Контент патне куҫ

Арап çырăвĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хальхи арап каллиграфийĕ

Арап алфавичĕарап чĕлхин çырăвĕн алфавичĕ, çаплах урăх чĕлхесенче те (ытларах çĕнетнĕ тĕсĕпе), тĕслĕхрен, перси тата хăш тĕрĕк чĕлхисенче, усă кураççĕ.

Алфавичĕ 28 сас паллинчен тытăнса тăрать, сылтăмран сулахаялла çыраççĕ. Арап алфавичĕ финики алфавитне арап ятарлă сасĕсене палăртакан паллăсене хушăнса пулса тухнă. Çак сас паллисем - са, ха, заль, дад, за, гайн.

Хупă сасăсене палăртни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

28 сас паллисенчен кашни, алиф сас паллисĕр пуçне, пĕр хупă сасса палăртать. Сас паллисене кăтартасси сăмахра хăш тĕлре пулнинчен килет. Сăмахăн пур сас паллине, ултă сас паллисĕр пуçне (алиф, даль, заль, ра, зай, вав) пĕрле çыраççĕ.

сăмах вĕçĕнче сăмах варринче сăмах пуçĕнче уйрăм тăракан ячĕ транслитераци транскрипци
أَلِف ’алиф
بَاء ба̄’б[b]
تَاء та̄’т[t]
ثَاء с̱а̄’с̱[θ]
جِيم джӣмдж[ʤ], [g]
حَاء х̣а̄’х̣[ħ]
خَاء х̮а̄’х̮[x]
دَال да̄льд[d]
ذَال з̱а̄льз̱[ð]
رَاء ра̄’р[r]
زَاي за̄йз[z]
سِين сӣнс[s]
شِين шӣнш[ʃ]
صَاد с̣а̄дс̣[sˁ]
ﺿ ضَاد д̣а̄дд̣[dˁ], [ðˤ]
طَاء т̣а̄’т̣[tˁ]
ظَاء з̣а̄’з̣[zˁ], [ðˁ]
عَيْن ‘айн[ʔˤ]
غَيْن гайнг[ɣ]
فَاء фа̄’ф[f]
قَاف к̣а̄фк̣[q]
كَاف ка̄фк[k]
لاَم ля̄мль[l]
مِيم мӣмм[m]
نُون нӯнн[n]
هَاء ха̄’х[h]
وَاو ва̄вв[w]
يَاء йа̄’й[j]

Алиф — арап алфавичĕн пĕртен-пĕр нимĕнле сасăна кăтартакан мар хупă сас палли. Пĕр чух тăсăмлă уçă сасăна а̄ (аяларах пăхăр), е хăйĕн сассисĕр пулăшу орфографи паллине кăтартма пултарать.

Перси алфавитĕнче (унран пулнисенче те) сас паллисен йĕрки кăшт урăхларах — малтан ва̄в пулать, хыççăн — ха̄’.

Уçă сасăсене кăтартни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Арап чĕлхин тăсăмлă виçĕ сасăна (а̄, ӯ, ӣ) алиф, вав, йа сас паллисемпе çыраççĕ. Çырури кĕске уçă сасăсем пуплевре илтĕнмеççĕ те. Сасăна сăмахра илтĕнмелле каламалла пулсан (тĕслĕхрен, Коранра тата сăмахсарсенче), уçă сасăна кăтартма йĕркен çийĕнчи тата айĕнчи уçăмламалине (харакат) çыраççĕ.

Арап алфавичĕллĕ арап мар чĕлхисенче, уçă сасăсене матрес лекционис меслечĕпе (перси чĕлхинче тăсăмлă «алиф», «йа» тата «вав» уçă сасăсене çеç кăтартаççĕ) палăртаççĕ, е хушма паллăсене (уйгур челхинчи евĕр) кĕртеççĕ. Арап чĕлхинче уçă сасăсене кăтартакан сас паллисем çуккипе (семит чĕлхисенче уçă сасăсем сăмахăн никĕсне те кĕмеççĕ, сăмаха туса хунă е улăштарнă чух ылмашăнаççĕ) ХХ ĕмĕрте хăш мăсăльман çĕршывĕсенче (Турци, Вăтам Ази, Индонези, Малайзи тата урăх.) арап алфавичĕ вырăнне уçă сасăсене умлă-хыçлă кăтартма пултаракан алфавитсем (латиница, кириллица тата ур.) çырăва кĕреççĕ.

Хушма сас паллисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çӳлерех кăтартнă 28 сасă паллине хуруф (арап. حروف, ед.ч. حرف харф) теççĕ. Вĕсемсĕр пуçне, арап çырăвĕнче алфавит шутне кĕмен хушма виçĕ паллăпа усă кураççĕ.

сăмах вĕçĕнче сăмах варринче сăмах пуçĕнче уйрăм тăракан ячĕ транслитераци транскрипци
هَمْزَة хамза [ʔ]
تَاء مَرْبُوطَة та̄’ марбӯт̣а[h] / [t]
أَلِف مَقْصُورَة ’алиф мак̣с̣ӯраа̄[aː] / [a]
  1. Хамза (карланкă смычка) уйрăм çырма та юрать, е«лартмалли» сас палли çинче (алиф, вав или йа) çыраççĕ. Хамза çырмалли мелĕ орфографи йĕркипе килĕшӳллĕ контекстран килет. Кирек епле мел пулсан та, хамза яланах пĕр сасăна палăртать.

Транслитераци

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кириллицăллă тата латтинлă арап çырăвĕсен транслитерацин таблици, çаплах Интернетре сарăлнă арап çырăвĕн çирĕп йĕркеллĕ мар латтин транслитерацийĕ

хупă сасăсем уçă сасăсем
ء ب ت ث ج ح خ د ذ ر ز س ش ص ض ط ظ ع غ ف ق ك ل م ن ه و ي ا و ي арап сас паллисем
б т с̱ дж х̣ х̮ д з̱ р з с ш с̣ д̣ т̣ з̣ г ф к̣ к л м н х в й а̄ ӯ ӣ кириллилени
ʾ b t ǧ d r z s š ʿ ġ f q k l m n h w y ā ū ī станд. латтинлени
' th j 7 kh dh sh 9 6 dh ` gh 8 oo ee нестр.
2 5 3 ou

Арап çырăвне латтинлес йĕрке ISO 233 тĕнче стандарчĕпе килĕшӳллĕ.

Арап алфавичĕ, латтиница никĕсĕпе

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнче СССР-та Вăтам Азире пурăнакан арапсем валли латтинланă алфавита туса хатĕрленĕ, йышăннă. Анчах та ăна кулленхи пурнăçа кĕртеймен.

A a B в C c Ç ç D d E e F f G g
Ƣ ƣ H h Ħ ħ I i J j K k L l M m
N n O o P p Q q R r S s Ş ş T t
Ѣ ѣ U u V v X x Y y Z z

.......

Аялтарах никĕс арап паллисене таблицăна пухнă.

  0123456789ABCDEF
0600  ؀؁؂؃ ؋،؍؎؏
0610  ؐؑؒؓؔؕ ؛؞؟
0620  ءآأؤإئا بةتثجحخد
0630  ذرزسشصضط ظعغ
0640  ـفقكلمنه وىيًٌٍَُ
0650  ِّْٕٖٓٔٗ ٜ٘ٙٚٛٝٞ
0660  ٠١٢٣٤٥٦٧ ٨٩٪٫٬٭ٮٯ
0670  ٰٱٲٳٴٵٶٷ ٸٹٺٻټٽپٿ
0680  ڀځڂڃڄڅچڇ ڈډڊڋڌڍڎڏ
0690  ڐڑڒړڔڕږڗ ژڙښڛڜڝڞڟ
06A0  ڠڡڢڣڤڥڦڧ ڨکڪګڬڭڮگ
06B0  ڰڱڲڳڴڵڶڷ ڸڹںڻڼڽھڿ
06C0  ۀہۂۃۄۅۆۇ ۈۉۊۋیۍێۏ
06D0  ېۑےۓ۔ەۖۗ ۘۙۚۛۜ۝۞۟
06E0  ۣ۠ۡۢۤۥۦۧ ۨ۩۪ۭ۫۬ۮۯ
06F0  ۰۱۲۳۴۵۶۷ ۸۹ۺۻۼ۽۾ۿ

Каллиграф стилĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Иерусалимри çул кăтартакан икĕ паллă. Çӳлтине جبل صهيون «Сион тăвĕ» паллине куфа аллипе çырнă, аялтине — насх аллипе

Латин алфавитĕнче тĕрлĕ шрифтсем пур, çавăн пекех арап чĕлхи кун-çулĕнче арап çырăвĕн те темиçе стиль, «алă» (арап. خط х̮ат̣т̣ «йĕр, çырни, алă») пур.

Арап çырăвĕн авалхи стилĕсенчен пĕри — куфи, е куфа (арап. كوفي, Куфа хула ятĕнчен).

Каçăсем

Арап цифрисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тӗп статья: Арап цифрисем

VIII ĕмĕртенпе хисепе çырма модифициленĕ индии цифрисемпе вуннăллă тăрăмлă шутлав йĕркипе усă кураççĕ. Хисепе цифрăсемпе сулахайран сылтăмалла çыраççĕ.

европакулленхи араптухăç арап
0٠۰
1١۱
2٢۲
3٣۳
4٤۴
5٥۵
6٦۶
7٧۷
8۸٨
9٩۹

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Культура и письменность Востока. 1931, № 10.