Агни Йога

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
«Аум» кĕнекен юлашки страници, 1936 çул

Агни Йога — авалхи тата паян кунхи чи паха философи, тĕн, ăслăх вĕрентĕвне пĕтĕçтерсе тăракан этемлĕх тума пултарнă ӳсĕм. Вĕсем пĕр-пĕрне хирĕçлемеççĕ анчах мар, вăйлатаççĕ, çав вăхăтрах ӳстереççĕ те. Агни Йога вĕрентĕвĕн пур пайĕ те чун хавалĕ енчен пуян, пурнăçра усă курма юрăхлă, çавăнпа ăна урăхла Чĕрĕ Этика теççĕ.[1]

Агни Йога вĕрентĕвĕ пирки кĕнеке ярăмĕнче çырса кăтартнă. Çак кĕнекесене паллă шухăшлавçăсем - Елена Ивановна тата Николай Константинович Рерихсем - Агни Йога никĕслевçи Мориа Владыкăпа тачă хутшăннă хыççăн çырнă. Ахальтен мар Елена Ивановнăна Агни Йога Амăшĕ тенĕ. Вăл çырса хăварнипе «Листы сада Мории. Зов» (1924 г), «Листы сада Мории. Озарение» (1925 г), «Община» (1926 г). «Агни Йога» (1929 г), «Беспредельность, 1 часть» (1933 г), «Беспредельность, 2 часть» (1934 г), «Иерархия» (1931 г),«Сердце» (1932 г), «Мир Огненный, 1 часть» (1933 г), «Мир Огненный, 2 часть» (1934 г), «Мир Огненный, 3 часть» (1935 г), «Аум» (1936 г), «Братство» (1937 г), «Надземное», «Письма Елены Рерих» кĕнекесем пирĕн пата çитнĕ.[2]

Сĕм авалхи пĕлӳсене тата хальхи наука çитĕнĕвĕсене тĕпе хурса, çынна космосăн пĕр пайĕ пек пăхса Агни Йога этемлĕхĕн космосри аталанăвне уçса парать те çĕнĕ пĕлӳ патне илсе пырать. Космос Саккунĕсем унта уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Çак Аслă Саккунсем планетăсем куçнине, çутçанталăк тытăмĕ ӳснине, çăлтăрсем çуралнине, этем тыткаларăшне, çутçанталăкăн вĕçĕ-хĕррисĕр уçлăхĕ аталаннине уçса параççĕ. Çак Саккунсемсĕр Космосра нимĕн те пулма пултараймасть. Çын пурнăçĕ çав саккунсене пăхăнать, çавăнпа та этемлĕх çакна ăнланса илмесĕр хăйĕн пурнăçне лайăхлатаймасть, тесе ăнлантараççĕ Вĕрентĕвĕн кĕнекисем. Чĕрĕ Этикăра космоса чĕрĕ вăй-хăватлă кăткăс тытăм евĕр катартнă, çын унта тĕп вырăн йышăнать. Этемлĕхĕн ăс-хакăлĕпе истори аталанавĕнче чи кирли — çын кăмăл-туйăм тивĕçĕсене ӳстерни, этика нормисене çирĕп пăхăнни, общество аталанăвăнче культура тĕп вырăн йышăнни. Культурăпа пĕлӳсĕр этемлĕхĕн пуласлăхне ăнăçлă йĕркелеме май çук. Чĕрĕ Этика Вĕрентĕвĕпе килĕшӳллĕн, космосри ĕç юхăмне этем хăй хастар витĕм кӳрет. Ăнланулăх тĕп вырăнта пулмалла, мĕншĕн тесен шухăш вăл — уçлăха тултаракан тата таврари çынсем çине витĕм кӳрекен вăй. Çапла вара, çын хăйĕн кашни шухăшĕшĕн, кашни сăмахĕпе ĕçĕшĕн тӳрремĕн яваплă пулни, унăн ăс-хакăл тата кĕлетке сывлăхне анчах мар, планетăн пĕтĕмĕшле лару-тăрăвне те витĕм кӳрет. Космос саккунĕсене тĕпе хурса пурăнма чĕнсе каланипе Агни Йога пурнăçа ăс-хакăлпа килĕшӳллĕн йĕркелеме анлă майсем пуррине, ăс-тăна анлăлатса аслă ăс-хакăллă пурнăç тĕллевĕ патне пымаллине уçса парать.[3]

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]