Контент патне куҫ

Абхази эрехĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Абхази эрехĕсем

Абхази эрехсем- Абхази патшалăхĕнче тунă эрехсем.

Абхазире эрехсем авалхи самантсенченех тума пуçланă. Вырăнти эрехтăваслăх ĕçе 4 пин çул каялла пуçарса янă. Эрехе тăмлă амфорăсенче (квеври ятлă) ватăлатнă. Квеврине çĕре чавса вырнаçтарнă.

Паян та ку меслетпе абхазсем килти эрехе тăваççĕ. Промăçлă эрехтăваслăхĕ 1925-мĕш çултанпа пуçланать - Сухумри эрех заводне хута янă. 1960-1990 çулсенче ку завод хăвăрт аталаннă.

1999 çулта "Абхази эрехĕсем тата шывĕсем" компани завод цехĕсенче çĕнĕ ĕç хатĕрĕсене вырнаçтарнă. 2007 çулта "Гагрă коньяк заводне" никĕсленĕ( 3-çулхи "Айнар" тата 3,5,7-çулхи "Абхазия" коньяксем кăларать).

Иçĕм çырлин сорчĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авалхи самантран Абхази енче вырăнти иçĕм сортсем ӳстернĕ.ХХ-мĕш ĕмĕрте ют çĕршывран çĕнĕ сортсем тымар яраççĕ. Паян Абхази Республикмнче 1500 гектар çĕр çинче тĕрлĕ иçĕм сортне курма пулать: Изабелла, Чхавери, Цоликоури, Каберне совиньон, Саперави, Мерло, Качич, Ауасархуа, Ркацители тата Алиготе. 2005 çултанпа экспериментлă сортсене ӳстерме пуçларĕç: Траминер, Санджовезе, Верначча, Канайоло, Оджалешти, Мальбек, Шардоне,Совиньон Блан, Гамэ т.ыт.

Ассортиментчĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
ят никĕсленĕ çул эрехĕн тĕсĕ эрехĕн тип пылак шайĕ г/дм3 хытăлăх % алк. иçĕм сорчĕсем ята ăнлантарни
Букет Абхазии 1929 хĕрлĕ çурма десертли 140 16 Изабелла Абхази чечек пуххи
Лыхны 1962 хĕрлĕ çурма пылакли 30-40 9-11 Изабелла абхаз ялĕ
Апсны 1970 хĕрлĕ çурма пылакли 30-40 9-11 Каберне совиньон,Саперави "абхазлă патшалăхĕн ячĕ"
Эшера 2002 хĕрлĕ çурма пылаксăрри 8-18 9-11 Изабелла т.ыт. "Ял ячĕ"
Чегем 2002 хĕрлĕ пылаксăр çук 10-12 Каберне совиньон "Ял ячĕ"
Амра 2002 хĕрлĕ çурма пылаксăрри 8-18 10-11 тĕрлĕ сортсем "Хĕвел"
Радеда 2002 хĕрлĕ пылаксăр çук 10-12 Изабелла "туй юрри"
Кагор Новый Афон 2010 хĕрлĕ десертли 160 16 тĕрлĕ сортсем "чĕркӳ ячĕ"
Псоу 1962 шурă çурма пылаксăрри 30-40 9-11 Цоликоури е Рислинг,Алиготе "юханшыв ячĕ"
Анакопия 1978 шурă çурма пылаксăрри 8-18 9-11 Рислинг,Ркацители "ял ячĕ"
Диоскурия 2002 шурă пылаксăр çук 10-12 тĕрлĕ сортсем "авалхи Абхази ячĕ"

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]