Çăлтăр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çăлтăр (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Хĕвел — пире чи çывăх çăлтăр

Çăлтăртӳпери ĕскер, хăйĕнчен тухакан çутăпа çутатаканскер. Ытти ĕскерсенчен килсе хăйĕн çинчен сулăннă çутăпа йăлтăртатакан тÿпери ĕскерсене çăлтăр темеççĕ.

Чи ҫывăх çăлтăр — Хĕвел. Ытти çăлтăрсем те çавнашкал объектсемех, анчах та, Çĕртен аякра пулнипе, каçхи тӳпере çутă пăнчă пек çеç курăнаççĕ. Кăнтăрла вара çăлтăрсен çутине Хĕвел ялкăшăвĕ хупласа хурать.

Палăрăмлăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

хĕвел масси:  кг
хĕвел çутăлăхĕ:  Вт
хĕвел радиусĕ: м

Инçĕш[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çывăх çăлтăрсем патне çитмелли хушăна çулталăкри параллакс меслечĕпе тупаççĕ. Сăмахран, Вега çăлтăр патне çитмелли хушăна Раççей астрономĕ Струве Василий Яковлевич 1837-мĕш çултах тĕплĕн палăртнă[1].

Масса[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иккĕллĕ çăлтăр шутĕнчи çăлтăрăн йывăрăшне тĕп-тĕрĕс виçме пулать. Ăна Кеплерăн виççĕмĕш саккунĕпе шутласа тупаççĕ. Çак тупсăмăн йăнăшлăхĕ — 20% — 60%, чылайрах вăл çăлтăр патне çитмелли хушăна виçес йăнăшлăхĕнчен килет. Пур чухне те çăлтăрсен йывăрăшне тӳрĕ мар кăтартусем урлă (тĕслĕхрен, çăлтăр çуттин хăвачĕ) шутласа кăлараççĕ. [2].

Çăлтăрсен тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăлтăрсен çуралăвĕ тата аталанăвĕ (эволюцийĕ)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Çăлтăр аталанăвĕ Çăлтăрăн ĕмĕрĕ сивĕ сайра газ пĕлĕтĕнчен пуçланать, çак пĕлĕт харпăр хăйĕн туртăм вăйĕпе чăмăртанма тытăнать. Чăмăртаннă чухнехи гравитаци хăвачĕ ăшша каять, газовой глобулы температури ӳссе пырать. Тĕшĕри температура темиçе миллион Кельвина çитсен термотĕшĕллĕ хутшăнусем тапранаççĕ те пăчăртану чарăнать. Çак тапхăр çăлтăр кун-çулĕн вăрăм пайĕ пулать, ун чух, вăл тĕшĕре çунăк янтăхĕ пĕтичченех, Герцшпрунг — Рассел диаграммин тĕп умлă-хыçлăхĕнче курăнать. Çăлтăр варринче пур водород гелие куçса вĕçленсен, гелий тĕшшин хĕрринче малалла тăсăлать.

Çак вăхăтсенче çăлтăр ăшчикĕ самаях улшăнать. Унăн çутăлăхĕ ӳсет, çӳлти сийĕсем сарăлса пыраççĕ, çийĕнчи температури ӳкет — çăлтăр хĕрлĕ гигант шайне куçать. Изотермиллĕ гелий тĕшшин йывăрăшĕ пысăкланса кайсан, вăл хăйĕн пусăмне чăтаймасăр пăчăртанма тытăнать; çак ĕçре çӳле хăпарса каякан температура термотĕшĕллĕ гелий йывăрăшлă элементсене куçаççĕ.

Çăлтăрсен классификацийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăлтăрсене çутăлăхĕпе, йывăрăшĕпе, çийĕнчи температурипе, хими шучĕсемпе, спектăрăн (Спектăр класĕ) уйрăмлăхĕпе тата темиçеллĕхĕпе палăртаççĕ.

Темиçеллĕ çăлтăрсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăлтăр ушкăнĕсем пĕрреллĕ тата темиçеллĕ : иккĕллĕ, виççеллĕ тата нумайлă пулаççĕ. Пĕр ушкăна вунă çăлтăр ытла кĕрет пулсан, ăна çăлтăр капламĕ теççĕ.

Иккĕллĕ (темиçеллĕ) çăлтăрсем космослăхра питĕ чылай. Хăш шутсемпе галактикăри 70% çăлтăр темиçеллĕ [3]. Çĕр çумĕнчи 32 çалтăртан 12-шĕ темиçеллĕ, çав шутра 10 иккĕллĕ тата чи йăлкăр курăнакан çăлтăр — Сириус. Хĕвел системинчен 20 парсек хушăра 3000 çăлтăр, вĕсенчен çуррине яхăн – пур тĕсĕллĕ иккĕллĕ çăлтăрсем[4].

Çăтакан шăтăксем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕччен çăлтăрăн аталанăвĕ (эволюцийĕ)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

пĕчĕк йывăрăшсем 0.08Msun<M*<0.5Msun

вăтам йывăрăшсем
0.5Msun<M*<8Msun

йывăр çăлтăрсем
8Msun<M*<60-100Msun

0.5Msun<M*<3Msun 3Msun<M*<8Msun 8Msun<M*<10Msun M*>10Msun

тĕшшинче водород çунни

шурă гели карликĕсем

пĕтмен He тĕшши

пĕтмен He тĕшши

  гели хыпса кайни  

гели тĕшĕре тăнăç çунни

CO шурă карлик

пĕтнĕ CO тĕшĕ пĕтмен CO тĕшĕ
 

углеродлă дет.

углерод тĕшĕре çунни. CO —> Fe

углерод тĕшĕре çунни. C -> O, Ne, Si, Fe, Ni..

O,Ne,Mg…шурă карлик е нейтронлă çăлтăр

çăтакан шăтăк

Пĕччен çăлтăрсен эволюцийĕн йĕрки. В. А. Батуринпа И. В. Мироновăн тăрăх

Çăлтăрсен палăртăвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пирĕн Галактикăра 100 млрд. ытла çăлтăр. Мăн телескопсемпе çапса илнĕ тӳпе сăнӳкерчĕкĕсенче çав тери нумай çăлтăр курăнать, вĕсене пурне те ят пани те усăсăр. Галактикăри 0,01 % яхăн çăлтăра каталога çырнă. Çапла, пысăк телескопа курăнакан нумай çăлтăра шутласа палăртман, шута кĕртмен.

Чи паллă çăлтăрсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

палартăвĕ ячĕ çăлтăр капламĕ курăмлă çăлтăр калăпăшĕ Çĕр çинчен çăлтăр çине (çут çул) Çырса кăтартни
1 α Центавра Проксима Центавра Центавр +11,09 4,225 Хĕвел çывăх çăлтăр
2 α Большого Пса Сириус Большой Пёс -1,43 8,58 Çĕр çинчен сăнамалли чи йăлтăркка çăлтăр
3 α Малой Медведицы Поляр çăлтăрĕ Малая Медведица +1,97 431,4 Паллă навигаци çалтăрĕ, çурçĕр тĕлне кăтартать
4 Килĕн η Киль +6,21 7000–8000 Гипергигант. Чи пысăк та чи йăлтăркка çăлтăрсенчен пĕри, Хĕвелтен 5 млн хут çутăрах.
5 α Скорпионăн Антарес Скорпион +1,06 604 Çĕре чи çывăх çăлтăрсенчен чи пысăкки те чи йăлтăркки. Мăн телескоп витĕр пăнчă пек мар, диск евĕр курăнать[5]
6 HIP 87937 Барнард çăлтăрĕ Змееносец +9,53 5,963 Чи пысăк харпăр куçăм хăвăртлăхлĕ çăлтăр
7 PSR B1919+21 (акăлч.) Лисичка ? 2283,12 Пĕрремĕш уçнă пульсарсем (1967 çул)

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ http://genon.ru/GetAnswer.aspx?qid=2795002f-d1f6-49ac-b1fe-0a20fd5ad766
  2. ^ http://www.astronet.ru/db/msg/1188435
  3. ^ http://www.astronet.ru/db/msg/1188258
  4. ^ http://www.astronet.ru/db/msg/1171338
  5. ^ http://nauka.relis.ru/35/0210/35210066.htm Архивленĕ 6 Ҫу уйӑхӗн 2008 çулта.