Контент патне куҫ

Аслă Асхва Пикшик

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Аслă Асхва Пикшик
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районКанаш
Ял тăрăхĕАсхва
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕправославсем
Этнохоронимэлĕксем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83535
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 205 873 001

Аслă Асхва Пикшик, — Чăваш Республикин Канаш районĕнчи ял. Асхва ял тăрăхне кĕрет.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асхвара 1330 çын пурăнать. Ытларахăшĕ Канаш хулинче ĕçлет. Мускав, Питер, Шупашкар хулисене каяканнисем те пур. Çапах та 454 çын кил çавăрса лартни тата 398 çемье чăмăртанни ял пурнăçне хисеплекенсем пурринех кăтартать. Асхвари акушер пукчĕн ĕçченĕ Л. Панфилова пĕлтернипе, 2006 çулта -12, 2007 - 14, 2008 çулта 4 пепке çут тĕнчене килнĕ. Апла пулсан Асхва "сывлать, пурăнать..."

Асхва историйĕ питĕ кăсăк та кăткăс. Кам пуçласа янă ун никĕсне - никам та тĕплĕн ăнлантарса параймарĕ. Çав сăлтавпа ял историйĕ пирки икĕ шухăш çӳрет.

Пĕрремĕшпе — икĕ шухăшлав. Ялти хăш-пĕр çын Асхва ятлă чăваш ял пуçланипе ячĕ çапла пулса юлнă тесе палăртать.

Теприсем вăл ял варринче вырнаçнă Аслă Хăвапа пĕр килет тесе ĕненеççĕ. Иккĕмĕш верси Пикших ял историйĕпе çыхăннă. Маларах Пикших ялĕ пуçланса кайнă иккен, анчах ялти çынсем шыв çуккипе асапланнă. Урпай ятлă чăваш — сунара çӳреме юратаканскер — Асхва çырминче хăватлă çăл куç тупнă. Ял ячĕ 1796 çултанпа Аслă Хăва пулнă. Мĕншĕн Асхва ял историне Пикших ялĕпе çыхăнтарнине те ăнлантарма йывăрах мар. Иккĕшне ял канашĕ, вăтам шкул, спорт шкулĕ тата почта уйрăмĕ çыхăнтарать. Иккĕшĕ те Канаш районĕнчи Асхва ял тăрăхне кĕреççĕ.

Çутĕç, культура

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Ăс пухмалли чи лайăх мел — кĕнеке, хаçат-журнал" — тĕллевпе пурăнаççĕ Асхва ял çыннисем. Ватти-вĕтти кунĕпех — тĕслĕх библиотекăра. О. Александрова ачасен тата çитĕннисен тавра курăмне ӳстерес тесе нумай тăрăшать. Кĕнеке куравĕ, çамрăк вулавçăсен конференцийĕ тăтăш иртет. Оксана Николаевна компьютерпа усă курма никама та чармасть. Пĕчĕк вулавçăсем валли мультфильм куравĕсем тата пуç ватмăшсем яланах хатĕр. Пенсионерсем хапăлласах тăван чĕлхепе тухакан хаçат-журналпа кăсăкланаççĕ, "Хыпар", Чăваш хĕрарăмĕ" çырăнса тăма манмаççĕ.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]