Контент патне куҫ

Çăлтăрсен çаврăнăвĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хăвăрт çаврăннине пула лапчăннă Ахернар çăлтăра кăтартакан иллюстраци

Çăлтăр çаврăнăвĕ — çăлтăр хăйĕн тĕнĕлĕ тавра çаврăмлă куçăмсем туни.

Çаврăну хăвăртлăхне спектрти линисем куçнине кура е çăлтăр çийĕнчи активлă элементсем («çăлтăр çинчи пăнчăсем») куçнине пăхса палăртма пулать. Варринченле вăйсене пула, çăлтăр çаврăнăвĕ экватор тĕлĕнче мăкăрăлчăклăх çуратать. Çăлтăрсем хытă ĕскерсем маррипе вĕсен çаплах дифференциаллă çаврăну пулаять темелле; урăх сăмахсемпе, çăлтăр экваторĕ, ытти анри талккăшсемпе танлаштарсан, урăх кĕтесле хăвăртлăхпа çаврăнма пултарать. Хăвăртлăхăн кунашкал уйрăмлăхĕсем çăлтăрăн магнит уйне генерацилес тĕлешĕнчен питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çăлтăрăн магнит уйĕн çăлтăр çилĕпе çыхăну пур. Çăлтăр çилĕ çăлтăртан тухать, магнит уйĕ çав çилпе хире-хирĕç вăйăма кĕрет те çакна пула кĕтес саманчĕ çăлтăртан тăвăла куçать, лешĕ ăна «илсе каять», çакнашкал куçару вара вăхăт иртнĕçем çăлтăрăн кĕтесле хăвăртлăхне чакарать.

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Ахăртнех пур планета та кĕтмен çĕртен Хĕвел çине ӳкрĕç пулсан, çутпарăç хальхинчен 50 хутчен хăвăртрах çаврăнма тытăнĕччĕ, пур ĕскерĕн куçăм шучĕн саманчĕ упранса юлмалла, пĕтĕм планетăн йывăрăшĕ Хĕвелĕнчен питĕ çăмăл[1].
  • π5 Орионри виç тĕнĕллĕ эллипсоид формиллĕ (дыня пекскер темелле) çăлтăр хăвăрт çаврăнать. Çĕр патнелле анлă/ансăр енĕсемпе çаврăннă чухне тĕрлĕрен ялтăрăвĕпе курăнать[2].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Вращение звёзд / Рузмайкина Т. В. // Физика космоса: Маленькая энциклопедия / Редкол.: Р. А. Сюняев (Гл. ред.) и др. — 2-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1986. — С. 179—182. — 783 с. — 70 000 экз.