Контент патне куҫ

Бикулова Мария Григорьевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мария Бикулова
Çуралнă чухнехи ят Бикулова Мария Григорьевна
Çуралнă вăхăт 1919 çулхи авăн, 25
Çуралнă вырăн Лаш Таяпа ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енри Елчĕк районĕ)
Вилнĕ вăхăт 1985, юпа, 3
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чăваш АССР
Професси драма артисчĕ
Гражданлăх
Хастар çулсем 1935 - 1985
Театр Чăваш патшалăх К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ, Чăваш патшалăх пукане театрĕ
Рольсем Нарспи, Пинерпи, Амаçури, Чиква, Сопылах
Спектакльсем «Нарспи», (К.В. Иванов), «Айдар» (П.Н. Осипов), "Золушка" (Е. Шварц), "Сэмбо" (Ю. Елисеев), "Икĕ ывăл" (Г. Стефанов)

Бикулова Мария Григорьевна (1919, авăн, 25, Пăва уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) Лаш Таяпа ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енри Елчĕк районĕ) — 1985 çулхи юпа, 3, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш драма актриси. Чăваш АССР халăх артисчĕ (1980), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1955)[1]. [2]

1919 çулхи авăнăн 25-мĕшĕнче Пăва уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă.

1936-1942 çулсенче куçакан иккĕмĕш колхоз театрĕнче (Муркаш районĕ) вылянă. 1943-1947 çулсенче ГИТИСре вĕреннĕ (курсăн пултарулăх ертӳçи — М.Тарханов, Чăваш студийĕ). Чăваш академи театрĕнче ĕçленĕ. 1961 çултанпа Чăваш республикин пукане театрĕнче ĕçлесе çĕр ытла роле сăнарланă.

1985 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ.

Хăйĕн вылаякан рольсенче вылянă вăхăтра Мария Букилăва хăй пуканесемпе лайăх ертсе пырасси пултарулăхне кăтартнă.

Чи лайăх ĕçĕсем:

  • Амаçури (Е. Шварцăн "Золушка");
  • Чиква (Ю. Елисеевăн "Сэмбо");
  • Сопылах (Г. Стефановăн "Икĕ ывăл")
  1. Кириллов, Г. Манăçми ят / Г. Кириллов // Коммунизм ялавĕ. – 1989. – 24 юпа.
  2. Кириллов, Г. Унăн сăнарĕ асăмрах / Г. Кириллов // Eлчĕк ен. – 2000. – 1 утă.
  3. Малышкин, Н. Бикулова Мария Григорьевна // Малышкин, Н. Ф. Eлчĕк енĕн пултарулăх çыннисем / Н. Малышкин. – Çĕрпӳ, 2000. – С. 71-72.
  4. Бикулова Мария Григорьевна // Яльчикский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2007. – С. 50.
  5. Говорова, Н. Д. Бикулова Мария Григорьевна / Н. Д. Говорова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 213.
  6. Романов, П. В. Бикулова Мария Григорьевна / П. В. Романов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 87.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]