Контент патне куҫ

Александров Николай Александрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Александров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Николай Александров
Николай Александрович Александров
Çуралнă вăхăт: 1865-мĕш çулхи раштав, 6
Çуралнă вырăн: Хусан кĕпĕрни, Шупашкар уесĕ, Малти Чиперуй ялĕ
Вилнĕ вăхăт: 1896-мĕш çул
Вилнĕ вырăн: Паллă мар
Ĕçлев тĕсĕ: вĕрентевçĕ, мусăк фольклорисчĕ

Александров Николай Александрович (1865-мĕш çулхи раштав, 6, Хусан кĕпĕрни, Шупашкар уесĕ, Малти Чиперуй ялĕ (халĕ Чăваш республикин Сĕнтĕрвăрри районĕ) — 1896-мĕш çул), — вĕрентевçĕ, мусăк фольклорисчĕ.

Александров Николай Александрович Чăваш Енти хальхи Сĕнтервăрри районне Малти Чиперуй ялĕнче, хресчен килйышĕнче çуралнă. Ялти шкулта, унтан Хусанта ( 1880-мĕш çултанпа), вĕрентевçĕсем хатĕрлекен семинарире, ăс пухнă. Вĕренĕве пĕтерсен, 1884-мĕш çулта, семинари çумĕнчи пуçламăш шкулта чăваш чĕлхи тата мусăк вĕрентме пуçлать. Çавăнпа пĕрлех Родионов институтĕнче дворян хĕрĕсене мусăк вĕрентнĕ.

Мусăкпа çыхăннă ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Николай Александров "Мотивы чувашских песен. Нотные записи из разных местностей Казанской губернии" алçыру хатĕрленĕ[1]. Паянхи кунччен сыхланнă-ши вăл алçыру е çук-ши — паллă мар. Анчах та вăл Хусанта 1890-мĕш çулта иртнĕ ăславпа промыслăх куравĕнче пулнă[2]. Унăн тата "Чиркӳре хорпа юрламалли чăвашла юрăсем" кĕнеке пичетленсе тухнă[3].

"Качи-Сювы" калав пирки

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чи малтан Хусанти "Волжский вестник" хаçатра (1894, 309 №) пичетленсе тухнă. вырăсла калав. Анчах та чăвашсем çинчен. Авторне "Н.А." тесе палăртнă. Çавна кура ку Николай Александров пулма пултарать теççĕ. Анчах унашкал "Н" тата "А" инициалсемлĕ çынсем татах пур. Сăмахран, Николай Ашмарин.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. I том. Шупашкар, 1984. — С. 307.
  2. ^ Чувашская энциклопелдия. Персоналии. Александров Николай Александрович Автор: М.Г.Кондратьев.
  3. ^ «ХОРОВЫЕ ЦЕРКОВНЫЕ ПЕСНОПЕНИЯ НА ЧУВАШСКОМ ЯЗЫКЕ» Чувашская энциклопедия