Контент патне куҫ

Вуншарлă вак

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вуншарлă хисеп — ваксен тĕсĕ, вăл чăн хисепсене ак çапла кăтартма май парать:

±dm…d1d0,d−1d−2…

кунта

± — вакăн палли: е +, е −,
, — вуншарлăхăн хÿреллĕ пăнчи, хисепĕн тулли тата ваклă пайĕсене уйăрать (СНГ патшалăхĕсен стандарчĕпе)[1],
dk — вуннăшарлă шутламалли йĕрке. Хÿреллĕ пăнчăчченхи цифрăсен шучĕ вĕçĕ-хĕррисĕр мар (минимум пĕр цифра), хÿреллĕ пăнчă хыççăнхи цифрăсен шучĕ  — вĕçĕ-хĕррсĕр мар (уйрăммăн илсен, цифрăсем пачах пулмасса та пултараççĕ), çавăн пекех вĕçĕ-хĕррисĕр те пулма пултарать.
  • И.Кушнир. Справочник по математике для школьников. — Киев: АСТАРТА, 1998. — 520 с.
  • П.С. Александров. Введение в теорию множеств и общую топологию. - М.: глав. ред. физ.-мат. лит. изд. "Наука", 1977
  • И. Л. Хмельницкий. Введение в теорию алгебраических систем

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ↑ Хÿреллĕ пăнчă палли «,» — вуншарлăхăн хÿреллĕ пăнчи (акӑлчан. decimal comma) — Раççейре, Европа çĕршывĕсенче (Аслă Британисĕр тата Ирландисĕр пуçне) тата ытти нумай çĕршывсенче йышăннă. Акăлчан чĕлхиллĕ тата вĕсен витĕмĕллĕ ытти çĕршывсенче пăнчăпа усă кураççĕ: «.» — вуншарлăх пăнчи (акӑлчан. decimal point), хÿреллĕ пăнчăна разрядсене виçшерен ушкăнлама усă кураççĕ (разрядсен ушкăнĕсен уйăравçи, Раççейре: татăлми пушăлăх палли « »). Сăмахран, 10000003 вак вуншарлăх çырăвĕпе Раççей станддартĕнче ак çапла курăнать: 333 333,333333(3), акăлчан стандарчĕпе:  333,333.333333(3). Тĕплĕнрех: Вуншарлăх уйăравçи.