Контент патне куҫ

Ĕмĕрхи чĕнӳ (телесериал)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ĕмĕрхи чĕнӳ
Вечный зов
Фильм постерĕ
Режиссёр Владимир Краснопольский
Валерий Усков
Тĕп рольсенче Иван Лапиков
Петр Вельяминов
Олег Басилашвили
Ефим Копелян
Владлен Бирюков
Николай Иванов
Вадим Спиридонов
Валерий Хлевинский
Андрей Мартынов
Юрий Смирнов
Николай Еременко (асли)
Кинокомпани Мосфильм
Тăсăлу 1326 минут
Патшалăх СССР
Çул 1973—1983
IMDb ID 0331802

«Ĕмĕрхи чĕнӳ» (выр. Вечный зов) — Анатолий Ивановăн пĕр ятла романĕпе хайланă телесериал.

Пĕрремĕш фильм

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1 сери — «Пичче»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1906 çул. Фронтран киле — çĕпĕр ялне — икĕ арçын таврăнать. Пĕри урасăр, тепри — ӳпкери пульăпа. Кӳршĕри Савельев çемьинче виççĕ ывăл — Антон, Хĕветĕр тата Йăван. Асли - Антон хулана ĕçе каять,унта вăл большевиксемпе çыхланать.

2 сери — «Шурăмпуç умĕн»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1914 çул пырать. Иван Савельев Михаил Кафтанов ялти пуян патĕнче лаша пăхать, унăн хĕрне Аннăна юратса пăрахать. Унăн пиччĕшĕ Хĕветĕр хуçан шанчăклă тарçи пулса тăрать. Фронтран Поликарп Кружилин тавранать, ăна чăрсăр пулнипе Кафтанов салтака панă. Вĕсем хушшинче хирĕçӳ сӳнмен. Хулара Антона аресленĕ.

3 сери — «Мĕне эсĕ ĕненетĕн?..»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1916 çул. Антон тĕрмерен тарать, анчах та ялта ăна каллех тытаççĕ. Демьян Инютин — Кафтанов «йытти» — Хĕветĕре Анфискăна «пăсма» хушать, çапла вăл Кирьян ывăлне хĕртен уйăрасшăн. Патшана сирпĕтнĕ хыпар яла çитет.

4 сери — «Пăлхав»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1918 çул. Çĕпĕрте шурă гварди пăлхавĕ. Кафтанов кулаксен отрячĕпе Поликарпа тытса пĕтерсе хурасшăн, Хĕветĕре пулăшма килĕшменшĕн, пушăпа хĕртет. Хулара Лахновский Антона персе пăрахма хушать, анчах та пĕр конвоирĕ ăна тарма пулăшать. Яла карательсен экспедицине яраççĕ, Савельевсен ашшĕ пулăшнипе партизансем çын çӳремен ту хушăкĕнче тарса пытанаççĕ. Вĕсемпе пĕрле Хĕветĕрпе Анна та каяççĕ.

5 сери — «Чул шăтăкĕнче»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Партизансем пытаннă ту хушăкне йĕри-тавра «шуррисем» ярса илнĕ, вĕсене выçлăхпа туртса кăларасшăн. Кафтанов Йăвана тыткăна лекнĕ Панкрат Назарова персе пăрахма хушать, анчах та лешĕ пĕр ял çыннине ирĕке ярать.

Шурă гварди полковникĕ Йăванăн ашшĕпе амăшне партизансене тарса ӳкме пулăшнăшăн çакма хушать. Юлашки самантра амăшне çавах каçараççĕ. Партизансем ту хушăкĕнчен тухса сасартăк «шуррисен» тĕкĕрчĕ çине тапăнаççĕ. Çапăçура Хĕветĕр полковника персе пăрахать, Кафтанов тарса çухалать. Вăрттăн пӳртĕнче вăл хăйĕн хĕрне партизансемпе çыхланнăшăн мăшкăллама парать. Йăван Кафтанова вĕлерет те чысне пĕтернĕ Аннăна партизансем патне йăтса каять.

6 сери — «Таврăну»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1925 çул. Пиллĕк çул тĕрмере ларса Савели Йăванĕ ирĕке тухать. Аннăпа Хĕветĕрĕн, Анфисăпа Кирьянăн ачасем ӳсеççĕ. Анфиса çаплах упăшкине асап кӳрсе Хĕветĕре çулăхать. Яла колхоз йĕрки кĕрет. Вăрмансенче Лахновский банди ашкăнать. Яла Йăван хăйĕн арăмĕпе Агатăпа таврăнать. Унăн тӳрех Хĕветĕрпе хирĕçу хыпса тухать, вăл ăна ашшĕ вилнине каçараймасть. Хĕрлĕ партизан Яков Алейников халĕ ШЕХК тӳри-шари, Лахновские тытать. 1933-мĕш çул.

7 серия — «Хамăр çĕр çинче»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Провокатор пулнă Петĕр Полипов, халĕ парти ертӳçи, ун патне персе пăрахнă Лахновскин хĕрĕ пырать те ашшĕ сывах пулнă пирки пĕлтерет. Яла кино илсе пырсан çынсем экран çинче хăйсен ентешне, Антон Савельева, палласа илеççĕ. Хĕветĕр хăйĕн шăллĕпе Йăванпа «свести счёты» подговаривает Кирьяна со своим братом Иваном. Çакăншăн Хĕветĕр Анфисăна текĕнмест тесе шантарать. Йăвана суя айăплавпа ареслеççĕ.

8 сери — «Тĕрĕслев»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Агата хулан Антон патне упăшкине кураймансăр айăплана тесе, пулăшу ыйтма каять. Партире идут тасатусем пыраççĕ. Çак самантпа усă курса Пётр Полипов хăйĕн позицине çирĕплетет. Кружилина çăлас тĕллевпе обком секретарĕ Субботин ана Ойротие (Туçи Алтай) куçарать. Кружилин вырăнне райком секретарĕ пулма Полипова лартаççĕ. Яков Алейников арăмĕ умĕнче чунĕпе пăтранса кайнă пирки пĕлтерет. Арăмĕ унран уйрăлать.

9-мĕш сери — «Вăрçă!»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Поликарп Кружилина Ойротинчен Шантарана тавăрса райком секретарĕ пулма — ĕçе сапаласа янă Полипов вырăнне — çирĕплетеççĕ. Михайловкăра Фёдор çаплах ăрăмне Анфисăпа улталать. Тĕрмерен Иван Савельев таврăнать. Яла хăрушă хыпр çитет: вăрçă!

10 сери — «Шиклĕ кунсемпе каçсем»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шантарана эвакуациленĕскерсем килеççĕ. Хыççăнах — фронт валли снаряд кăларма савут хатĕрĕпе эшелон çитет. Савута чӳкĕн 20-мĕшĕнче ĕçе яма хушнă. Яков Алейников Кирьянпа Анфиса патне Вера хĕрне çураçма пырать. Шантарана çĕнĕ савут директорĕ Антон Савельев килет. Вăл тыткăнра Петр Зубовпа — Фёдор вĕлернĕ полковникăн ывăлĕпе — пĕрле пулнине каласа парать. Çаплах, ăна кунти станцире курнине асăнать. Алейников сутăнчăк-диверсанта тытма шантарать.

11 сери — «Штурм умĕн»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Антон Савельев хăнана хăйĕн шăллĕсене — Йăванпа Хĕветĕре — чĕнет. Çурастару ĕмĕчĕ пулаймасть: Хĕветĕр халиччен те шăллĕне ашшĕн вилĕмĕ пирки айăплать. Анфисăна Хĕветĕрпе çыхланса çӳренĕшĕн каçарса Кирьян хăйĕн ирĕкĕпех фронта тухса каять. Райĕçтăвком председателĕ Полипов «Хĕрлĕ партизан» колхозăн председателĕ Панкрат Назаров тулă вырăнне ыраш акнă пирки обкома евитлет. Субботинпа Кружилин колхоза кайса килсе çĕр ĕçтешĕ тĕрĕс тăрăшнине ăналанаççĕ.

12 сери — «Этем шăписем»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алейников Петĕр Зубовпа Макар Кафтанова ареслет. Çакăн хыççăн вăл Верăна чунтан савать пулин те качча илме пултарайманни пирки калать. Савельев Йăвана усал тунăшăн чунĕ вăркăшнине пĕлтерет. Хĕветĕр Аннăран уйрăлса Анфиса патне каясшăн пулать, анчах та ăна еркĕнĕ йышăнмасть — упăшкине вăрçăран кĕтме пулать. Çын чăтма пултарайман асапа тӳссе шантарсем савута хута яраççĕ. Çĕпĕрсем фронта Хĕветĕрĕн ывăлне Çемене, Савельев Йăвана, Алейников Яккăва фронта ăсатаççĕ. Зубов Петĕре те «хăйĕн юнĕпе Тăван çĕршыв умĕнчи çылăхне тасатма» штрафбата илсе каяççĕ. Пурĕ ие çĕнтерĕве шанаççĕ…

Иккĕмĕш фильм

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1 (13) сери — «Çулăмпа харсăрланнисем»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1942 çул. Савутăн снаряд ампарне вут-çулăм ярса илет, сӳнтернĕ чухне Антон Савельев çут тĕнчерен уйрăлса каять. Йăван Савельевпа унăн Хĕветĕр пиччĕшĕн ывăлĕ Çемен фронта çитеççĕ. Пĕрремĕш çапăçурах экипаж тăшманăн пиллĕк танкне çулăма кĕртет. Савельев Хĕвтĕр фронта каяс кăмăлпа райком секретарĕ Кружилин патне пырать.

2 (14) сери — «Кĕлленнĕ юрату»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фронтри лăпкă кунсенче Çемен Ольга Королевăпа — партизан тĕкĕртĕн çыхăнуçипе — паллашать. Унăн куçĕ умĕнчех амăшне нимĕçсем вĕлернĕ. Иккĕ урасăр тăрса юлнă Кирьян Инютин хоспитăльре иккĕмĕш этажран сикесшĕн пулать. Хĕветĕр нимĕçсен тыткăнне лекет те «старого знакомого» — бывшего следователя царской охранки Лахновского. Лахновский узнает о том, что где-то поблизости в армейской газете работает Пётр Полипов, которого он когда-то завербовал и сделал провокатором. Вăл Полипова тупма шухăшлать.

3 (15) серия — «Огонь и пепел»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Яков Алейников, фронтра тăшман тылĕнче разведкăпа диверсисемпе хăтланаканскер, хăй «тĕне кĕртнĕ» (тĕрмерен хăтарнă) Петр Зубова тĕл пулать. Яков тăшман тылне рейда кайма хатĕрленнĕ чухне тепĕр «тĕне кĕртнине» (тĕрмене лартнă) Иван Савельева тĕл пулать. Лешĕ Çемен çапăçура çухалнă пирки каласа парать. Алейников Йăвана унăн тăван пиччĕшĕ — Çемен ашшĕ — Хĕветĕр нимĕçсем патĕнче каратель пулса хĕсметре тăни çинчен каласа парать. Йăван унăн тĕкĕрчĕпе кайма кăмăл тăвать.

4 (16) сери — «Хирĕç тăни»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алейников отрячĕ нимĕç базине тапăнсан Лахновский вилет. Кунта икĕ тăван — Йăванпа Хĕветĕр тĕл пулаççĕ, кĕçĕнни аслине вĕлерет. Операци хыççăн Йăван Ольгăпа курса калаçать, хĕр ăна таçта çĕтнĕ Семёнăн ачине çийре йăтса çӳренине пĕлтерет. Семён Зубовпа тата Максим Назаровăн «Хĕрлĕ партизан» колхоз председателĕн Панкрат Назаровăн ывăлĕпе пĕрле концлагере лекет. Çав вăхăтрах урасăр Кирьян пуйăссем тăрăх «кĕлмĕçленсе» çӳрет— вăл арăмне хăйĕн чăлăхне пĕлтермест. Обком секретарĕ Субботин хăйĕн виççĕмĕш —юлашки ывăлĕ — пĕтнĕ пирки хыпар илсен вилсе каять.

5 (17) сери — «Ырату тата тарăху»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вут-кăварта сарăмсăр вилнĕ Антон Савельевăн арамĕ Полина Полиповăпа- Лахновскин хĕрĕпе — хирĕçнĕ хыççăн чĕре туртнипе вилсе каять. Анфиса, Кирьян пирки хыпар илсен, ăна чукун çул чарăнăвĕнче тупать те хаваспах киле тавăрать. Иван Савельевăн арăмне Агатăна колхоз уттине вăрлакан хурахсем вĕлереççĕ. Çакăн хыççăнах фронтран сылтăм аллине татнă Иван таврăнать.

6 (18) сери — «Намăслăх»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1957 çул. Полипов каллех Шантара парти райкомĕн секретарĕ, Поликарп Кружилинăн ывăлĕ Василий район хаçачĕн редакторĕ. Иван Савельев — "Хĕрлĕ партизан" колхозăн председателĕ, Поликарп — колхоз парторгĕ. Иванпа Кружилин-асли Полиповпа ял хуçалăхен çĕнĕ меслечесем пирки тавлашаççĕ. Урасăр Кирьян Инютин пурнăс шайне кĕрет, вăл колхозра шутлавçа пулса тăрăшать. Сутăнчăк ĕçĕшĕн тĕрмере ларса тухса тăван çĕре Назаровăн ывăлĕ Максим таврăнать. Ашшĕн каçарăвне кĕтсе илеймесĕр вăл хăй çине ала хурать, ашшĕ вара, сутăнчăк каçарайманнишĕн ывăлне юратнипе, унăн вилтăпри çинче çут тĕнчерен уйрăлать. Пётр Зубов килет, Семён пирки каласа парать, вĕсем концлагерьтен тарсан çухалса кайнă.

7 (19) сери — «Вилĕмсĕрлĕх»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1961 çул. Михайловкăна Ольга Королёва хĕрĕпе килет. Иван вĕсене Семён амăшĕ — Анна — патне илсе пырать, унта Ольга Яков Алейников епле асапланса вилни пирки (ăна чĕрĕллех пăлхавçăсем çунтарса янă) каласа парать. Анчах та Ольга Анна умĕнче хăйен хĕрне çуратнă вăрттăнлăхне пытараймасть. Кĕçех Анна патне Норвегирен çыру çитет, унта концлагерьтен тарнă Семён вăрçнă, пуçне хунă. Аннăпа Дмитрий Норвегие Семенăн вилтăпри çине каяççĕ. Полипов Кейӳре пăлхавçăсене айăплакан процесс çинчен пĕлет, унтах Валентика айăплаççĕ. Çак ĕç тăршшипе Полипов хушамачĕ сиксе тухать те партин обкомĕ тĕпчеме тытăнать. Полипов охранкăпа пĕрлĕ ĕçленине паллă пулать, ăна партирен кăлараççĕ. Поликарп Кружилинăн ывăлĕ "Хĕрлĕ партизан" колхозăн председателĕ пулса тăрать, Дмитрий Савельева Ганка çырупа чĕнсе ярать.

Кăсăк фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Фильма темиçе татăкпа — 1973 çултанпа 1983 çула çити — кăтартнă.
  • Кафтанов ролĕ — Е. З. Копелянăн кинори юлашки ролĕ.
  • Хăйĕн масштабĕпе, сюжечĕпе, ĕç-пуç саманипе «Ĕмĕрхи чĕнӳне» тепĕр нумай сериллĕ фильм — «Ĕмĕлкесем кăнтăрла çухалаççĕ» — çывăх, çапах та пĕрремĕшĕ эпос повеçĕ шутланать.

# А Б В Г Д Е Ё Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Щ Э Ю Я

Пултарулăх ушкăнĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Режиссерсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳнерлекен операторсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сценари авторĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лартакан сăнарçăсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]