Контент патне куҫ

Акцынов Аркадий Всеволодович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Аркадий Акцынов
Çуралнă вăхăт: 1910, çу, 5
Çуралнă вырăн: Санкт-Петербург
Вилнĕ вăхăт: 1997, чӳк, 145
Вилнĕ вырăн: Шупашкар
Гражданлăх: ССРП РФ
Хисепсем:
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳкерçи(1984)
Акцынов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Ӳкерчĕк:Akcynov AV LM.jpg
А. Акцынов арăмĕпе.

Аркадий Всеволодович Акцынов (çу, 5, 1910, Санкт-Петербургчӳк, 14, 1997, Шупашкар) — раççей ӳкерçи, график, монументалист. ССРП Ӳкерçисен Пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1947). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1984), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1997)[1][2]/

Ставрополь Ен, Кемĕрте, Новокузнецкре Ӳкерçĕсен пĕрлешĕвне пуçарса яракансенчен пĕрри.

Арăмĕ — Людмила Акцынова, ӳкерçĕ, Раççей Федерацин тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳкерçи.

Ĕлеххи вырăс интеллигенчĕсен çемьинче çуралнă. Ашшĕ — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннăскер, нимĕç тыткăнне лекнĕ. 1923 çулта мамакăшĕпе революци хыççăн Германире юлнă ашшĕ патне кайнă.

1925-29 çулсенче Лозанна студисенче, Антверпенри (1929—1930) тата Парисри (1936) Ӳнер академисенче ăсталăха туптанă.

Парисри ӳкерçĕсемпе ушкăнпа куравсене иртернĕ, сатира журналĕсемпе ĕçленĕ.

1937 çулта Совет Союзне таврăннă, Ленинград портне çитсенех, ăна аресленĕ. Виççĕ уйăх хушши Ленинградри «Хĕрессем» тĕрмен пĕччен камеринче ларнă, кайран конвой ăна Мускава Лубянка тĕрмине çитернĕ, тепĕртакран «Бутыркăна» куçăрнă. 1939 çулта ШĔХК çумĕнчи Уйрăм Пухăвĕн айăплавĕпе 5 çуллăха лагерьсене янă.

Инçет Тухăçри «Дальстрой» лагерĕсенче ларнă, ӳкерçĕ-оформитель пулса ĕçленĕ. Авланнă. 1944 çулхи çурла уйхĕнче ирĕке кăларнă. Находка портра пурăннă. 1945 çулта Ставрополь Енне куçса кайнă.

1949 çулăн вĕçĕнче тепĕр хут аресленĕ те Çĕпĕре ăсатнă. Мотыгино ялĕнче (Красноярск Ен) пурăннă. 1956 çулчен ӳкерçĕ-оформитель пулса ĕçленĕ.

1956 çулта реабилитициленĕ. 1968 çулта Шупашкара пурăнма куçса килнĕ. Арăмĕпе пĕрле тăрăшнă.

Пултарулăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

А. В. Акцынов — чылай пейзаж, натюрморт, портрет, гобелен ӳнерленĕ. Папье-машепе апаланнă, йывăçран касса ӳнерленĕ.

Ӳнер ĕçĕнче ăвăспа çыхăнтарнă уйрăм сăрăсемпе усă курнă.

Суйланă ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Ленинские места в Шушенском» (1961),
  • «Есть на Волге утёс» (1975),
  • «Сказ о Саянах» (1979),
  • серия «Байкал» (1985),
  • «Ватă Шупашкар»,
  • «Алтай»,
  • «Сирень»,
  • «Шупашкар сиренĕ»,
  • «Ырă ир»,
  • «Русское кружево»,
  • «Байкал»,
  • «Чăваш хăмли»

Арăмĕпе пĕрле «По стерне босиком» (1992) асăну кĕнекине кăларнă.

2000 çулта Хĕвел системинчи 7385 № кĕçĕн планетăна Акцынов мăшăрсен ятне — Акцыновия — панă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]