурий Иванович (Кури Вантер) — чăвашсен паллă çыравçи, журналисчĕ, тăлмачĕ, чĕлхеçĕ, педагогĕ, философĕ, халăха çутта кăлараканĕ.[1][2]

Гурий Иванович чăвашла, вырăсла, ватă славянла, пушкăртла, тутарла, латинла тата французла калаçнă.

Унпа пĕрле ĕçленĕ тата ăна вĕрентнĕ çынсем: И.Я. Яковлев, Н.В. Никольский, П.М. Миронов, Н.И. Ашмарин, Ф.П. Павлов, И.Е. Ефимов-Тахти, А.И. Матвеева-Нухрат, С.В. Сухарев, К.Ф. Тарасов - Ухик, П.А. Петров-Туринке, И.Н. Антипов-Каратаев.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кури Вантер 1883 çулхи юпан 3-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи Патăрьел (халĕ Чăваш Республикин Çĕрпӳ районĕ) ялĕнче çуралса ӳснĕ.

1896 ç. Кури ялти пуçламăш училищинчен вĕренсе тухнă та 1897-1899 çç. Элĕкри икĕ класлă училищĕре пĕлу пухнă.

1903 ç. Кури Вантер Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçĕсесен шкулĕнчен вĕренсе тухсан Етĕрне уесĕнчи Персирланри пуçламăш шкулне ĕçе вырнаçнă.

1905-1906 çç. Кури Вантер – Етĕрне уесĕнчи вĕрентӳçĕсен пĕрлешĕвне йĕркелесе янă.

1906-1908 çç. вăл Ĕпхӳри чиркӳ семинарине вĕренме кĕнĕ, вырсарни кунхи шкулта пĕлӳ панă. 1908-1913 çç. – Хусанти чиркӳ академин арап-тутар кĕçĕн уйрăмĕн студенчĕ тата Императорăн Хусанти университетĕнче ирĕкле вĕренекенĕ.

1913 ç. Гурий Иванович турă сăмахĕн кандидачĕ магистер диссертацине хӳтĕлет; Ĕпхӳри чиркӳ семинарин инспекторĕн пулăшавçи , çаплах Ĕпхӳри 2-мĕш (харпăр) гимназинче сăмахлăх вĕрентӳçи пулса ĕçлет .

1916 ç. Ĕпхӳре унăн «Смысл мировой истории» кĕнекене пичетрен тухать; Ĕпхӳре яковлевăн пекех вĕрентӳçсен семинарине йĕркелемелли пирки ăнлантарать (Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕ).

1917 çулхи ака уйăхĕнче вăл Ĕпхӳри чăваш наци пĕрлешĕвне йĕркелесе ярать. 1917-1918 çулсенче Хусан епархин çыннисем ăна Пĕтĕм Раççейри Чиркӳ Соборне суйласа тивĕçтереççĕ.

1918 ç. – Çĕрпӳри хĕрарăмсен гимназинче вĕрентӳçĕ; Наци ĕçĕсен халкомат çумĕнчи чăваш уйрăмĕн инспекторĕ тата Тăлмач-кăларăв комиссин Çĕрпӳри кĕçĕн уйрăмĕн ертӳçи; 1918 ç. Ĕпхӳре Г.И. Комиссаровăн «Чăваш халăхĕн малашлăхĕ пур-и?» кĕнекене кăларать.

1920-1923 çç. Гурий Иванович кĕпернен музей комиссинче тăрăшать, çаплах штат тулашĕнчи Кăнтăр Урал музейĕн ĕçтешĕ.

1921 çулта Г.И. Комиссаров Хусанра чăвашла «Чăваш халăхĕн историйĕ» (1 п.) тата «Тăван çĕршыв» кĕнекесене каларать; Ĕпхӳре чăвашла «Ерекен чирсем» кĕнекене пичетленет.

1921-1925 çç. – Пушкăртстан педагогика техникумĕн вĕрентӳçи (тĕпĕр ĕçпе пĕрлех).

1922-1923 çç. – ПАССР вак халăх шкулĕсен программа меточĕсен комиссин председателĕ.

1923-1926 çç. – Ĕпхӳри Уралçум чăваш педагогика техникумĕн вĕрентӳ пайĕн ертӳçи тата верентӳçи пулса ĕçлет, кунтах вăл вĕренекенсене ялсене этнографи экспедицисене илсе çӳрет, К.В. Иванов ячĕллĕ литература кĕтесне тата хора ертсе пырать, шкул ачисемпе пĕрле алçырав журнал кăларать, К. Иванов, Ф. Павлов, Н. Ефремов тата М. Акимов пьесисемпе спектакль лартать, литература-вокаллă тата мусăк-ташă каçĕсене пуçтарать.

1924-1926 çç. – Пушпартшкулĕн вĕрентӳçи; Пушçутĕçхалкомĕн тăван ен тĕпчев секцин ертӳçи; Ĕпхӳри халăх çутĕç институчĕн «Пушкăртстан кун-çулĕпе этнографийĕ» курсĕн вĕрентӳçи.

1925-1926 çç. - ПАССР Халçуткомĕн Академцентрĕн шкулти тăван ен тĕпчев секцин ертӳçи; Педагогика вĕрентӳ йĕркелĕвĕсен программа меслечĕсен комиссин пайташĕ.

1925 ç. Вантера чуваш халăхĕн хута пĕлменлĕхне пĕтерес курссен ертӳçĕ пулма хушаççĕ.

1926-1931 çç. – Хĕвел тухăç педагогика институчĕн чăваш уйрăмĕн тата Хусанри чăваш педагогика институчĕн вĕрентӳçи; Тутарсен пролетари çыравçисен ассоциацийĕн чăваш секцин пайташĕ; Хусанти чăваш педагогика техникумĕнчи литература кĕтесĕн тата чăваш чĕлхин ăслăлăх кĕтесĕн ертӳçи; Мускаври чăваш культурине тĕпчекен Хусанти уйрăмĕн ертӳçи; Тутарсен радиокомитечĕн чăваш секторĕн ертӳçи.

1931-1936 çç. - Хусан университетĕнче, медицина институтĕнче, Совет правин институтĕнче, Совет йĕркелевлĕхĕн институтĕнче чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçи пулса, аслă пĕлӳ керменĕсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литература кафедрин ертӳçи пулса ĕçлет.

1936-1941 çç. - Бауман районĕнчи мăн çынсен шкулĕнче вырăс чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пырать; Хусан педагогика институтĕнче вĕрентет.

1933-1936 çç. – Хусанти финансă-экономика институтĕнче чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхин вĕрентӳçи.

1939 ç. - ТАССР-н вĕрентӳçĕсене ăслăлтас институчĕн чăваш чĕлхи кабинечĕн методисчĕ.

1941-1942 çç. - Хусанти 80-мĕш шкулăн вĕрентӳçи; медицина училищин вĕрентӳçи.

1942 çулта Кури Вантер Киров облаçĕн Санчурск хулине - арăмĕн тăван çĕр-шывне куçать; Санчурскри фармацевт шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин, латин чĕлхин вĕрентӳçи .

1946-1957 çç. - фельдшер-акушер шкулĕн латин, вырăс тата литературин вĕрентӳçи.

Чăваш халахĕн тĕпчевçи 1957 ç. канăва тухать.

1969 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕнче Кури Вантер вилет; ăна Киров облаçĕнчи Санчурск хулин çăви çине пытарнă.

Чăваш халăхне Кури Вантерĕн пехилĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчех чаплă чăваш асăннă халăх пĕтессине кăтартакан хăрушă паллăсем:

  1. Хастарлă ашшĕ-амăшĕ вырăнне юрăхсăр ача-пăча пулни
  2. Эрех-сăра ĕçме: чĕлĕм туртма юратни
  3. Сывлăх чакни
  4. Ухмах çурални
  5. Чăваш кăмăлĕ пăсăлни
  6. Урăх халăхсемпе хутăшса кайни
  7. Чăвашăн хăй ăсăпе тунă ырлăхсем (культура) çукки

Чăваш халăхĕ чапа тухассине кăтартакан ырă паллăсем:

  1. Чăвашăн авалхи пурнăçĕ
  2. Чăваш тунă ырăлăхсем (культура), юрă: сăмахлăх: тĕрĕ: ал ĕç культури
  3. Чăваш ĕçе юратни
  4. Чăваш хастарлăхĕ
  5. Чăваш ăсĕ
  6. Чăваш юррисем
  7. Чăваш кĕвви (мусăкĕ)
  8. Сăрпа ӳкерчĕксем çырма вĕренни
  9. Чăваш хăй пурнăçне лайăхлатма тăрăшни
  10. Чирсене эмеллеме вĕренĕç
  11. Вилекенне сахаллатма пулать
  12. Чăваш чунĕ пурăнăçшăн савăнни
  13. Чăваш ют халăха тухми пулĕ
  14. Чăваш хушшинче чăвашшăн çунакансем пур
  15. Чăваш халăхĕ пĕрлешме пуçлани
  16. Сапаланнă чăвашсем те: пĕтес мар тесен: пĕтмĕç
  17. Чăваш ĕрчени
  18. Чăваш чĕлхин чаплăхĕ
  19. Чăвашăн «литература» та пуçланса кайни
  20. Чăвашăн тĕнĕ çирĕпленни

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гурий Вантер сăвăсен, пьесăсен, статьясен авторĕ. Вăл Г. Бичер-Стоу хайланă «Хижина дяди Тома», Н.К. Лебедевăн «Один среди дикарей», «Жизнь и путешествия Миклухо-Маклая» кĕнекесене чăвашла куçарнă.

1911 ç. - Хусан университечĕн «Известия Общества археологии, истории и этнографии» ХVII томĕн пиллĕккĕмĕш ăслăлăх кăларăмĕнче Г.И. Комиссаровăн «Чуваши Казанского Заволжья» доклачĕ тухать.

1929 ç. Хусанра «Пирĕн тăван çĕр-шыв» (чăвашла) тепĕр хут пичетленĕ.

1916 ç. Ĕпхӳре «Смысл мировой истории» кĕнекене кăларать.

1918 ç. Ĕпхӳре Г.И. Комиссаровăн «Чăваш халăхĕн малашлăхĕ пур-и?» кĕнекене кăларать.

1932 ç. - Хусанра «Татарская АССР», «Сельское хозяйство Татарской АССР» ĕçсене пичетлет.

"Чăваш халăхĕн историйĕ", 1921, Хусан; 1990, Шупашкар.

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ĕпхӳ хулин Киров районĕнчи Чăвашсен П. М. Миронов ячĕллĕ вырсарни кунхи шкулĕн музейĕнче Г.И. Комиссарова халалланă экспозици пур.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • НИИ ЯЛИЭ Чувашской АССР, 23 ед. хр., 1900—1966.
  • Артемьев Ю. ХХ ĕмĕр пусламашĕнчи чăваш литратури. Шупашкар, 1992 с., с.135-150.
  • Комиссаров Гурий. К этнографической карте Козьмодемьянского, Цивильского, Чебоксарского и Ядринского уездов: объясн. зап.-Казань: Типо-лит.Имп.Ун-та, 1912.-С.448-455.-В кн.: Казан. Ун-т. Изв. о-ва археологии, истории и этнографии: Т.28, вып.4-5.
  • Кондратьев А. Свет из Симбирска. Уфа, 1998 г.
  • Их имена останутся в истории. Выпуск 2. Сост. А.В. Изоркин. Чебоксары, 1994 г.
  • Как поставить краеведение в школах и учительских организациях Башкирии. Уфа, 1925.
  • Гурий Комиссаров - краевед и просветитель. Сост. А.А. Кондратьев. Уфа, 1999 г.
  • Революцичченхи чăваш литератури. 2 том, 1 кн. Пухса хатĕрлекенĕсем А.В. Васильевпа Г.Ф. Юмарт. Шупашкар, 1988
  • Сердцу близкие имена. Сост. А.А. Кондратьев. Уфа, 1996 г.
  • Смысл мировой истории. Уфа, 1916 г.
  • Чăваш сăмахлăхĕ, 2 пайĕ, 10 класс. Шупашкар, 1996 г.
  • Кăмиссар В. К. Эпир çуралнă çĕр-шыв. Хусан 1921 çул. 2021 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
  • Комиссаров Г. И. Чăваш халăхĕн историйĕ. Хусан - 1921 çул. 2021 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]