Рерих Юрий Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Рерих хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Ю. Н. Рерих

Юрий Николаевич Рерих (1902 çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕ, Новгород кĕпĕрнин Окуловка сали — 1960 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕ Мускав хули) — тĕнчипе паллă вырăс тухăç тĕпчевçи, лингвист, ӳнер тĕпчевçи, этнограф, çулçӳревçĕ, Тибет чĕлхипе культурин ăстаçи, тибет чĕлхин диалектологи ĕçĕсен авторĕ, тибет чĕлхин нумай томлă словарьне пухаканĕ, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор, «Урусвати» Гималай тĕпчев институчĕн директорĕ, СССР Ăслăхсен Академин тухăçа тĕпчев институчĕн философи тата историпе тĕн уйрăмĕн ертӳçи.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юрий Николаевич 1902-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Раççей империнчи Новгород кĕпĕрнине кĕрекен Окуловка салинче Николай Константиновичпа Елена Ивановна Рерих çемйинче çуралнă. Юрий ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Петербургра иртнĕ.

1919-мĕш çулта Юрий Николаевич Лондон университечĕ çумĕнчи Хĕвел тухăç чĕлхисен шкулĕ çумĕнчи индо-иран уйрăмĕнчен вĕренсе тухать, санскрит тата персид чĕлхисене алла илет; кайран, 1922-мĕш çулта, АПШри Гарвард университетĕнчи инди филологийĕн уйрăмне бакалавр степенĕпе вĕренсе пĕтерет; юлашкинчен, 1923-мĕш çулта, Парижри Сорбоннăри (Европа востоковеденийĕн çав тери пысăк центрĕ) Хĕвел тухăç чĕлхисен шкулне пĕтерсе инди филологин магистрĕ пулать.[1]

Юрий Николаевич вуншар чĕлхе пĕлнĕ. 1923-1928-мĕш çулсенче ашшĕ — Н.К. Рерих йĕркеленĕ Трансгималай экспедициĕн ĕçне хутшăнать. Инди, Тибет, Монголи халăхĕсем Юрий Николаевич вĕсен чĕлхисене хăйсенчен те лайăхрах пĕлнинчен тĕлĕннине каласа панă.

«Урусвати» Гималай тĕпчев институчĕ

1928-мĕш çултан пуçласа иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланичченех Юрий Николаевич Хĕвелтухăçне комплекслă тĕпчес ĕçе туса пыракан «Урусвати» Гималай тĕпчев институчĕн директорĕ пулса тăрăшать. Ю.Н.Рерих «Урусвати» директорĕ пулса ĕçленĕ вăхăта хак парса В.А.Скумин профессор, Рерихсен пурнăç çулне тата пултарулăх эткерне тĕпчекенскер, çакна палăртать: «Урусвати» институчĕн аслă сотрудникĕ тата директорĕ пулса ĕçленĕ вăхăтра Юрий Николаевич Рерихăн наукăпа культурăри пултарулăхĕ питĕ паллă та курăмлă. Хăюллă та иксĕлми тавçăруллă ăсчахăн ĕçĕсем этемлĕхшĕн питĕ пархатарлă пулса тăнă.[2] [3]

Ăсчах общество ĕçне тăвать: тĕнчене Агни Йога идейипе паллаштарас, Рерих Пакчĕн (Культура Пакчĕ) ратификацийĕшĕн кĕрешес ĕçе хастарлă хутшăнать.

1949-1957-мĕш çулсенче Индири Калимпонг университетĕнче студентсене вĕрентет.

1957-мĕш çулхи кĕркунне Ю.Н.Рерих Тăван çĕр-шыва таврăнса Мускаври СССР Ăслăх Академин Тухăçа тĕпчев институтĕнче Индин философи историйĕпе тĕн секторне ертсе пырать. Паллă вырăс художникĕн, шухăшлавçин, пĕрлĕх ĕçченĕн - Н. К.Рерихăн пултарулăх эткерне Тăван çĕршыва тавăрни унăн нимĕнпе те виçейми тава тивĕçлĕ ĕçĕ.

1960-мĕш çулхи çу уйăхĕн 21- мĕшĕнче Юрий Николаевич Рерихăн пурнăç çулĕ татăлать. Ăна Новодевичье масарĕнче пытарнă.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Скумин В.А., Ауновская О.К. Светоносцы. — Новочебоксарск: Терос, 1995. — С. 56-57. — ISBN 5-88167-004-3
  2. ^ Скумин В.А., Бобина Л.А. Действенная основа Учения о Культуре Здоровья. — Чебоксары: Международное общественное Движение "К Здоровью через Культуру", 2012. — С. 23-31. - ISBN 978-5-88167-039-9
  3. ^ Скумин В.А. Удрая – Духовный Покровитель Европы// К Здоровью через Культуру. — 2015. — № 23. — С. 57-70. — ISSN 0204-3440

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]