Контент патне куҫ

Еремеев Кирилл Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Еремеев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Еремеев Кирилл Иванович
Çуралнă вăхăт: 1905
Çуралнă вырăн: Аслă Чурачăк ялĕ, Комсомольски районĕ, Чăваш АССР, РСФСР
Патшалăх:

Раççей Федерацийĕ

Ăсчах степенĕ: экономика ăслăхĕсен тухтăрĕ
Альма-матер: Хусанти ялхуçалăх институчĕ

Еремеев Кирилл Иванович, — чăваш ăсчахĕ, экономика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1969)[1].

Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăк ялĕнче çуралнă.

Аслă Арапуçри 2 ступеньлĕ шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл Хусанти ялхуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. 1935 çултанпа вăл Мускаври пĕтĕм союзри ял хуçалăх экономикин тĕпчевпе ăслăх институчĕн аслă ăслăлăх ĕçченĕ. 1940 çулта вăл экономика ăслăхĕсен кандидачĕ ятне тивĕçнĕ.

Вăрçă пуçланнă хыççăн партизансен отрядĕнче пулнă.

1943-1955 çулсенче Мускаври парти хула комитечĕн ял хуçăлăх уйрăмĕнче инструктор, кайран пай ертӳçи çумĕ пулса тăрăшнă.

Каярахпа Пĕтĕм союзри ял хуçалăх экономикин тĕпчевпе ăслăх институтне ĕçлеме таврăннă.

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Патăрьел районĕнчи Первомайски вăтам шкулĕнче тăван ене тĕпчекен музейне уçнă чухне вăл унта хăйĕн 8 кĕнекине ярса панă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]