Асламас Анисим Васильевич
Анисим Асламас | ||||
![]() | ||||
Тĕп хыпар | ||||
---|---|---|---|---|
Тулли ят | Васильев Анисим Васильевич | |||
Çуралнă вăхăт | 1913 çул, ака, 28 | |||
Çуралнă вырăн | Вăрманкас Асламас ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш Ен, ССРП | |||
Вилнĕ вăхăт | 2000, чӳк, 2 | |||
Вилнĕ вырăн | Шупашкар, Чăваш Ен, РФ. | |||
Патшалăх |
![]() | |||
Профессисем | композитор, педагог | |||
Жанрсем | юрă | |||
Парнесем |
|
Асламас Анисим Васильевич (1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕ, Вăрманкас Асламас ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР — 2000 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Республики) — раççей чăваш композиторĕ[1].
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1970), РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1976). Тăван Çĕршывăн вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденне, медальсене тивĕçнĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Вăрманкас Асламас ялĕнче çуралнă.
1937—1941 çулсенче Шупашкарти мусăк училищин мусăк педагоги уйрăмĕнче пĕлӳ илнĕ.
1942 çулхи кĕркуннере Хĕрлĕ Çара хĕсмете чĕннĕ. 1943 çулхи пуш уйăхĕнче фронта тухса кайнă; Брянск тата Орёл патĕнче çапăçнă, малалла Беларуçре, Тухăç Пруссие, Польшăна ирĕке кăларнă, Германире вăрçăна вĕçленĕ.
Çыхăнуçă-телефонист, çыхăну тĕлĕшĕн пуçлăхĕ, полкри оркестр мусăкçи (А. Горбатов генерал ертсе пынă 3-мĕш çар йышĕнче) пулнă.
1945—1948 çулсенче Киеври консерваторире (Б.Н.Лятошинскин композици класĕнче), 1955—1960 çулсенче Мускаври консерваторире (В.Г. Фере класĕ) вĕреннĕ.
2000 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă
Пайăр пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Арăм — Васильева Мария Васильевна, юрăç.
- Хĕрĕ — Татьяна
- Ывăлĕ — Алексей (1959-2016)
Хайлавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Оперăсем:
- "Священная дубрава" (1960);
- "Прерванный вальс" (1962);
- "Сеспель" (Чăваш мусăк театрĕнче 1971 çулта лартнă);
- "Вера Сарьялова" (1970);
- "Салампи" (1976).
Ораторисем:
- "Ленин" (1951);
- "Спасибо Ленину";
- "Сказ о Чувашии" (1976).
Вăл çавăн пекех "Нарспи и Сетнер" (Нарспипе Сетнер, 1976) балета, "Памяти поэта" (1956), "Космическая симфония" (1975) вокал-симфониллĕ поэмăсене çырнă.
Çавăн пекех вăл юрăсем кĕвелени çинчен, хорсем валли, романссем çырни çинчен каласа хăвармалла.
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ачасен Анисим Асламас ячĕллĕ ӳнер шкулĕ (Етĕрне хули, Чăваш Республики)
- Асламас урамĕ (Шупашкар, Чăваш Республики)
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.
- Илюхин Ю. А. Композиторы Советской Чувашии. — Ч., 1982;
- Кондратьев М. Г. Песенное творчество А. В. Асламаса // Вопросы современного художественного творчества. — Ч., 1990.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Анисим Асламас 90 çул тултарĕччĕ
- Асламас Анисим Васильевич
- Концерт, посвященный 90-летию со дня рождения А. В. Асламаса 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Анисим Асламас "Космосри туссен вальсĕ " Anisim Aslamas
![]() |
Ку композитор пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Мусăкçăсем, алфавитпа
- Етĕрне районĕнче çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕсем
- Композиторсем пирки вĕçлемен статьясем
- Композиторсем, алфавитпа
- Чăваш Енĕн композиторĕсем
- Чăваш композиторĕсем
- ССРП композиторĕсем
- Раççей композиторĕсем
- Утăн 24-мĕшĕнче çуралнисем
- 1924 çулта çуралнисем
- Чӳкĕн 2-мĕшĕнче вилнисем
- 2000 çулта вилнисем