Абрамов Василий Никифорович
Курӑнакан калӑплав
Василий Никифорович Абрамов (Иревли В.) (31.03|1882-1937) — чăваш сăвăçи, халăх пултарулăхне (фольклор) пуçтаракан.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хусан кĕпернинчи Чистай уесне ( Халĕ Тутарстанăн Октябрьски районĕ) кĕрекен Кайтан ялĕнче çуралнă.
Литература ĕçне Раççейри пĕрремĕш революци вăхăтĕнче хутшăнать: сăвăсем çырать, халăх юррисене пухать.
Чăваш совет поэзине никĕсленĕ Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ çинчен Канаш" хаçатра 1920-мĕш çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче "Çыру" ятлă статьяра çырса кăтартать.
Хусанти учительсен семинарийĕнче вĕренет, 12 çул хушши Шупашкар уесĕнчи Ишекри 2 класлă шкулта учительте ĕçлет, каярах тăван тăрăха куçса килет. Çĕнĕ Таяпари, Салтакъелти пуçламăш шкулсенче вĕрентет, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăнать.