Контент патне куҫ

Хитекушкăнь

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хитекушкăнь
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районЭлĕк
Ял тăрăхĕТавăт
Координатсем55°42′45″ с. ш. 46°38′40″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕправославсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83535
Почтă индексĕ429240
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 205 873 001
Хитекушкăнь (Раççей)
Точка
Хитекушкăнь (Чăваш Ен)
Точка

Хитекушкăнь, — Чăваш Енри Элĕк районĕнчи ял. Тавăт ял тăрăхĕнче шутланать.

Ял ячĕ Хитек ойконим çумне "ушкăнь" топоформант хушăнса пулнă.

"Пирĕн яла ĕлĕкех Хитек тенĕ. Кунта чи малтан Хитек ятлă çын куçса килнĕ тет. Унăн 3 ывăл пулнă: Йăхти, Йăхатни, Йăрлак." (87 çулти А. Марков каланине 1946 çулта А. С. Канюкова çырса илнĕ.)

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта 175 (2006) çын пурăнать. Икĕ урам — Çыран хĕрри, Ленин урамĕсем.

1859 çулта Хитекре 33 кил, 78 арçынпа 77 хĕрарăм пурăннă. 1907 çулта — 379 çын, 1926 çулта 86 килте 407 çын пурăннă.

1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Варнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]